Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыраҫҫӗ (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ вӗсем йӗркене пӑхӑнмаҫҫӗ, ӑнӑҫу шыраҫҫӗ.

Овны сейчас не склонны к дисциплине, находятся в поисках успеха.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӑна шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вӗсем писательсен кӗнекисенче (пуринче те мар, хӑйсене е пуҫлӑхсене килӗшменнисенче) пӗрмай усаллине шыраҫҫӗ, чакаланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Кӑшарни каҫ юмӑҫ яраҫҫӗ хӗрсем, — ҫурта ҫутса, ҫӗрӗ витӗр шыв ҫине пӑхаҫҫӗ, савни сӑнӗсене шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пурте шыраҫҫӗ унӑн трилогийӗнче.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Студентсем ӗҫ шыраҫҫӗ, вӑрман касма ҫӳреҫҫӗ, хырӑм выҫӑ вӗсен.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Спекулянтсене шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑна полицейскисем, нимеҫӗсем шыраҫҫӗ.

Его поисками занимаются полицейские и волонтеры.

Хураҫырма арҫыннине шыраҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32168.html

Комсомольски районӗнчи Виҫпӳрт ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире шар курнисем ҫав вӑхӑтра унтан иртсе кайнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ.

Пострадавшие в аварии около деревни Байбахтино Комсомольского района, ищут свидетелей, проезжавших в это время возле места происшествия.

Пынӑ ҫӗртех машина ҫине тимӗр япала пырса тӑрӑннӑ: водитель комӑра // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32169.html

Ҫавӑнпа кантӑр вӑрри кӑна шыраҫҫӗ апӑршасем.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗн шыраҫҫӗ вӗсем?

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юланутлӑ ҫынсем ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна пӑхса чарӑнчӗҫ, вӗсем тен хӑйсен юлташне шыраҫҫӗ пулмалла.

Всадники остановились, оглядываясь; очевидно, они искали своего товарища.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Илтетӗн-и, сана хӑшӗсем… шыраҫҫӗ, сана валли ӗҫ пур, — терӗ вӑл вырнаҫса ларнӑ май.

— Тебя, слышь, хотят тут, дело тебе есть, — сказал он, подсаживаясь.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.

Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем, полицейскисем шыраҫҫӗ.

Его ищут активисты «Лизы Алерт» и полицейские.

Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрарӑм киле таврӑнман // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31707.html

Милиционерсем ирӗксӗртен пек анчах шыраҫҫӗ, вӗсене хӑйсем ҫине вуншар ҫын шанмасӑр сивӗ куҫпа пӑхкалани аван пекех туйӑнман пулас.

Милиционеры шли как бы нехотя; видно было, что им неловко чувствовать на себе десятки подозрительно настороженных взглядов.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хуллен тайкалана-тайкалана сӑра хупахӗнчен ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухаҫҫӗ; урама ярса пуссанах малтан тӗрев шыраҫҫӗ, унтан ассӑн сывласа эхлеткелеҫҫӗ, шлепкине сӑмси ҫине аялах антарса лартаҫҫӗ те — ҫирӗппӗн пуснине е сивлек, е рехетлӗ сӑнпа кӑтартса килӗсене танккаҫҫӗ.

Из дверей пивной то и дело вываливались медлительные в движениях люди; выйдя, они сперва искали точку опоры, потом вздыхали, нахлобучивали шляпу как можно ниже к переносице и шли, то с мрачным, то с блаженным выражением лиц, преувеличенно твердыми шагами.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.

Ну, ҫыннине шыраҫҫӗ халӗ, республикӑри пӗтӗм милицие ҫӗкленӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Итле-ха, лягавӑйсем сана шыраҫҫӗ пуль? — ыйтрӗ Валет тӳртен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем пирӗн пекех: юратаҫҫӗ, кураймаҫҫӗ, сутаҫҫӗ, тавӑраҫҫӗ, улталаҫҫӗ, тӗрӗслӗх шыраҫҫӗ; унта вӑйлисем те пур, вӑйсӑррисем те, хӑравҫӑсем те, хӑюллисем те…

Они похожи на нас: любят, ненавидят, предают, мстят, обманывают, ищут правды; есть там и сильные, и слабые, и трусливые, и смелые…

Грин ҫӗр-шывне хапӑл тусамӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 5–7 с.

Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫухалнӑ арҫынна пиллӗкмӗш кун шыраҫҫӗ.

В Новочебоксарске пятые сутки ищут пропавшего мужчину.

36 ҫулти арҫынна пиллӗкмӗш кун шыраҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31213.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех