Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӗнекери чухӑн ҫын Го Цюань-хай — сӑнарне Чжоу Ли-бо чунтан та, чӗререн те кӑмӑлласа ҫырнӑ, ун сӑнарӗнче Китай халӑхӗн нацилле енӗсене — чӑтӑмлӑхпа тӳсӗмлӗхе, ӗҫе юратнине тата пурнӑҫри пысӑк ӑсталӑхне — кӑтартса панӑ.
Умсӑмах // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 3–12 с.
Ҫулталӑк та ҫитмен-ха, анчах ҫав сӑмах аллӑ пин телейсӗр, малашнехи пурнӑҫсӑр, пӗр шанӑҫсӑр тӑрса юлнӑ, йывӑр пурнӑҫра тискерленнипе ҫын тивӗҫлӗхне ҫухатнӑ чурасене ҫӗкленӗ; ҫав сӑмах вӗсене тӗнчери чи малта тӑракан салтаксем пулса тӑма пулӑшнӑ, вӗсен чунне хастарлӑх кӗртнӗ, хӑйсене хӗрхенмесӗр ҫапӑҫма вӑй панӑ, ҫын сӑнарне тавӑрса панӑ; Спартак ҫав сӑмахӑн тӗлӗнмелле пысӑк вӑйӗ хӑйне мӗн таран ҫӗклени ҫинчен те шухӑшларӗ: ӑна, чухӑн, путсӗр гладиатора, хӑватлӑ ҫарӑн хастарлӑ та хӑрушӑ ҫулпуҫӗ туса хучӗ, ӑна ытти кирек мӗнле шухӑшсене те ҫӗнтерме пулӑшрӗ, Валерипе ҫыхӑнтаракан таса юратӑва ҫӗнтерме вӑй пачӗ.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Чӗререн унӑн сӑнарне хуса кӑларас тесе тем пек тӑрӑшсан та, Валерие вӑл ҫаплах ытараймасть иккен.Он хотел изгнать из своего сердца это новое чувство, но ничего не получалось.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӗвел анӑҫӗнче, инҫетре-инҫетре, хӗрлисен хушшинче, хӗвел тӗксемпе хупланнӑ ҫӗлен сӑнарне йышӑнать.На крайнем западе, среди красных, солнце приняло образ змея, покрытого перьями.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Пулас ҫапӑҫӑвӑн сӑнарне ҫӑмӑллӑнах курса тӑрса, Вук епле пырса ҫапмаллипе чакмалли ҫулсене сӗтел ҫинче вилкӑпа чӗрсе хавхаланса кӑтартса пачӗ.
36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫӗр тӑвакан вещество вара, хӑйӗн сӑнарне улӑштарса е тепӗр вырӑна куҫса ӗмӗрлӗхех юлать.
5. Тусем час-часах ҫӗнӗрен ӳссе лараҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Карл Иваныча эпӗ юрататтӑм, мӗн хам астӑвассах унӑн сӑнарне куҫ умӗнче тытатӑп, ӑна хамӑр ҫемье ҫынни тесе шутлама хӑнӑхнӑччӗ; Сен-Жером вара мӑнкӑмӑллӑ, хӑй ҫинчен нумай шухӑшлакан ҫын, пысӑккисем пурте хистенӗрен ирӗксӗрех хисепленисӗр пуҫне ман ун патне урӑх нимле туйӑм та ҫукчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сахал мар шыв юхса иртрӗ унтанпа, авалхи ҫинчен аса илесси маншӑн хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатрӗ, асаилӳсем халӗ ӗнтӗ уҫӑмсӑр шухӑшсем пек кӑна пулса тӑчӗҫ, турӑ ҫынни пек пулса ҫӳрекен Гриша та хӑйӗн юлашки ҫулҫӳревне тахҫанах утса тухнӑ; анчах ун сӑнарне, вӑл вӑратнӑ туйӑма эпӗ нихҫан та манас ҫук.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫапла вара, «Вий» сӑнарне ӳкерсе кӑтартни, — терӗ Саша.
Эпӗ учитель пулса тӑтӑм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Хӗр мар ӗнтӗ, пӗлес пулать: кирек епле хӗрарӑм та арҫыншӑн сехетлӗх арӑм ҫеҫ, апла пулсан, ӑна тытса чарма хӑвах чеелӗх туп, кашни иртен-ҫӳрен айнех хӑвна сарса ан хур, хӑври турӑ сӑнарне хисепле!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Князь хальхи вӑхӑтра куҫран ҫухалса пыракан ҫынсенчен, 1812 ҫулхи вырӑс генералӗсенчен пӗри пулмаллаччӗ, вӑл йышши ҫынсене эпӗ питӗ лайӑх пӗлеттӗм-ха, вӗсен сӑнарне упраса хӑварас пулать.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Паттӑр е, калӑпӑр, поэт сӑнарне касса кӑларма пӗррех те ансат мар.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Час-часах автомат тытса партизансен ретне тухсан сӑрлатса иртекен мина ҫывхарнине итленӗ чух, тата тепӗр самантран мӗн пуласса пӗлмен чух, эпӗ яланах хам юратакан хӗрӗн сӑнарне курма тӑрӑшаттӑм, мана вара ҫӑмӑл пек пулатчӗ!
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫак самантра эпӗ пӗр лайӑх палланӑ пек курӑнакан ҫын сӑнарне асӑрхаса илтӗм.
Николай Харитонов сапёр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 270–280 с.
Вӗсене вырӑнсӑр кӳрентерсе, Сагайда халь Юрий Брянский вырӑнне ротӑра пайтахранпа ҫапӑҫакан салтаксене тата ытларах юратма пуҫларӗ; ун шучӗпе, ҫапӑҫура вилнӗ офицер-тусӗн сӳнми сӑнарне ҫав ҫынсем упраҫҫӗ.
V // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Чкалов сӑнарне ӳкерсе илессишӗн нумай художниксем, скульпторсем, кино мастерӗсем тӑрӑшса ӗҫленӗ.С большим подъемом работали над образом Чкалова художники, скульпторы, мастера кино.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Шурӑ ҫӳҫлӗ, хаваслӑ, ӗҫе юратакан йӗкӗт вилнӗ Петрон сӑнарне пӗтӗмпех хупласа хучӗ.Белокурый, веселый, работящий, заслонил собою образ покойного Петра.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Кашниех хӑйӗн чӗринче аслӑ Сталин сӑнарне усрарӗ, унпа ниҫта та хӑрушӑ мар!..И каждый нес в своей душе образ великого Сталина, а с ним ничто не страшно!..
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Шурӑмпуҫ килнӗ вӑхӑтра Артамонов ҫул ҫине тухрӗ, хӑйӗн чӗринче вӑл ҫав ҫепӗҫ лӑпкӑлӑха, кӑмӑллӑ тирпейлӗхе тата ҫав тирпейлӗхе тунӑ хӑмӑр куҫлӑ, лӑпкӑ та хытанкка хӗрарӑмӑн ырӑ сӑнарне ӑшшӑн упраса илсе кайрӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Лев Толстой ҫинчен вӑл нумай каласа кӑтартрӗ; чӑнах та вӑл калани Артамоновшӑн ытла ӑнланмаллах пулмарӗ пулин те, пупӑн тӗттӗм кӗтесрен шыв пек юхса тухакан хурлӑхлӑ сасси, тӗлӗнмелле ҫыннӑн юмахри евӗрлӗ сӑнарне ӳкерсе парса, Артамонова хӑй ҫинчен шухӑшлама пӑрахтарчӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.