Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳрлетсе (тĕпĕ: тӳрлет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унталла ҫитес умӗн Укахви утӑмне чакарчӗ, хӑй сисмен ҫӗртенех пуҫӗнчи тутӑрне тӳрлетсе илчӗ те урамӑн тепӗр енне каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шалти ӗҫсене тӗпрен юсанӑ: урайне сарнӑ, стенасене тимӗр профлистасем ҫыпӑҫтарнӑ, тӳпесене тӳрлетсе якатнӑ, латекслӑ сӑрӑпа сӑрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

Шалти ӗҫсем те пыраҫҫӗ: урайне сараҫҫӗ, стенасене тимӗр профлистасем ҫыпӑҫтараҫҫӗ, тӳпесене тӳрлетсе якатнӑ хыҫҫӑн латекслӑ сӑрӑпа сӑрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Ҫапла каларӗ те сотник пиҫиххирен ҫакса янӑ тем вӑрӑмӑш хӗҫҫине тӳрлетсе сарлака утӑмсемпе кӗпер урлӑ каялла каҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӑл та тӗрӗс, — минтерне тӳрлетсе кӑшт ҫӳлерех выртасшӑн пулчӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Василий Иванович хӑй ҫийӗнчи ылтӑн феряҫне тӳрлетсе ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫепӗҫрех, ҫепӗҫрех… — рояль патне ларнӑ та профессор Эльгеев каланине сӑпайлӑн тӳрлетсе пырать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Эс лар, лар, Урасмет, — ӗҫне пӑрахса сак ҫинчи ҫи виттисене тӳрлетсе тухрӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах аллине тӑснӑ ҫӗртен тытӑнса тӑчӗ, тутӑрне тӳрлетсе ҫыхрӗ те васкаса пӳртрен тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл, чӑтлӑхра хӑйне валли икӗ аллипе те ҫул уҫса пырса тата пуҫ ҫинчен ялан сирӗлме пӑхакан тутӑрне вӗҫӗмсӗр тӳрлетсе малаллах талпӑнать.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вара чӗн пиҫиххине тӳрлетсе гимнастеркине якатрӗ те хӑнасем патне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑна Ермолай Григорьевич вуласа пӑхнӑ пулмалла, ытти хутсем хушшине тӳрлетсе чикнӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ун пек нӗрсӗрӗн пит-куҫне эпир тӳрлетсе ярӑпӑр-ҫке!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ура хырӑмне амантрӗҫ-ха ҫавсем, — терӗ Романов, сылтӑм ури ҫинчи ҫыхха тӳрлетсе.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗлеретӗн ун пек! — ҫапла пӗр-пӗрне тӳрлетсе, ача ҫураттарма вӗренеҫҫӗ Соньӑпа Поля Баландина.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Есть, господин поручик! — тӳрлетсе кӑшкӑрчӗ денщик.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Антонина Павловна Эльгеев кӗрсе тӑнине асӑрхамарӗ, ачасен диктанчӗсене малтанхи пекех тимлӗн тӳрлетсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Не «одну десятку», а «один десяток», мальчик, — тӳрлетсе каланӑ экзаменра пӗр ватӑ учитель.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӑрсан тата тепӗр стакан ӗҫрӗ, унтан плащне тӳрлетсе тӳмелерӗ те ҫӗрлехи тӗттӗмелле ярса пусрӗ.

Стоя, он выпил еще один стакан, потом, поправив и застегнув плащ, шагнул в тьму.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Вӑл патронташа тӳрлетсе манӑн шурса кайнӑ сӑн-сӑпатӑм ҫине пӑхса, кӗтмен ҫӗртенех йӑл кулса хытӑрах сассипе ҫапла каласа хучӗ: — мӗн Симка…

— Он поправил патронташ и, взглянув на мое побелевшее лицо, неожиданно улыбнулся и сказал грубовато: — Да что ж Симку…

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех