Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыврӗ (тĕпĕ: хыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Моломан класа кӗчӗ, хӑй сисмен ҫӗртенех пуҫри картузне хыврӗ, чарӑнса тӑчӗ.

Он переступил порог, машинально снял кепку и остановился.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Иртнӗ ҫул патне таврӑнса, хисеплӗ ӗҫтешсем, республика Раҫҫейри Халӑхсен культура еткерӗн ҫулталӑкне паха тӳпе хыврӗ тесе калас тетӗп.

Возвращаясь к прошлому году, уважаемые коллеги, хочу сказать, что республика внесла достойный вклад в Год культурного наследия народов России.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хам пекех, ӑна-кӑна аван шутлать, хамах хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Вара вӑл ҫак пикен ал шӑллине те пулин курас тесе, карттусне хыврӗ те часовньӑна кӗчӗ, турӑш умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Макар шлепкине хыврӗ те ниҫта хума аптӑрарӗ: ниҫта таса вырӑн ҫук, вара каллех тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Таня фуфайкине хыврӗ те тилӗ е сӑсар тирӗсенчен ҫӗлетнӗ пальтосемпе юнашар ҫакрӗ, вара пысӑк тӗкӗр умӗнче ҫӳҫне тураса якатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Акӑ вӑл чарӑнса тӑрса кепкине хыврӗ, эпӗ тепӗр самантранах ӑна хуса ҫитсе сывлӑх сунтӑм, ал тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Темшӗн юратмарӗ, темшӗн ҫилле хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Утса пынӑ ҫӗртех ҫӗлӗкне хыврӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ирӗк парсамӑр, матушка, — тесе, лешӗ ним калама ӗлкӗричченех пустав пальтине хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр ҫӗлӗкӗпе пальтине, чуссӑнкки калушӗсене хыврӗ, вара хӑй умӗнче анраса тӑракан хуҫа майри патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрре курсах куҫ хыврӗ вӑл ӑна, хыҫҫӑн чупса кӗрсе каясси килчӗ, ҫапах та хӑйне тытса чарма вӑй ҫитерчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мулла алкумӗнче сарӑ сӑран атӑ ҫинчен тӑхӑннӑ калушне хыврӗ, пӳрте васкамасӑр кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗре тепӗр каччӑ куҫ хыврӗ пулсан унпа чышкӑпа тӳпелешме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ҫӗлӗкне васкамасӑр хыврӗ те княҫа чыслӑн пуҫ тайрӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр, — ҫӗлӗкне хыврӗ Иливан.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑпарса ҫитсен лаши ҫинчен анчӗ те пуҫӗнчи шлемне хыврӗ, ӑна хӑйӗн патне чупса пынӑ стремяннойне тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗвел те ҫуркуннехи пек, — ҫӗлӗкне хыврӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫинук халатне хыврӗ те, пуҫелӗк туса, каччӑ пуҫӗ айне хурса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Каласа хӑварас пулсан, «Ҫӗнтерӳ ҫулӗн» ӗҫченӗсен пысӑк пайӗ те ентешсемшӗн укҫа хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшу, ӑнлану темрен те хаклӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11574-pu ... n-te-khakl

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех