Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тахҫан сăмах пирĕн базăра пур.
тахҫан (тĕпĕ: тахҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваҫиле учитель тахҫан шкулта сивӗсем вырӑссене тӑтӑшах пулӑшни ҫинчен каласа панине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Элшел чӑвашӗ кӗмӗл шыва аттисене хывса кӗчӗ, хӑй тахҫан асне савӑл пек кӗрсе юлнӑ юрра аса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Шывхуҫи тахҫан ҫав тери хитре каччӑ пулнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Эсекел, йӑпӑртлӑха кӑна шыв ӑсма пӗве хӗррине кайнӑскер, ҫутӑлсан та киле таврӑнманран пулас кӗрӳпе хӗрӗн ашшӗ ял-йыша пухса пӗве хӗррине анаҫҫӗ, тахҫан Ешӗлпие шыранӑ пекех Эсекеле та каҫ сӗмӗ аничченех шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫ тахҫан авалах, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешмен чухнех, Кушкӑ ялӗнче пулса иртнӗ теҫҫӗ ватӑсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Эй, шӑпӑрлан, ҫак тавара киле илсе ҫитерме пулӑш-ха! — кӑшкӑрнӑ пек сасӑпах хушрӗ вӑл Менттие тахҫан пӗлнӗ ҫынна тӗл пулнӑн хӑйса.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ҫак тӗссене вӑл голландсене сума суса суйласа илнӗ — тахҫан Нью-Джерсипе Нью-Йорк вӗсен колонийӗсем пулнӑ.

Эти цвета были им выбраны в честь голландцев, чьими колониями некогда были Нью-Джерси и Нью-Йорк.

Нью-Йорк штачӗн ялавӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B2%C4%95

Тахҫан тулӑхлӑ пулнӑ ҫӗр пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тахҫан чӑвашра та ҫав ӑнлав пулнӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Эпир тахҫан икӗ ҫырма хушшинчи таса ҫӗр ҫинче пурӑннӑ, — вулать малалла Антон.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тулай Иванӗ те ун тавра явӑнса ҫӳретчӗ мар-и-ха, — тахҫан хурӑн катине сыхланине аса илет хӗрача.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тахҫан таҫта курнӑ пек ку ҫынна.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тахҫан авал ҫӗр ҫинче кӑвак юмнсем ӳснӗ тет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ку авалхи ценоз, протоценоз ку! — тахҫан студент чухнех вӗреннине аса илет учитель.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ванюка тахҫан каланӑ кӗлӗ сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Уявласси мӗнӗ, шӑрӑх та, шыва кӗрсе реххетленнӗ хыҫҫӑн хӗвел ҫинче хӗртӗнсе выртатчӗҫ вӗсем, таҫтан е тахҫан тем шӑхӑрни илтӗне пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ванюк ашшӗ каланӑ тӑрӑх тахҫан Сӑхӑт тӑршшӗпех вӑрман пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Шӑпах ҫакӑнта Падмасамбхава тахҫан тантрӑлла практикӑланӑ, медитацилесе чылай вӑхӑт ирттернӗ.

Именно здесь Падмасамбхава некогда провёл длительное время, занимаясь тантрическими практиками и пребывая в медитации.

Парпинг // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9F%D0% ... 0%BD%D0%B3

Ялхуҫалӑх ӗҫӗсене тахҫан авалтан юлнӑ майсемпе туса тӑнӑ.

Сельское хозяйство вели первобытным способом.

Октябрьти социализмлӑ Аслӑ революциччен пушӑ хирсен зонинчи халӑх мӗнле пурӑннӑ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Типӗ ҫеҫенхир тӳремлӗхӗсем тахҫан авал тинӗс тӗпӗ пулнӑ.

Равнины сухих степей были когда-то дном моря.

Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех