Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйрӑлнӑ (тĕпĕ: уйрӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки хут чуптуса уйрӑлнӑ чухне упӑшкин тупӑкне ыталаса илчӗ те чӗрене ҫураслах кӑшкӑрса макӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Астӑватӑн-и, Сергей Петрович, эпир иксӗмӗр, уйрӑлнӑ чухне ман пуҫра пӗр шур пӗрчӗ ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Ывӑлӗ пулӑшнипе, уйрӑлнӑ хуртсен ҫӗнӗ ҫемйине малтан хатӗрлесе хунӑ вӗллене майлаштарса хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Савтепипе юлашки хут уйрӑлнӑ тӗлте Ухтиванӑн чӗри тӑвӑррӑн тапса илет.

Когда Ухтиван дошел до места, где оставил тогда плачущую Савдеби, сердце его заныло так, что он остановился, присел на пенек, где когда-то сидела любимая девушка…

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Те уйрӑлнӑ ӗнтӗ?

— Иль разошлись?

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шел пулин те, мӑшӑрӗ чире пула ҫамрӑклах пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ сӑмахсем чуна ӑшӑтаҫҫӗ // Л.Тихонова. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%8b%d1%8 ... %d0%b0cce/

Шел пулин те, ҫемье пуҫӗ чире пула вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хастар, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Валентина // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%85%d0%b ... %bd%d0%b0/

Пӗлтӗр 4 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малашне те йӗркелӗхшӗн тӑрӑшӗҫ // Р.Зайнуллин. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/

Вӑл алӑкӑн-тӗпелен ярӑнса юхать, кашнин умне уйрӑммӑн пыра-пыра тапать, сыв пуллашса уйрӑлнӑ пек, каҫӑр пуҫне тая-тая иртет.

Как только пройдет от порога до красного угла избы да остановится перед каждым в поклоне, будто прощается со всеми навеки.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Уйрӑлас пулсан та, эпӗ санпа хӑвӑнпа тӗл пулнӑ ҫӗртӗх — укӑлча патӗнчех уйрӑлнӑ пулӑттӑмччӗ…

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Икӗ ывӑлӗ, шел пулин те, пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Вӑхӑт пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗсленӗ» // Любовь Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b2a%d1 ... b5%d0%bde/

Эпӗ ҫӳлерех асӑннӑ кинемейсем те пурнӑҫран тахҫанах уйрӑлнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

Ҫав ҫулхинех пиллӗкри тата ҫулталӑк тултарайман икӗ шӑллӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/

Упӑшкинчен уйрӑлнӑ тенине илтсеччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тав туса уйрӑлнӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк хӗрарӑм ачине ал вӗҫҫӗн илчӗ те кӗтсе тӑракан лав еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Эп ӑна ҫӑвӑр амасем тухнине пӗлтертӗм, паян вара уйрӑлнӑ хуртсене вӗллене лартрӑмӑр, асатте мана ҫакӑншӑн пыл пачӗ», — терӗм эпӗ.

А я сказал: «Он за то мне дал меду, что я ему вчера нашел улей с молодыми матками, а нынче мы с ним рой сажали».

Ача аслашшӗне хурт ами тупса пани // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 53–54 с.

Тепӗр кун эп ҫитнӗ ҫӗре уйрӑлнӑ хуртсене икӗ кунтӑка тытса ҫенӗке ҫакса хунӑччӗ.

Когда я на другой день пришел к дедушке, у него в сенях висели две закрытые роевни с пчелами.

Ача аслашшӗне хурт ами тупса пани // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 53–54 с.

Уйрӑлнӑ чух Тимуш пӑхӑр укҫа кӑларса ҫӳлелле ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах революци ӗҫне чунтан парӑннӑ пулсан, вӑл хӑйӗн арӑмӗнчен тахҫанах уйрӑлнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эсир мана трамвай паркӗнче кӗтӗр, — терӗ уйрӑлнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех