Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗм сăмах пирĕн базăра пур.
сӗм (тĕпĕ: сӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта сӗм авалхи ӑрулӑх тапхӑрӗнчи мифологилле тӗнчекурӑм, экзогами ахрӑмӗсем сыхланса юлнине лайӑхах куратпӑр.

Эти образы, вероятно, сохранили отголоски мифологических воззрений древних людей, формировавшихся в период организации родоплеменных отношений.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Вӑхӑт пилӗк сехет кӑна пулин те тулта сӗм ҫӗрлехи пек тӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Халь каласа парӑр ӗнтӗ: мӗн шутпа, мӗн ӗмӗтпе эсир ҫакӑн пек сӗм ҫӗрле ют ҫын килне хӳме урлӑ каҫса кӗме хӑтлантӑр?

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Шухӑшласа пӑхӑр-ха начальник юлташ, ҫакӑн пек ват ҫын сӗм ҫӗрле ҫӳллӗ хӳме урлӑ сиксе ют хӗрарӑм патне кӗрет!

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн икӗ кун иртрӗ-и, виҫҫӗ-и, ӑна тӗп-тӗрӗссипе калама пултараймастӑп — сӗм ҫӗрле пирӗн пахчана чӑнах та такам питӗ вӑрттӑн пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Унтан иккӗшӗ те таҫта кайса ҫӳрерӗҫ — ир каяҫҫӗ те сӗм ҫӗрле тин таврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Сӑнне хурлӑ сӗм ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Халӗ вӑл — вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа, ахаль чух хӑш-пӗр арҫын та ҫитсе хурас ҫук ҫӗр-тӗлсенче пулнӑ хыҫҫӑн, хӑш-пӗр вӑйпитти арҫын та хуҫӑлса ӳкмелле ӗҫӗнче пулса курнӑ хыҫҫӑн — улшӑнса кайрӗ: ярӑнса утнӑ утти те, ҫивӗч чӗлхи те улшӑнчӗ, ямкӑс сасси салху ҫемме куҫрӗ, кӑмӑлӗпе пусӑрӑнчӗ, сӑнне-питне хура-шур тӗсӗ, ӗшенчӗк сӗм ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Эй, эп савнӑ, юратнӑ куҫсем, — Сӗм кӑваклӑхра ик хура ҫӑлтӑр.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Сӗм вӑрман! — терӗ вӑл, ятланҫи пулса.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Сӗм вӑрман ятне кӑна илтӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

«Ют ҫын чунӗ сӗм вӑрман тенӗ те, — хӑйне хӑй ӳпкелет Тимуш, ӳпкелет ҫеҫ те мар, хӑйне хӑй ҫапса пӑрахас пек вӑрҫать Тимуш, — куҫлӑ-пуҫлӑ ҫын вӑрманта та ним курмасть мар-ҫке-ха…

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Эсӗ ман куҫӑм умне сӗм аваллӑха кӑларса тӑрататӑн, эсӗ пулас ӗмӗрсене ҫывхартатӑн, этем ӗмӗр тӑршшӗнче курни-илтнине ик-виҫ сехетре кӑтартма пултаратӑн…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Лапсар ялне те кӑҫал ҫӗнӗ сӗм кӗртесшӗн.

Куҫарса пулӑш

Шыв пулать, ҫул сараҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=h5DSCd_0rFo

Сӑввисене Нямуков — Авангард Куҫми Европӑна ҫывӑх пулас тесе Дунай, Вӑтаҫӗр тинӗсӗ е Атлантика океанӗ ҫинчен ҫырать, хутран-ситрен ҫӑлтӑрсем ҫинчен те шӑрантарать, мӗншӗн тесен вӗсем сӗм ҫӗрле пӗрпӗр Ҫӑкасарпа Юманкасси е Парижпа Лондон тӳпинче те пӗр пекех йӑлтӑртатаҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хальхинче ҫав арҫын ӑна хваттерне ӑнсӑртран килсе кӗнӗ сӗм ют ҫын пек, пурнӑҫ тути-масине ҫухатнӑ тӑрлавсӑр мӗскӗн ҫапкаланчӑк пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫамрӑккисене шансан сӗм суккӑр пулӑн, мана эсир кӑна пулӑшма пултаратӑр, — кил хуҫи ҫине чӑр та чӑр пӑхкаласа илчӗ Ярабаев.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Истори сирӗншӗн сӗм вӑрман иккен, — тиркешрӗ Саркай.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӑхатӑп та, йӗри-тавра сӗм вӑрман, ҫӳллӗ йывӑҫсем.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Ҫӗрле вара ман вырӑн — сӗм вӑрманччӗ, юлташӑм — чӗмсӗр тӗнчеччӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех