Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

харӑсах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак ӗнтӗ харӑсах кӗрлеме тытӑнчӗҫ Шупашкар чиркисем хыпар кӑмӑлне: «Тӗнкӗлти-тӗнкӗлти, тин-тун!

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пурте харӑсах шавлама, Липӑпа упӑшкине ыталаса чуптума тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Питӗ килӗшӳллӗ-ҫке, — Лисукпа Анук пӗр харӑсах Хветура шлепки ҫине куҫпа тӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.

Харӑсах пӗр самантрах мӗнпур хыпарсене хӑйсем пирки пӗлтерни те ҫакнах ҫирӗплетет пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре граждансен ҫӑхавӗсенчен 50 проценчӗ рекламӑпа ҫыхӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/17/chav ... -procenche

— Ҫук, ҫук, ҫук, — ӑшпиллӗн хыпӑнса, стена ҫумӗнчи тукмаклӑ сехет маякӗнчен те хастартарах сулкаласа илчӗҫ аллисене пурте харӑсах.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ҫынсем харӑсах палт! ҫаврӑнса шуйхӑнчӑк сасӑ илтӗннӗ еннелле тинкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Эпир пурте харӑсах пуҫсене сасӑ илтӗннӗ еннелле палт пӑртӑмӑр та куҫсене ҫавӑнталла вӑнк вӗҫтертӗмӗр — анкартине атте кӗрет иккен.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Атьӑр, — хава илчӗҫ ун сӗнӗвне пурте харӑсах.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Куҫӗ тӗтреленсе килчӗ, шыв кукрине тухса, йӳлекеленчӗ, пӳлӗмри япаласем пурте харӑсах хускалса кайрӗҫ; чӳречепе сӗтел, ытамлашса, ярӑна-ярӑна, ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм туса, вальс илтереҫҫӗ; пуканпа шкап та пӗр-пӗринпе тута туса, сас-чӳ кӑлармасӑр карусель ҫаврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Халӗ ӗнтӗ «кӗрхи чалланнӑ вӑрман» паҫӑрхинчен те чурӑсрах, кӑрарах кашласа кайрӗ, унтан харӑсах упа мӗкӗрни те, кашкӑр улани те, мулкач кӑвакал нартлатнӑ пек ҫухӑрашкалани те, карӑк качлатни те, тӑмана ӳхлени те илтӗнчӗ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пурис куҫне вичкӗнлетсех Турра ӑшши-пӑшши тимлерӗ — Турӑ умне, ҫунаттисемпе хатӑррӑн, анчах сӑпайлӑн, манерлӗн лӑпӑл-лӑпӑл лапӑлтатса, шӑнӑҫайми савӑнӑҫлӑн-хӗвеллӗн ҫутӑхса, харӑсах этем сӑн-питлӗ виҫӗ шап-шурӑ ангел вӗҫсе анса ларнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун пуҫарӑвне сӗтел хушшинче ларакансем пурте харӑсах хава илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Вылятпӑр, господинсем, вылятпӑр! — унпа пӗр харӑсах ҫухӑрашать хӑй умне вылямалли картсем сарса хунӑ этем.

— Сыграем, господа! Сыграем! — вторил в унисон ему тип с игральными картами.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Пур, пур! — терӗҫ Матвипе арӑмӗ харӑсах, алӑк ҫинчен куҫ илмесӗр.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ай! — терӗҫ вӗсем иккӗшӗ те харӑсах, ҫӑвар тулли кавлеме чарӑнса.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Правлени ҫурчӗ умне, пирӗнпе пӗр харӑсах тенӗ пек, «Беларусь» трактор пырса чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Вӑрҫӑ пӗтсен, — терӗҫ Ритӑпа Аркадий харӑсах.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗр харӑсах ик-виҫӗ юрӑ янӑранӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Акӑ халь те вӗсем иккӗшӗ те харӑсах кастарса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Камсем унта? — пӗр харӑсах ыйтаҫҫӗ пӳртрисем.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех