Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлне (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2 секундӑран пассажир палуба тӗлӗшӗнчен вырӑнта пулать, анчах палуба ҫав вӑхӑт хушшинче С₂А₂ лини тӗлне ҫитет, пассажир вара С₂А₂ тата В₂А₂ тӳрӗ линисем пӗр-пӗрне каснӑ С₂ точкӑра пулать.

Куҫарса пулӑш

3. Движенисене хушасси // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Пароходпа пассажир иккӗшӗ те куҫса пыраҫҫӗ пулсан, пассажир 1 секунда хушшинче палуба тӗлӗшӗнчен малти ҫулпах пырать те В₁ точкӑна ҫитет, анчах ҫав вӑхӑт хушшинче палуба С₁ А₁ лини тӗлне куҫать, вара унӑн пур точкисем те, ҫав шутра В₁ точка та, параллельлӗ ҫулсем туса илеҫҫӗ, ҫавӑнпа пассажир 1 секундӑран С₁А₁ тата В₁С₁ тӳрӗ линисем пӗр-пӗрне каснӑ С₁ точкӑра пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

3. Движенисене хушасси // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Икӗ пӗр пек шартан пӗрне аяккалла туртса хурса (калӑпӑр, сылтӑм енчи шара D тӗлне туртса хурса) алӑран вӗҫерсе ярсан, пӗрремӗш шар иккӗмӗшне пырса ҫапать; пырса ҫапать те, хӑй чарӑнса ларать, иккӗмӗшӗ вара пӗрремӗш шара туртса хунӑ инҫӗшех (АС = ВD) сиксе каять.

Куҫарса пулӑш

2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Кашни ҫулах Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне шкул пахчи шап-шурӑ ҫеҫкепе витӗнекенччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ — малалла // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Пичет кунӗ тӗлне пӗтӗмлетӳ тумалла теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ахрӑмӗ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Вара вӑл, шӑпах Костя тӗлне ҫитсен, ик урине ик еннелле сарнӑ та, вӗри ҫӗрулми Костьӑн ӗнсине лекме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Сӗтӗркелесе, тӗрткелесе, чышкаласа тенӗ пек, выльӑха биологи пӳлӗмӗ тӗлне ҫитерчӗҫ-ҫитерчӗҫех.

Куҫарса пулӑш

Каллех качака // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Вахта улшӑнас вӑхӑт тӗлне вертолет каялла ҫитет, урӑх рабочисем илсе килет.

Куҫарса пулӑш

Сочинени // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Мана Аркадий Парамонович пурӑнакан ҫурт тӗлне кӑтартаймастӑр-и?

Куҫарса пулӑш

Палланӑ ҫын // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Сехетӗн кӗске йӗппи тӑххӑр тӗлне ҫывхарать.

Куҫарса пулӑш

Палланӑ ҫын // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

— Лартса кайӑр ӗнтӗ ҫавна улӑх тӗлне ҫитиччен, — Славик ашшӗне шӑппӑн каларӗ Санька.

Куҫарса пулӑш

«Эп сана кӗтетӗп, Славик!» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Ирхи вунӑ сехет тӗлне пӗтӗм лагерь стадиона пухӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑнасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

— Каҫхи апат тӗлне лагерьте пулмалла вара, — килӗшрӗ юлашкинчен отряд вожатӑйӗ.

Куҫарса пулӑш

Хастар ачасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Миҫе сехет тӗлне ҫитмеллине калӑр та, хамах леҫсе хӑваратӑп каялла.

Куҫарса пулӑш

Хастар ачасем // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Ӑна куҫӗ тӗлне тытса, хӑрах аллипе ҫавӑркалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Лагерь // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Ашшӗ кӑна: «Ара, кунпа, вырӑс чӗлхипе, тӑрӑшарах парсан, аванрах вӗренме пулмасть-им?» — терӗ, пӳрнипе ведомӑҫри «3» тӗлне кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Лагерь // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Хӑй шкула хӑҫан, миҫе тӗлне ҫитессине директортан каласа ярать.

Куҫарса пулӑш

«Ыр ут хыҫҫӑн…» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Ҫурт тӗлне ҫитсен, машина кузовӗ пӗр еннелле тайӑлнӑ пек пулчӗ, вара каллех тӳрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм ҫурт // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Ӑна илме пӗшкӗнсен, пилӗк пуслӑх укҫа лекрӗ куҫ тӗлне.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑм ҫурт // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

— Вӗсенче урӑх нимӗн те ҫук, — аллисене какӑрӗ тӗлне тытрӗ Роза Степановна.

Куҫарса пулӑш

Чуну таса пулсан // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех