Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухсан (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1910—1914 ҫулсенче, тӑватӑ класлӑ шкултан вӗренсе тухсан, вӑл Мӑрат вулӑсӗнче ҫыру ӗҫне туса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

— Ах, чиперккесем, таҫта чуптарчӗҫ ӗнтӗ? — ыйтрӗ Уҫук кинемей, крыльца ҫине тухсан.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Урине, алкум вӗҫне тухсан, унталла-кунталла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӗвел тухсан, ҫанталӑк пушшех сивӗтнӗн туйӑнчӗ, сивӗ питҫӑмартине чӗпӗтет, ҫӑвартан тӗтӗм пек пӑс тухать, йӗтем ҫинчи хӗрарӑмсем чупкаласа ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗрле урама тухсан, чӳрече ҫутисем курӑнмаҫҫӗ, ун вырӑнне прожектор ҫутисем, вутлӑ хӗҫ пек, пӗлӗте ҫура-ҫура иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Амӑшӗн сӑмахӗнчен тухсан, хӑйне йывӑр килесрен хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хирӗҫ тухсан, мӗн пулать-ши?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхине ирех, кӗтӳ хӑвалама тухсан, Куҫук арӑмӗ хӑй тавра хӗрарӑмсене пуҫтарчӗ:

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Лашапа каймаллаччӗ сан, Эрхип Григорччӑ, — ҫул ҫине тухсан тепӗр хут каларӗ Сӑпани.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрманта таркӑнсем ҫӳреҫҫӗ текен сас-хура тухсан, ашшӗ-амӑшӗсем ачисене таркӑнсемпе хӑратма пуҫларӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗлӗте ҫӑлтӑрсем тухсан тин Иванпа Макар, кӗпер урлӑ каҫса, армутиллӗ ансӑр ҫулпа тухӑҫалла уттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ялтан тухсан тин Эрхип хускалма тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Качча тухичченех макӑратӑн та, качча тухсан мӗн пулӗ, ҫавна шутла.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ассӑн сывласа ячӗ мучи картишне тухсан.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унтан тухсан ҫенӗк умӗнче чарӑнчӗҫ те, Матӗрне канӑҫсӑрланса ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микулапа Анук сӗтел хушшинчен вӑхӑтсӑр тухсан килӗшӳллӗ пулмасран ҫеҫ туссе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑмавар вӗресе тухсан, Матӗрне кашнинех чей тул-тарса пачӗ, Анукпа Кӗтерук умӗнчен каймасӑр, вӗсене ӗҫме-ҫиме сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫыран хӗррине тухсан, Ваҫли Кӗтерукпа иккӗшӗн мӑнкунта хӗресне ывӑлне кӗпе парнелемелле пулнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун, асар-писер кӑшкӑрса ҫынсене хӑваларӗ пулсан та, Ҫтаппан ҫенӗкрен тухманнине, Макҫӑм тухсан та каялла кӗрсе кайнине асӑрхаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, пӳртрен сирпӗнсе тухсан, ҫенӗкре тытӑнса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех