Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшсан (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпах-и, тем пек тӑрӑшсан та, хӑйне чараймарӗ, йӑлл кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуйхине эрех ӗҫсе пусарма тӑрӑшсан та усси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ун ҫинчен шухӑшлас мар тесе вӑхӑтне ытларах ӗҫлесе ирттерме тӑрӑшсан та куҫ умӗнчен ун сӑнарӗ каймарӗ.

Даже в те моменты, когда она пыталась работой перестать думать о нем, его образ не сходил с ее глаз.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Анчах, мӗнле тӑрӑшсан та, вӑл хӑйне ҫыхса тӑракан, тӗп-тӗрӗссипе тӗпчекен ыйтусен картине ниепле те ҫӗмӗрсе тӑкма пултараймарӗ.

Но он никак не мог разорвать круг оцепляющих его точных, анализирующих вопросов.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫапах та, темӗн пек тӑрӑшсан та, майӑн виҫҫӗмӗшӗнче Белая Калитва енне пӗтӗм составсен виҫҫӗмӗш пайне ҫеҫ ӑсатса яма май килет.

Все же за день третьего мая удалось протолкнуть на Белую Калитву только треть составов.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫапах та эпӗ тем чул тӑрӑшсан та вун-ултӑ клавишӗпе анчах калама пултартӑм.

И все же при всем старании я мог пользоваться только шестнадцатью клавишами.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Темле тӑрӑшсан та Эмиль пуҫне яшка савӑтӗнчен кӑлараймасть.

Несмотря на все усилия, Эмиль не мог вытащить голову из супницы.

Ытларикун, майӑн 22-мӗшӗ. Эмиль яшка савӑтне пуҫа тӑхӑнни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тӑрӑшсан — ӑнланӑн.

Постараешься — поймешь.

XXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Тӑрӑшсан — пулать.

При деле будет.

XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Пурте пӗр харӑс тӑрӑшсан, тен, хӑтӑлма та пултарӑпӑр.

Будем стараться все как один, может и освободимся.

Кайӑксем тавлашни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Хресченсем, выльӑхсене ярас мар тесе темле тӑрӑшсан та, нимӗн те тӑваймарӗҫ.

Как ни старались крестьяне остановить животных, не смогли.

Князь хӗрӗпе хума ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Мӗн тери тӑрӑшсан та нирала туртса илме пултараймарӑм.

Как я ни бился, я не мог ничего сделать с ниралом.

XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Кунта эпӗ, мистер Трелонине, вӑл айӑпран хӑтӑлма мӗн тери тӑрӑшсан та, ӑна капитан та, доктор та ӗненменнине асӑрхарӑм.

Я заметил, что ни он, ни капитан не поверили мистеру Трелони, несмотря на все его оправдания.

IX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Кам пӗлет, тӑрӑшсан, вӑй хурсан, ӑста художникех пулма пултарӑн?.. — сылтӑм аллине глобус тӑррине теревленӗскер, пӗлтӗр-р пӗтӗрсе ячӗ ӑна учитель.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑн пек ҫӗре тем пек тӑрӑшсан та тупас ҫукчӗ, халӗ укҫасӑрах пачӗҫ.

Такую, если бы и захотел, так не нашел бы, а тут задаром досталась.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах вӑл, темӗн чул тӑрӑшсан та, ҫывӑрса каяймӑн, — пӳлӗм тӗксӗм сӑнсемпе тулнӑҫем тулнӑ.

Но он безуспешно пытался уснуть, а комната всё теснее наполнялась темными образами.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӑхсассӑн, вӑл хӑйӗн ҫинчи сӑнчӑра, хӑйне хӑй тӑлласа, хӑй ҫинче йӑтса ҫӳрекен касмӑка, урса кайсах татма хӑтланнӑн, анчах, темӗн чул тӑрӑшсан та, ниепле те татма пултарайманӑн туйӑннӑ.

Казалось, он бешено рвет те цепи, которые сам на себя сковал и носит, рвет их и бессилен разорвать.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Ҫынсем тӑрӑшсан, ҫӗр ӳркенмест» тенӗ сӑмахсем питех те тӗрӗс.

«Люди стараются — и земля не ленится» — слова очень даже справедливые.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпӗ темӗнле тӑрӑшсан та ӑна сӗт ӗмме вӗрентеймерӗм.

Как я ни бился, не мог его научить сосать.

Борькӑпа Сурька // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курсан тата пӗтӗм вӑйран тӑрӑшсан, пурне те тума пулать.

При правильной организации времени и упорстве можно всего добиться.

13. Пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса вӗренетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех