Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗстерсе (тĕпĕ: хӗстер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нурулла пушар пуҫлансанах вырӑнӗ пеккине хул хушшине хӗстерсе Палас хӗррине кайса пӑрахрӗ те хӑй ҫынсене пулӑшма чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах унччен те пулмарӗ, Ваҫка, икӗ утӑм каялла чакса, каллех урисем ҫине тӗревленсе тӑчӗ, унтан, хӗстерсе лартнӑ пружинӑна вӗҫертсе янӑ пек, Антун ҫине сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан, аллисемпе ҫапкаланса, Энтрей кӑкӑр таран ҫиеле тухма пултарчӗ, анчах тухса ҫитеймерӗ — сӗлкӗш унӑн кӗлеткине хӗстерсе лартрӗ те тыткӑнне лекнӗ ҫынна малалла юхтарса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей хапха патне пырса хӑман пӗр вӗҫне шыва чикрӗ, ӑна хапха юпин карчӗ хушшине хӗстерсе майлаштарчӗ, унтан тепӗр вӗҫне те ҫаплах вырнаҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан, паҫӑр хапха айӗнчен илсе тӑратнӑ хӑмана хул хушшине хӗстерсе, шыва шапӑртаттарса кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫатӑлтатакан пулла шӑл хушшине хӗстерсе, хуҫа патне илсе хӑпарчӗ, ун урисем патне хучӗ, хуллен мӑр та мӑр мӑрлаткаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урама хул хушшине тумтир хӗстерсе, сӑнӑсемпе хӑртсем, ухӑ хатӗрӗсем йӑтса тухнӑ ҫынсем пӗр-пӗринчен «Мӗн пулнӑ?

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Уявсем иртрӗҫ пулмалла пирӗн, пумилкке кунӗсем пуҫланчӗҫ, мӑрса, — ҫӗлӗкне хул хушшине хӗстерсе пӗр вырӑнта тӑпӑртатрӗ Акмӑрса.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутарсене пӗчӗккӗн каялла хӗстерсе пыма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Твикка тытса пынӑ шӑшие кап! хыпса илет те ҫивӗч чӗрнисем хушшине хӗстерсе пӗррех туртса ҫурать.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

— Акӑ, — терӗ тухтӑр, чакак пырӗнчен пӗчӗк хыпкӑчпа хӗстерсе, кантӑк ванчӑкӗ туртса кӑларса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Аякӗсене кӗҫҫепе хӗстерсе хӑмасем ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Икӗ овчарка, хӳрисене хӗстерсе, темиҫе утӑм каялла чакса ларчӗҫ, пӗр ула вӗшле кӑна хуҫинчен хӑрамасӑр Элекҫейӗн тусанланса пӗтнӗ аттине сӗртӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Кӑшт ҫеҫ тырӑ аллакан хӗрарӑма кӗлет ҫумне хӗстерсе лартмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Хӑй пуҫтарнӑ ясакран Хӗстерсе те хӑвармалӑх Вӑл майне пӗлет аван.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Акӑ вӑл пирӗн пата хул айне хаҫат тӗрки хӗстерсе тухрӗ, унтан кашнине ҫуршар хаҫат валеҫсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутӑ йӑтни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, хутаҫа хул айне хӗстерсе, килкартине тухрӑм, Ваҫҫа курмасть-и тесе, урлӑ-пирлӗ пӑхкаласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Юрӗ, эппин, — терӗ хуллен анне, карт хӑйпӑнчӑкне пӗрене ҫурӑкне хӗстерсе.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Карчӑк ҫӑкӑра хул айне хӗстерсе уҫӑ алӑк умне ҫенӗкелле пӑхса тӑчӗ, унта такама курнӑ пек, тинкерсе пӑхса тӑма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

- Патшалӑхпа муниципалитет влаҫӗн органӗсем продукци пахалӑхне шута илмесӗрех сӗт пухакансене «хӗстерсе» сутлӑх хака 2014 ҫулхи ҫуркуннехи-ҫуллахинчен ӳстерӗҫ тесе ан ӗмӗтленӗр - ун пек пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех