Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн туйӑмӗсене пытара пӗлмен Фома час-часах Маякина тӳрккес сӑмахсем каланӑ, анчах старик, ун тӳрккеслӗхне туйман пекех, хреснай ывӑлне самантлӑха та куҫран вӗҫермен, унӑн кашни утӑмнех майлаштарса ертсе пынӑ.
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпир Тӑван ҫӗршывӑма, Пушкин каларӗшле, «чун-хавалӑн аслӑ туйӑмӗсене» кӑна мар, хамӑрӑн пурнӑҫа, хамӑрӑн пӗлӗве патӑмӑр.
11. Ӗмӗр асран кайми кунсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Хӑйӗн нервисене, туйӑмӗсене кирлӗ пек тытса тӑма, хӑйӗн лӑпкӑн та пӗлсе шухӑшлакан ӑсӗ панӑ приказсене пӗр пӑркаланмасӑр пурнӑҫлама Кларк вунпилӗк ҫул хушши вӗреннӗ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пурте халичченхисемех, анчах пурте пӗчӗкленнӗ, лутраланнӑ, хама хам вара ӳснӗ, йывӑрланнӑ, япӑхланнӑ пек туйрӑм; кил-ҫурт ҫапах мана, ҫакнашкал путсӗре, хӑйӗн ытамне савӑнсах йышӑнать; урай хӑмисем, чӳречесем, пусма картлашкисем, пур сас-хурапа хусканусем те ман куҫ умне таврӑнми иртнӗ телейлӗ кунсен пиншер сӑнарӗсене, туйӑмӗсене, ӗҫӗсене кӑларса тӑратаҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Илинька нимӗн те чӗнмест, ман ҫине те, ашшӗ ҫине те ҫиллессӗн пӑхкалать, хӑйне сӑмах каласан кӑна ирӗксӗртен йӑвашшӑн йӑл кулса илет, ҫав кулӑпа хӑйӗн мӗнпур туйӑмӗсене, уйрӑмах ашшӗшӗн вӑтаннине пытарма хӑнӑхнӑ ӗнтӗ вӑл, ҫак вӑтану ӑна пирӗн умра асаплантаратех.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карл Иваныч хӑйӗн кӑмӑлӗн туйӑмӗсене парӑннӑ чухне ҫынсем итленине е итлеменнине пӑхмасӑр, чӗринчи шухӑшсене хӑйшӗн хӑй каласа парать; вӑл халь ҫакнашкал кӑмӑллӑ пулнине асӑрхаса, эпӗ шарламасӑр, унӑн ырӑ пичӗ ҫинчен куҫа илмесӗр, кровать ҫине лартӑм.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кукамай: вӑл питӗ ӳссе кайнӑ, тесе ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ хушӑра эпӗ хӑй произведенийӗ пирки хисеплӗ судьян приговорне кӗтнӗ чухне хӑрарах, ҫапах та пултарулӑхне шанса тӑракан художник туйӑмӗсене тӳссе ирттертӗм.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл этемре этем туйӑмӗсене вӑратма пултаратчӗ.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сасси вӑйлах мар унӑн, анчах питӗ лайӑх вылянать тата ытлашши ҫепӗҫ, ҫынсем ҫине ҫав сасӑ пылак сӗткен пек сапӑнать, вара вӗсен пӗр туйӑмӗсӗр пуҫне ытти мӗнпур туйӑмӗсене ҫывратса ярать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӗсен ҫирӗп чунӗ, тул енчен пӑхсан лӑпкӑ пулни (ҫаксем вӗсен пур иккӗленӗвӗсемпе вӗри туйӑмӗсене путарса лартнӑ пек, вӗсен турра ӗненнӗ тата прозелитизм ӗҫӗнчи хастарлӑхӗ ҫеҫ юлнӑ пек кӑтартнӑ) — Анатоле ҫав тери тӗлӗнтерсе, унӑн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарса ямалла пулнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн малтанхи ҫирӗм тӑватӑ сехет хушшинчех вӑл Хӗллехи дворец текен пуян, чаплӑ, арҫынсен туйӑмӗсене астарнӑ сералӗнчен казарма, кордегарди, тӗрме, экзерциргауз тата полици ҫурчӗ туса хунӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл хӑйне хӑй хӗрхенмесӗр, чӗререн парӑннипе паттӑрла ӗҫсем тӑвать, хӑйӗн хӗрӳллӗ туйӑмӗсене путарать, чунӗ юратнисене пӑрахать, ҫавсене пула вара кашни нимӗнпе палӑрман, пултарулӑхсӑр этемӗн сӳрӗк, тӗксӗм пурнӑҫӗн виҫине ҫитсе тӑрать.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Эпӗ питӗ сисӗмлӗ пулӑп, унӑн мӗнпур туйӑмӗсене, пуринчен ытларах вӑл Виктора юратнине сыхласа усрӑп.— Я буду очень чуток, бережно буду хранить все ее чувства и прежде всего к Виктору.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫамрӑк каччӑн туйӑмӗсене эпир пурсӑмӑр та ӑнланатпӑр: ӑна ҫапӑҫу умӗн пирӗнтен кашниех чухласа курнӑ.Мы понимаем чувства этого паренька; каждый из нас уже испытал это перед первым боем.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Хӑйӗн туйӑмӗсене пытарма йывӑрлансах пынӑ.Всё труднее становилось маневрировать, скрывать свои чувства.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.
Хӑйсен туйӑмӗсене сылтӑмалла та, сулахаялла та сапалакан ҫынсем, ман шутпа, хӑйсене чухӑнсем пек туйма тивӗҫ.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Утрав ҫинче пурӑнакансем, хӑйсен туйӑмӗсене питех палӑртман пулин те, ҫынсемпе кӑмӑллӑ пулнӑ, пулӑшма хатӗр тӑнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Валерий ача чухне хӑйӗн туйӑмӗсене юриех пытарнӑ, тӳрккесрех хӑтланнӑ, анчах ӑшӗнче вӑл ашшӗпе мухтаннӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Халӗ Артамонов килте, фабрикӑра е хулара мӗншӗн те пулин тарӑхсан, ку тарӑху пӗтӗмпех ҫав ҫӗтӗк-ҫатӑк, вараланчӑк ача пирки пулнӑ пек, вӑл унӑн пур усал шухӑшӗсене те, пур ырӑ мар туйӑмӗсене те хӑйӗн черченкӗ шӑммисем ҫине пырса ҫакма чӗннӗ пек пулчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ку сӑвва пӑхмасӑр вӗреннӗ чух Саша сакӑр ҫултаччӗ, ахаль чух хӑйӗн туйӑмӗсене палӑртма вӑтанаканскер, ку сӑвва вӑл уйрӑмах хӗрӳленсе, сӑмахсен пысӑк пӗлтерӗшне чунӗпе туйса, ҫемьери ҫынсем умӗнче вулатчӗ.
Питӗ лайӑх кӗнекесем // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.