Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаклама (тĕпĕ: хакла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗнекене хаклама хутшӑннӑ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, истори наукисен докторӗ Виталий Иванов та ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ.

Высоко оценил работу и главный научный сотрудник Чувашского государственного института гуманитарных наук, доктор исторических наук Виталий Иванов.

Светлана Краснова кӗнекине хакланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33477.html

Ман ӗҫе хаклама пӗлместӗр пулсан тӗсӗ тенешкел.

«Может, забрать ее из конторы, коль эти тупицы не умеют ценить достойный труд?» — мелькнуло в голове.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Кун пек мероприятисене ачасене явӑҫтарни вӗсене тӗрлӗ енлӗ аталанма май парать. Вӗсем Тӑван ҫӗршыва юратма, хамӑрӑн несӗлсемпе мухтанма, тӑван культурӑна хаклама вӗренеҫҫӗ», — тет Вера Осиповна.

Куҫарса пулӑш

Ачасемшӗн вӗрентекен те, юлташ та // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/27/%d0%b0%d1%8 ... %82%d0%b0/

Ҫавӑнпа та педагог профессине суйланӑ ҫынсен ӗҫ-хӗлне хамӑра май хаклама пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Учитель ӗҫнех суйласа илӗттӗм // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%83%d1%8 ... 82e%d0%bc/

Хаклама пӗлмеҫҫӗ кунта.

Не ценят нас тут.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗлнӗ хаклама Ӑна мучи.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ялти ҫынсем ҫеҫ ӑна хаклама пӗлмеҫҫӗ, ун пӗлӗвӗсемпе усӑ курас вырӑнне ӑна ӗҫсӗр лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эсир ку ӗҫе мӗнле хаклама пӗлнине кӗркунне курӑпӑр: мана тӗрӗс ӑнлантӑр пулсан, эсир лайӑх кок-сагыз ӳстермелле, кок-сагыз сахал тухсан вара — начар ӑнланнӑ пулать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тус яланах пулӑшма тӑрӑшать, анчах та туслӑха хаклама пӗлесчӗ.

Друг всегда старается помочь, но нужно уметь ценить дружбу.

Мӗн вӑл туслӑх? // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10644 ... -l-tusl-kh

Ҫак кунтан пуҫласа Альбина Борисовна ирхи шуҫӑмпах вӑранса ӗҫе васкать, хуҫалӑхри лару-тӑрӑва хӑй курса хаклама, сиксе тухнӑ ыйтӑва ҫийӗнчех татса пама тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Ун пултарулӑхне хаклама пӗлмен III Василий пирки те самаях усал сӑмах каларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сухайкасси тӑрӑхӗнче ку тӗлӗшпе вырӑнта мӗнле ӗҫленине хамӑр куҫпа курса хаклама пулать.

Куҫарса пулӑш

Ял тӑрӑхӗ ҫирӗп аталанать ҫитӗнӗвне ҫӗршыв курса хаклать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%8f%d0% ... %83%d1%80/

Анчах та хаклама пӗлменни кӑмӑла хуҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Хӑвӑра урӑх енчен хаклама май пулӗ.

Появится уникальная возможность переосмыслить некоторые свои ценности и взгляды.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах ытлашши ан тӗветкелленӗр, хӑвӑра ытлашши хаклама пултарас хӑрушлӑх пур.

Но сильно рисковать не стоит, вы можете переоценить свои возможности и способности.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫакӑ «корона» тӑхӑнма, хӑвӑра ытларах хаклама сӑлтав мар-и?

Это ли не повод хотя бы на чуть-чуть примерить «корону» и повысить самооценку?

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир халӗ лару-тӑрӑва объективлӑ хаклама пултараймастӑр.

Сейчас вы не сможете объективно оценить ситуацию.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвӑра тивӗҫлипе хаклама пӗлместӗр.

С самооценкой в данный период будет непросто.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре паха енсем палӑрӗҫ: чӑтӑмлӑх, аналитика шухӑшлавӗ, лару-тӑрӑва тӗрӗс хаклама пӗлни.

На работе проявите деловые качества: выдержку, аналитическое мышление, способность смотреть в корень ситуации.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫри лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ пӗчӗк пӑтӑрмахсене шута илмесен Пулӑсен пурнӑҫне юмахри пек хаклама пулӗ.

Жизнь Рыб можно было бы назвать сказочной, если бы не маленькие неприятности, связанные с профессиональной сферой.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех