Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗллевӗ (тĕпĕ: тӗллев) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн тӗп тӗллевӗ 2024 ҫул тӗлне Раҫҫейре пурӑнакансен 88,8% ытла шывпа тивӗҫтересси.

Его главная цель – обеспечить к 2024 году питьевой водой из систем централизованного водоснабжения более 88,8% жителей России.

Пушкӑртстан шывпа тивӗҫтермелли тытӑма ҫӗнетме хушма укҫа-тенкӗ илет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3408647

Ун тӗллевӗ — халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарасси, ҫынсене спорта ытларах явӑҫтарасси.

Куҫарса пулӑш

Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %bd%d3%97/

Мероприятин тӗп тӗллевӗ - сывлӑха ҫирӗплетесси, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑласси, ачасене физкультура тата спорта явӑҫтарасси.

Главной целью мероприятия было укрепление здоровья, пропаганда ЗОЖ, приобщение детей к физической культуре и спорту.

Вожатӑя халаллани // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ni-3392190

Патшалӑх авто инспекцийӗн тӗп пресс-службинче «Башинформа» пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак операци тӗллевӗ автоаварие ҫуран ҫынсем хутшӑннин профилактики пулса тӑрать.

Как сообщили «Башинформу» в пресс-службе столичной госавтоинспекции, целью данной операции является профилактика автоаварий с участием пешеходов.

Уфари ГИБДД профилактика операцийӗ ирттересси ҫинчен пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/common_material/ ... rn-3391746

Манӑн ӗҫӗн тӗллевӗ — вулакансене «чӗрӗ» кӗнекене юратма, вулама вӗрентесси, вулакансен шутне ӳстересси», — палӑртрӗ хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне Любовь Витальевна.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ ӗҫ — библиотекарь // Алиса ОСИПОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d0%bf%d0%b ... %80%d1%8c/

Фестивалӗн тӗллевӗ — ҫак опыта пӗрлештересси, аталанура ҫӗнӗ шая тухасси, республикӑн туризм илӗртӳлӗхне ӳстересси», — палӑртнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Шкулта ӗҫлекенсен тӗллевӗ — ачасене тарӑн пӗлӳ панипе пӗрлех вӗсене тӗрлӗ енлӗн аталанма пулӑшасси, тивӗҫлӗ воспитани парса ҫӗршывӑн чӑн-чӑн гражданинӗ туса кӑларасси.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Халӗ эпӗ кӗскен 2020-2025 ҫулсенче ра- йонта туса ирттермелли кашни тытӑмӑн тӗллевӗ ҫинче чарӑнса тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Тӗллевӗ пархатарлӑ, вӗрентекенӗсем хӑюллӑ, анчах инструментарийӗ — кӗнекесемпе дидактика материалӗсем ҫук.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Пӗччен пурӑнакан ватӑсене пулӑшасси – тимуровецсен тӗп тӗллевӗ», — ҫырнӑ ача-пӑча хаҫачӗ.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Хамӑр хыҫҫӑн ӑру хӑварасси, ҫемье пӗлтерӗшӗ ҫинчен калаҫнӑ май Людмила Никандровна: «Ҫемье пурнӑҫӗн тӗп шухӑшӗ тата тӗллевӗ - ачасене воспитани парасси. Воспитанин тӗп шкулӗ вара упӑшкипе арӑмӗ, ашшӗпе амӑшӗ хушшинчи хутшӑнусем. Ача-пӑча аслисене курса ӳсет-ҫке», - пӗлтерет сакӑр теҫеткенелле хӑвалакан этемлӗхӗн черчен пайӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Ҫак ҫӑмӑллӑхсен тӗп тӗллевӗ - мобилизациленисен ҫемйисем, ҫак самантра ҫемьери арҫын пулӑшӑвӗсӗр юлнӑ тапхӑрта, патшалӑх тимлӗхӗнче пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Литературӑна вӗрентекенӗн тӗп тӗллевӗ вара - илемлӗ хайлавсен тӗпсӗрлӗхне ҫавӑрттарса кӗрсе каясси, унти сӑнарсен пурнӑҫӗпе пурӑнма вӗрентесси, вӗсен кӑмӑл-туйӑмне палӑртса тӗрлӗ ҫивӗч ыйтусене татса пама явӑҫтарасси, шухӑшлава аталантарасси.

Куҫарса пулӑш

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Социаллӑ сферӑна аталантарасси, унти саккунсен никӗсне ҫирӗплетесси – патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать.

Развитие социальной сферы, укрепление ее законодательной базы является приоритетом государственной политики.

Олег Николаев Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/08/ole ... jnogo-rabo

Унӑн тӗп тӗллевӗ — ялти ҫамрӑксене агроволонтерсен ӗҫне явӑҫтарасси, вӗсене тӗл пулма, ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма хутшӑнма вырӑн йӗркелесси.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

Туслӑ коллективӑн тӗп тӗллевӗ вара туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтересси пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/

Ҫак проектӑн тӗп тӗллевӗ – ачасем пӗчӗкренех ялта ӗҫлесе илме май пуррине ӑнланччӑр тесе вӗрентесси.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ вӗлле ӑсталаса программӑлаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60477

Ҫак рейдӑн тӗп тӗллевӗ – ҫуран ҫӳрекенсемпе ҫыхӑннӑ ҫул ҫинчи пӑтӑрмахсенчен асӑрхаттарасси.

Куҫарса пулӑш

Саккуна пӑсмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60498

Ҫак турнирӑн тӗллевӗ – ҫитӗнекен ӑру йышӗнче регбол вӑййине анлӑлатасси.

Куҫарса пулӑш

Регбол турнирӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60526

Ҫак фашистла пусмӑрҫӑсене хирӗҫ пыракан пӗтӗм халӑхӑн отечественнӑй вӑрҫин тӗллевӗ — пирӗн ҫӗршыв умне тухса тӑнӑ хӑрушлӑха пӗтересси ҫеҫ мар, тата Европӑри мӗнпур халӑхсене, Германи фашизмӗн пусмӑрӗнче асапланакан халӑхсене, пулӑшасси пулса тӑрать.

Целью этой всенародной Отечественной войны против фашистских угнетателей является не только ликвидация опасности, нависшей над нашей страной, но и помощь всем народам Европы, стонущим под игом германского фашизма.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех