Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

французсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытти пур французсем пекех, гувернер ухмах ҫын пулман, ытти пур французсем пекех — ӑслӑ ҫынах та пулман; унӑн хӑйӗн ҫӗршывӗнчи пур кулӑшла ҫитменлӗхӗсем те пулнӑ, вӑл суйнӑ, шӳт тунӑ, хӑр-хар калаҫнӑ та хаяр пулман, хӑйне мӑнна хунӑ, анчах ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ.

Гувернер был не глупый человек, как все французы, и не умный человек — как все французы; он имел все забавные недостатки своей страны, лгал, острил, был дерзок и не зол, высокомерен и добрый малый.

IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

— «Князь, — терӗм эпӗ, — французсем ҫавӑн пек калаҫҫӗ пулсан, вӗсем ӑна сирӗн труппа мӗнле йӗркеленсе тӑнине тата эсир труппӑна мӗнле тытса тӑнине пӗлменнипе калаҫҫӗ».

 — «Князь, — сказал я, — если французы это говорят, то потому, что они не знают устройства вашей труппы и ее управления».

Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.

Эсир, тен, французсем каланине пӗлетӗр пулӗ: актерсен труппине тытса тӑнинчен пысӑк ҫара тытса тӑма ҫӑмӑлтарах, теҫҫӗ вӗсем.

Вы знаете, может быть, что французы говорят: легче армией целой управлять, нежели труппой актеров.

Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.

Кунта французсем, испанецсем, итальянецсем, грексем ҫирӗм пине яхӑн пулнӑ.

До двадцати тысяч было их здесь — французов, испанцев, итальянцев, греков.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Тен, Маринка пирки капла калани аванах та мар пулӗ, анчах та мӗн тӑвӑн, енчен те вӑл чӑнахах та, французсем каларӑшле, мон плезир — манӑн киленӗҫ — пулсан…

Может, про Маринку говорить так и не совсем хорошо, но что делать, если она в самом деле мон плезир, как говорят французы, — мое удовольствие…

17 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Ҫапах та, французсенчен вӗренсе, французсем евӗр ҫырман вӑл, вырӑс писателӗ пулнӑ.

Но, учась у французов, он все же писал не под французов, а оставался русским писателем.

16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Американецсем хӑйсем тӗлӗннине те курайманлӑхне палӑртса, акӑлчансем сиввӗн те ыйтуллӑн, французсем — ку пурте тӗшмӗш йӑла, — анчах темле кулӑшла пулсан та, хуҫасен йӑлине пӑсма юрать-и вара, тенӗн кӑмӑллӑн кулса пӑхрӗҫ.

Все молча смотрели на нас: американцы — хмуро, не скрывая своего удивления и неприязни; англичане — холодно, вопросительно-выжидающе; французы — сочувственно-иронически: дескать, знаем, что всё это чепуха, предрассудки, однако стоит ли нарушать обычаи хозяев дома, как бы смешны они ни были?

Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.

Отрядра чехсемпе словаксемсӗр пуҫне французсем, бельгиецсем, голландецсем, сербсем, фашистсемшӗн ҫапӑҫасшӑн пулманнипе тарса ҫӳрекен румынсемпе итальянецсем те пулнӑ.

Кроме чехов и словаков, были в нём уже французы, бельгийцы, сербы, голландцы, к нему приставали мадьярские и румынские дезертиры, не желавшие сражаться за фашизм.

Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.

Кунта американецсем те, акӑлчансем те, французсем те, итальянецсем те, нимӗҫсем те, норвежецсем те пулнӑ…

Здесь побывали и американцы, и англичане, и французы, и итальянцы, и немцы, и норвежцы…

Франц-Иосиф ҫӗрӗ тата мӗншӗн ӑна ҫапла калаҫҫӗ // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Ҫавӑнтах вӑл час хӗрсе каякан французсем хушшинче чапа тухса кайнӑ.

И сейчас же превратился в героя французов.

34. Килте тата ют ҫӗрсенче вӗҫнисем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Французсем Вильбур пур ӗҫе те хӑй тунинчен, тата вӑл пурнакан пӳлӗм чаплӑ марринчен тӗлӗннӗ.

Французы удивлялись, что Вильбур сам принялся за эту работу, что его жилье не выглядит роскошным.

34. Килте тата ют ҫӗрсенче вӗҫнисем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Экспедици тӑлмачӗ чирленӗ те каялла таврӑннӑ, французсем хӑйсем вырӑнти чӗлхесене пӗлмен.

В экспедиции заболел переводчик и должен был вернуться обратно, никто из французов не мог объясняться на местных наречиях.

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Никама пӑхӑнман влаҫпа ют ҫӗршыв пусмӑрне хирӗҫ кӗрешес ӗҫе французсем пуҫпулса тӑнӑ вӑхӑтрах организациленӗ вӑрттӑн общество ертсе пынӑ.

Работу по борьбе против никому не подчиняющейся власти и иностранного угнетения вело тайное общество, организованное еще во времена французского владычества.

2 // Е. Егорова. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с. — 5–12 с.

— Мӗншӗн-ха кунта французсем ҫинчен кӑна ҫырнӑ?

— Почему-то здесь все записано про французов?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Вӑл вырӑна ӗнтӗ пирӗннисем ҫине перекен французсем йышӑнса илнӗ пулнӑ.

И все это пространство было уже занято французами, стрелявшими в наших.

26 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Унта хамӑрӑн пехота французсем ҫине персе тӑчӗ.

В которой лежала наша пехота, стреляя по французам.

26 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

«Ман хыҫҫӑн, Владимир Семеныч, ман хыҫҫӑн! Пӗтрӗмӗр!» тесе кӑшкӑрчӗ вӑл, хандшпугӗпе французсем ҫине сула-сула.

«За мной, Владимир Семеныч! За мной! Пропали!» — кричал отчаянный голос Вланга, хапдшпугом махавшего на французов, зашедших сзади.

26 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Вӑл хир тӑрӑх французсем пирӗн бастион еннелле чупса килнине курчӗ; ҫывӑхри траншейӑсенче те штыкӗсене хӗвел ҫинче йӑлтӑртаттарса французсемех куҫса килчӗҫ.

Ему ясно видно было, как французы бежали к бастиону по чистому полю и как толпы их с блестящими на солнце штыками шевелились в ближайших траншеях.

26 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

«Французсем килеҫҫӗ!» тесе кӑшкӑрса янӑ чух вӑл Васин каласа паракан халлапа итлесе ларнӑ.

Он слушал сказку, которую рассказывал ему Васин, когда закричали: «Французы идут!»

26 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

«Анчах та ҫӗрле сасартӑк Севастополе тытса илсен, французсем килсе кӗрсен вара?

«Ну что, ежели вдруг ночью возьмут Севастополь и французы ворвутся сюда?

14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех