Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫыхма пуҫлать: ҫиппине хӑма хыҫӗпе ҫавӑрса пырать те ӳретти ҫине тӗвӗ туса хӑварать, унтан каллех ҫиппине хӑма хыҫӗпе ҫавӑр ӳретти ҫине тӗвӗ туса хӑварать.
Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Шыв ҫинчен вӗсен хыҫӗпе пулӑшу ыйтса кӑшкӑрни, улани ҫӗкленсе пынӑ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн чӗнӗвӗ, кӑвакарчӑнсене пула, ачасен чунне вырнаҫнӑ лӑпкӑ кӑмӑла хӑваласа янӑ, вӗсем вара тискер кайӑк уттипе, кашни сас-чӗвве кайӑкла сисӗмпе асӑрхаса, хумӗсем хыҫӗпе кӳршӗ пахчине йӑпшӑнса утнӑ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапах та ку хӳмесем хыҫӗпе, бульварсем тӑрӑх пырса магазин патне ҫитнӗ.
Гришка Хват // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 18–40 с.
Хӑш чухне эпӗ вӑл тӗкӗр умӗнче, лутра кресла ҫинче ҫӳҫне тураса ларнӑ ҫӗре кӗреттӗм; ҫӳҫӗ вӗҫӗсем унӑн чӗр ҫинче, кресла айӑккисем ҫинче выртатчӗҫ, кресла хыҫӗпе ҫӗре ҫитиччен тенӗпе пӗрех усӑнса тӑратчӗҫ, — унӑн ҫӳҫӗ кукамайӑн ҫӳҫӗ пекех, вӑрӑм та ҫӑраччӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӗмескеллӗ вырӑнта, чутун ҫул валли хӑйӑр кӑларнӑ каръерта, таҫта Катызовка ялӗнче антӑха-антӑха кайсах ҫухӑрать хуткупӑс сасси, масар хӳми хыҫӗпе яланах ӳсӗр ҫӳрекен Мячов тимӗрҫӗ юрласа утать, — эпӗ ӑна юрри тӑрӑхах палласа илетӗп.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шыв паром хыҫӗпе юхма пуҫларӗ, парома ҫӗр ҫине вырттарсанах вара унта шыв юлмарӗ.Вода хлынула через борт, паром снова опустили на песок, он был пуст.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хуралтӑсен, садсен хыҫӗпе пытӑмӑр.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл хӳмесем хыҫӗпе пытанса иртнӗ ҫуртсен алӑкӗсем уҫах выртаҫҫӗ, хӑшне-пӗрне кӑларсах ывӑтнӑ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вӗсен вӑрттӑнлӑхне пӗлес шутпа фортепьяно хыҫӗпе йӑпшӑнса пытӑм та ҫакна куртӑм: Катя, батист тутӑра ик вӗҫӗнчен чаршав пек тытса Сережӑпа Соня пуҫӗсене хупӑрласа тӑрать.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сӑрт ури вӗҫӗнчен, мӑйӑрпа персик йывӑҫҫисен варринче ларакан ҫурт хыҫӗпе, тарӑн мар пӗчӗк ҫырма юхса выртать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ишӗлсе аннӑ ҫурт хыҫӗпе, хуҫӑлса пӗтнӗ садсемпе утрӑмӑр, кирпӗч куписем урлӑ упалентӗмӗр, стена шӑтӑкӗсем витӗр шинель аркисене пуҫтарса каҫрӑмӑр, уҫӑ вырӑнсемпе е урамсем урлӑ хӑвӑрттӑн чупса иртрӗмӗр.
Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.
Вӑл юбкине вут хыпнӑ пулин те, Сара Марковна пытаннӑ кӑмака патне ҫитсе ӑна килкарти урлӑ, витесем хыҫӗпе илсе тухма ӗлкӗрнӗ…
Унӑн ҫемйи // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 55–65 с.
Институт территорийӗ тавра тытса ҫаврӑннӑ решеткеллӗ карта хыҫӗпе вӗҫӗмсӗр машинӑсем иртеҫҫӗ.За решетчатой изгородью территории института проносились вереницы машин.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Кашни каҫах, хула вилнӗ пек ҫывӑрнӑ чухне, Артамонов юханшыв хӗррипе, пахчасем хыҫӗпе, тӑлӑх арӑмӑн Баймаковӑн садне вӑрӑ пек йӑпшӑнса пырса кӗрет.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Беридзе Алексей енне ҫаврӑнчӗ: — Акӑ, Алеша, эпир йӑнӑшмарӑмӑр. Пирӗн трасса кунта ял хыҫӗпе иртсе каять. Ҫапла вара, ку участокра та шыв илесрен хӑрамалли ҫук, — терӗ вӑл.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тӗксӗм йывӑҫсем хыҫӗпе ҫутӑ уйӑх ишсе тухрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫуртсем хыҫӗпе вӗсем шоссе ҫине тухрӗҫ, ҫул тӑрӑх пыракан салтаксен колоннипе хутӑшса кайрӗҫ, кайран вара, урапа ҫулӗ ҫине васкаса тухса, хуларан тарса ҫухалчӗҫ.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Авдохин куҫӗ тӗлне пулас мар тесе, ачасем хӑвӑртрах тӗттӗм кӗтеселле чӑмрӗҫ, ҫуртсем хыҫӗпе вара килелле саланчӗҫ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Урисем шӑнма пуҫласан вӑл, каллех йывӑҫ мӗлкисен тӗлӗпе пытанса, анкартисем хыҫӗпе ҫаврӑнса, чӳречисене хӑмапа ҫапса лартнӑ хӑйсен килӗ еннелле кайрӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.