Шырав
Шырав ĕçĕ:
Битт-Бой ҫинче — лоцман карттусӗ, ҫыхса тунӑ хурарах хӗрлӗ фуфайка, кӑвак пиҫиххи, хулӑн пушмак, аллинчен ҫумӑртан хӳтӗленмелли плащ уртса янӑ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Чӑн та, ӑйӑра унтах илсе пымарӗ, кӑшт айккинерех, чӗлпӗрне карта юпинчен уртса, пахча пуҫне тӑратса хӑварчӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Хӗлимун пичче, эсӗ-и? — чи пирвай палласа илчӗ ӑна пӗр ҫамрӑк, хулпуҫҫинчен икӗ ретлӗ хуткупӑс уртса янӑскер.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Антунпа Валет, пӗри сӑран пиншак, тепри пальто уртса, картишне тухрӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шурӑ ҫинчи кӗрен чечеклӗ йӳнӗ муслин кӗпе тӑхӑннӑ, хул пуҫҫинчен тӗксӗм пурҫӑн тутӑр уртса янӑ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
(Хулпуҫҫийӗсем ҫине вӑл ваткӑллӑ пиджак уртса янӑ, пуҫне пӗр пӗчӗкҫӗ начар картус тӑхӑннӑ.)(Ватный пиджак, накинутый на плечи, маленький плохонький картузик.)
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Хӑрах хулпуҫҫийӗ ҫине кожух уртса янӑ командир ӑна хирӗҫ урнӑ пек кӑшкӑрса пӑрахрӗ:
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӑл — анлӑ кӑкӑрлӑ, хӳхӗм сывлӑхлӑ та вӑйлӑскер, хӑрах хулпуҫҫийӗ ҫине ҫанӑсӑр кожух уртса янӑ, тӗпне лартнӑ ҫӑматӑ тӑхӑннӑ, шеллевсӗрӗн пӑхакан ҫутӑ куҫлӑ та вирлӗ калаҫаканскер, — ятарласах командир пулма ҫуралнӑ ҫын пек туйӑнать…
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Анчах унӑн пушанса юлнӑ картишӗнчи пусӑ патӗнче хӑйӗн те татах кӑшт тӑрас кӑмӑл пур, — Агриппина нӳрӗ йӗме аллине тытса — хыпашласа, силлесе пӑхнине, вара пуҫне сулса, ӑна хулпуҫҫийӗ ҫине уртса янине пӑхса ларасси килчӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Пархоменко — бекешине ҫӳрен лаши мӑйӗ ҫине уртса ячӗ, лапсӑркка ҫӗлӗкне ӗнси ҫине пусса лартрӗ; йӗнерӗ ҫинче хӑяккӑн ларса пынӑ май, — урисене йӗнер пускӑчисенчен вӗҫерчӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Кунта тӗрлӗрен халӑх тӗрткелешсе тӑрать, хӑшӗ-пӗри — ури тупаннех ҫитекен вӑрӑм пальто тӑхӑннӑ, теприсем — ял кӗрӗкӗ е окопра йӑваланса выртнӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк шинель уртса янӑ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Бекешине хулпуҫҫийӗ ҫине уртса ячӗ те, пӑлтӑра тухрӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Коридорта, кӗрӗкне хулпуҫҫийӗсем ҫине уртса янӑ ҫын пыни палӑрчӗ, — васкаса утать, вӑл каракуль ҫӗлӗкӗ тӑхӑннӑ пуҫне тайнӑ, шӑнса кайнӑ аллисене брюки кӗсъисене чикнӗ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сӑрӑ тӗслӗ ҫӑмламас шаль уртса янӑскер вӑл чӑнах та ватӑ кашкӑр евӗр курӑнать.В серой шерстяной шали она и впрямь похожа на матёрого волка.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Ҫакна тума вӗсем пӗрер фут ҫӳлӗш сакӑрвун юпа ҫапса лартнӑ, рабочисем манӑн мӑя, алӑсене, кӗлеткене тата урасене ҫеклӗсем кӑкарнӑ кантрасемпе явала-явала ҫыхнӑ; ҫав ҫеклӗсенчен ҫинҫе кантра хулӑнӑш ҫирӗп канатсем ҫаклатнӑ та вӗсене юпасем ҫине вырнаҫтарса лартнӑ шӑлтӑрмасем ҫине хурса уртса янӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Нина тӗттӗмре урипе хыпашласа кӗҫҫерен ҫӗленӗ тапочкине тӑхӑнчӗ, кравать пуҫне ҫакнӑ чечеклӗ халатне уртса ячӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Тӗреклӗ лашасене те вӗсем ҫине уртса янӑ тимӗре тата утланса ларнӑ рыцаре чӑтма ҫӑмӑлах пулман.Но даже и этим коням было тяжело от двойной ноши — рыцаря и железа.
Тимӗр тумтир // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Хулпуҫҫи ҫине кӗрӗк уртса, тутӑр пӗркеннӗ те Феня ҫуртине сӳнтернӗ; вара, пӗрре сӑхсӑхса илсе, анӑранӑ пек, алӑкран чупса тухнӑ.
VI // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Хӑйӗн музӑкӗпе пурне те тӗлӗнтерессе шанса, вӑл, хӑмпине хулпуҫҫи урлӑ уртса, пӗрремӗш хупаха пырса кӗнӗ.Надеясь всех удивить своей музыкой, он, с волынкой за плечами, отправился в первый же кабак
I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Ирина пырса тӑчӗ, уртса янӑ вӑрӑм вуальне сирсе пӑрахрӗ, утнипе чыхӑнкаласа, сӑмах хушрӗ:Ирина подошла, отбрасывая на ходу креповую длинную вуаль, и проговорила, слегка задыхаясь от ходьбы:
XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.