Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсӑлать (тĕпĕ: тӑсӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ сарлака паккус, икӗ тус алран-алӑ тытса утнӑ пек, малалла та малалла тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Никам та чӑрмантармасть, нимӗн те илтӗнмест, ун пек ыйхӑ вӗҫнӗ авӑксенче вара тӑрӑ ӑс-тӑн ҫивӗчленет, инҫе шухӑш ҫиппи пӗр арканмасӑр-чӑлханмасӑр тӑсӑлать, аса е ырри, е усалли ҫеҫ ӗрӗхсе килет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Прачакӑн тепӗр енӗпе лӑсӑллӑ, сайхахлӑ вӑрман (кӑтра лӑсси-турачӗсем чӑн тӑрринче пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайнӑ та вӑрмана ҫиелтен кӑпӑш симӗс ваткӑ пек витсе тӑраҫҫӗ) шав тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑна пӗрре юратрӑн-тӑк - ҫав юрату ӗмӗрлӗхех тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Аталанса ҫитнӗ сыснасен чирӗ 8-25 куна тӑсӑлать, чирленӗ ҫамрӑк сыснасен 60-80 проценчӗ 2-3 кун хушшинче вилме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Чирӗн инкубаци тапхӑрӗ 1 кунран пуҫласа 7 куна ҫитиччен тӑсӑлать, хӑш-пӗр чухне 21 куна та ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Вӗсем хушшипе шоссе тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Ун тӗпӗпе пӑрӑх иртет, хуранран тухса четвӗрт кӗленчи лартнӑ ҫӗрех тӑсӑлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Вӑл ӗҫ ҫулталӑкӗпех тӑсӑлать, тӗрлӗ йывӑҫ вӑрри тӗрлӗ вӑхӑтра пиҫсе ҫитӗнет.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Унӑн алли перӗнсенех тӑм лапчӑнать, тӑсӑлать, самантранах кайӑк кӗлетки пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Кӑшкӑрсан мӑй тӑсӑлать, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Униче карти хыҫӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр уй-хир тӑсӑлать.

За околицей тянулись бескрайние поля.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Анчах ҫулӗ ҫаплах малалла, малалла, малалла тӑсӑлать.

Однако дорога тянется вперед, всегда вперед и вперед…

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун пек чухне пӗр кун пӗр ҫул пек тӑсӑлать, ӑна кӗтсе илеймесӗр ватӑлса ларӑн.

День годом покажется, пока ждешь, состариться можно.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр пыман кун уншӑн эрне пек тӑсӑлать.

День, когда она не приходила, казалось, длился неделю.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Татӑлнӑ калаҫу ҫиппи вырӑн ҫинче малалла тӑсӑлать.

Разговор возвращается в прежнее русло.

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӗр те пӗр алӑ тӑсӑлать тейӗн ача еннелле тӗттӗмрен.

Мальчику чудятся сотни рук, тянущихся к нему со всех сторон…

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Уйӑх ҫулӗ аякка-аякка тӑсӑлать.

Луна поднимается все выше и выше.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ик ҫухрӑм тӑсӑлать урамӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пахчара хытхураран хытхурана пурҫӑн ҫип евӗр эрешмен карти тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех