Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улма сăмах пирĕн базăра пур.
улма (тĕпĕ: улма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ай-хай улма сачӗсем те Юрлаччӑр-и кайӑксем.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та Пӑкачав унӑн пиҫнӗ улма пек чӑмӑр та хӗрлӗ питне, чуна тытса илмелле хӑмӑр куҫне, варринелле аварах хунӑ икӗ сулӑ пек вӑрӑм куҫхаршийӗсене курса юлайрӗ те сасӑпах каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлепӗнчен «сан майрусем чӑх тӗкӗ татма пӗлеҫҫӗ-ши, улма шуратса памӗҫ-ши», тесе ыйтрӑм та, ҫапла тавӑрса хучӗ:

Спросила я Глеба: «Умеют ли твои дамы курицу ощипывать, не помогут ли мне почистить картошку», он же ответил:

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Мана хирӗҫ пӗр инке килет, вӑл чӗрҫитти ҫине улма илнӗ те ытараймасӑр вӗсен ҫине пӑхса пырать.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

…Пирӗн яла улма сутакан килнӗ, эп ун урапи патнелле пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ха, май уйӑхӗ вӗҫленсе пырать, кунта вара халӗ те улма сутаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Хӗп-хӗрлӗ помидорсем те, илӗртӳллӗ купаласа хунӑ хӑярсем те, пӗчӗкрех улма пысӑкӑш тӗлӗнтермӗш виктори те — пӗтӗмпех куҫ умӗнче.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Асту, ыран вутӑ татмалла пулать, аннӳ патӗнчен улма илсе килмелле, краҫҫын илме те каймалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

— Ман халь пӗччен малашне мӗнле пурӑнас, кама шыв йӑттарас, кама кӗпе ҫутарас, кам урай сӗрсе парать, кама улма шураттарас, — пӑшӑрханса юлчӗ арӑмӗ машина ӑшне кӗрсе ларнӑ упӑшки ҫине пӑхса, — каҫхине килетӗн пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Пилӗк пӑт кӗрекен улма миххи те йӑтаймастӑн та — арҫын-и эс.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Улма миххи йӑтса кӗрсе пар-ха, хӗрарӑм йӑтмалли япала мар вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Кӑҫал садра улма нихҫанхинчен вӑйлӑ, улмуҫҫи турачӗ ҫӗклесе ларайми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хотя, конешнӑ, эпӗ ачусене хам садра ҫӳреме чарас ҫук, ҫӳреччӗр, ҫиес килнӗ чухлӗ улма ҫиччӗр.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Маяа курчӗ те — амӑшӗ ҫинчен ыйтиччен малтан: «Выл пасарӗнче улма мӗн хака каять?» — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пасарта унпа юнашар тӑрса улма сутрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Улма сутнӑ укҫана Поля пӗр пус хӑварми туртса илчӗ: пур пӗрех ӗҫсе яратӑн, терӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Тӑр-палтай эсӗ, сутуҫӑ мар! — терӗ ӑна паҫӑр арӑмӗ, улма сутса тунӑ укҫана ун аллинчен туртса илсе.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вара йӑпӑр-япӑр пӗр ещӗк улма илсе тухрӗ те путвалӑн тимӗрленӗ алӑкне мӑн ҫӑрапа питӗрчӗ, ҫиелтен улӑм сарчӗ, кивӗ фуфайкӑсемпе витрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сахрун мучи пасара улма сутма кайрӗ, ачасем урама тухса чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Икӗ аллинче икӗ пысӑк хӗрлӗ улма.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех