Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗн сăмах пирĕн базăра пур.
тӗн (тĕпĕ: тӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсенчен чӗрӗк пайӗ тӗн орденӗсен ҫыннисем пулнӑ: чиркӳ йышӗнче тӑман священниксем, иезуитсем, вырӑнти Отель-Дье пульницӑна тытса тӑракан урсулинкӑсем.

Четверть жителей были членами религиозных орденов: светские священники, иезуиты, урсулинки, которые управляли местной больницей, Отель-Дье.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Требине хулине виҫӗ тӗн хули теме пулать — кунта православи чиркӗвӗсем сахал мар (хула пахчинчи Турӑ Таса Сӑнӗн Собор чиркӗвне палӑртмалла), Црквин сӑртӗнче вырнаҫнӑ Херцеговачка Грачаница мӑнастирӗ пур.

Требине можно назвать городом трёх религий — здесь расположено значительное количество православных церквей (стоит отметить Соборную церковь Святого Преображения Господня в городском саду) и монастырь Херцеговачка Грачаница на холме Црквине.

Требине // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... 0%BD%D0%B5

Медичи паркӗ XVI ӗмӗр вӗҫӗчченех упранса юлнӑ, тӗн вӑрҫисем вӑхӑтӗнче кӑна ӑна тӗппипех пӗтернӗ теме пулать.

Парк Медичи просуществовал до конца XVI века и был практически уничтожен во время религиозных войн.

Тюильри (сад) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... %B0%D0%B4)

Вӗсен те чылай енӗпе пӗрпеклӗх тупӑннӑ, ҫав шутра политикӑпа тӗн тӗлӗшпе пӗрешкел шухӑшлани, вӗренӳ шайӗ тата IQ кӑтартӑвӗ те.

Они также совпадали по целому ряду характеристик, включая политические и религиозные взгляды, уровень образования и показатели IQ.

Психологсем палӑртнӑ: пач урӑх кӑмӑллисем пӗр-пӗрин патне туртӑнмаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35947.html

Раҫҫей ШӖМӗн регионти тӗн управленийӗн пресс-службинче каласа кӑтартнӑ тӑрӑх ӑна ҫӑлма май килнӗ.

Его удалось спасти, рассказали в пресс-службе ГУ МВД России по региону.

Чулхула облаҫӗнче 16-ри ача чутах шурлӑхра путман // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35930.html

«Ку кӗнекере тӗрӗк чӗлхиллӗ чылай халӑхӑн синкерлӗ саманара шар курнӑ культура, тӗн, ӑс-хакӑл ҫыннисен пурнӑҫӗ сӑнарланнӑ.

«В этой книге отражена жизнь многих тюркоязычных народов, пострадавших писателей, священнослужителей, людей искусства и культуры.

Чӑваш ҫыравҫин статйи Турцинче пичетленсе тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35714.html

Юмахсене ҫырса паракансене илес пулсан, революцичченхи текстсене, тӗпрен илсен, Элӗкри икӗ сыпӑклӑ училищӗре, Элшелри пӗр класлӑ училищӗре, Кӗҫӗн Явӑшри ҫӗр ӗҫ училищинче, Хусанти миссионерсен курсӗнче, Хусанти тӗн семинарийӗнче, Сӗнтӗрвӑрри тӑватӑ класлӑ хула училищинче, Ишекри миссионерсен шкулӗнче вӗренекенсем ҫырса пани курӑнать.

Тексты дореволюционного периода, вошедшие в данный сборник, записаны в разные годы учащимися Аликовского двухклассного училища, Альшеевского одноклассного училища Министерства народного просвещения, Малояушского земского училища, Казанских миссионерских курсов, Казанской духовной академии, Марпосадского четырехклассного городского училища, Ишаковской двухклассной миссионерской школы Братства святителя Гурия и др.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Чи кирли - тӗрлӗ наци, тӗн е политика енчен ҫынсем пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑннине ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 1418 ҫурта ҫутнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/10/shup ... curta-cutn

Кунне те лайӑх астӑвать Сулагаев: Йӳҫпени тенӗ тӗн уявне палӑртнӑ кун.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ачасем тӗн кӗнеки вулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пиртен пӗри» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60924

Вӗсем телей кӳрекен тӗрӗс тӗн, ҫӗнӗ чиркӳ ҫинчен пакӑлтатнӑ чухне салтаксем кӑшт аяккарах кайса, пӑшалӗсене халӑх еннелле тытса, пӗр ӗретпе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗн йӗрки тӑрӑх, чиркӳ ҫирӗп пултӑр, нихҫан та ан ишӗлтӗр тесе, ун никӗсне ача хума хушаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахмар патне леш тӗн пирки ҫине тӑрсах ыйтакан ҫӑпаталлӑ ватӑ чӑваш пычӗ те:

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсем уйрӑмах тӗн пирки пысӑк ыйтусем пачӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ тӗрӗс ӑнланнӑ, чиркӳ, таса тӗн икӗ арӑм тытма хушмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла та калаҫрӗҫ: хӑйсен масарӗсенчен авалхи аслӑ паттӑрсем тӑрса тухса, инкеке лекнӗ чӑвашсене ют тӗн пусмӑрӗнчен хӑтӑлма пулӑшмалла, тет имӗш.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хирӗҫ тухать патшана христос ячӗпе, Сылтӑм аллинчи ылтӑн хӗреспе Архимантрит унпала юнашар, — Тӗн тӑрӑх ӑна-ҫке пӑхӑнать Шупашкар!

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Республикӑра ҫак чаплӑ уява ҫулсерен паллӑ тӑвасси ырӑ йӑлана кӗчӗ, Чӑваш Ен ҫынсем хушшинчи туслӑ та ырӑ кӳршӗллӗ ҫыхӑнусемпе мӗн авалтан паллӑ, кунта тӗрлӗ халӑх, тӗн тата культура представителӗсем килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

В Чувашии, которая испокон веков славится дружескими, добрососедскими отношениями между людьми, где в мире и согласии живут представители разных народов, религий и культур, стало доброй традицией ежегодно отмечать этот замечательный праздник.

Олег Николаев Наврус уявӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/03/21/glava ... et-s-prazd

Ӗмӗрсем иртӗҫ, вӑхӑт ҫитӗ: ҫӗршер те пиншер тӗн элчисем пӗр ҫӗре пухӑнӗҫ те ҫапла йышӑну тӑвӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ вӑл, тӗн «сӗрӗмӗпе пач минремесӗр, тӑп-тӑрӑ ӳснӗ» ҫамрӑк, — Полина!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех