Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак пулӑмсем тӗнче мулӗ-пуянлӑхӗ пекех шутласа кӑларайми, вӗсенчен тӗприсем: ҫутӑ, хускану, сывлӑм, инҫӗш тата куҫӑм тӗллевӗ.
VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Тӗксӗм ешӗллӗхре сывлӑм йӑлтӑртатать, кайӑксен тӗлӗнмелле чипер сассисем ҫӗр айӗнчен тухаҫҫӗ тейӗн; вӗсен кӗвви-ҫемминче ачаш, кахал вӑрану илтӗнет.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Эпӗ, ҫилленсе ҫитнӗскер, ӳкӗнекенскер, хурлӑха ӳкнӗскер, нимӗн пӗлми тарӑхса ҫитнипе сиксе тӑтӑм та кӗсьерен бомбӑна туртса кӑларса, предохранительне кӑларса илсе, ӑна хыттӑн персе симӗс ҫаран ҫине, чечексем ҫине, ҫара клевер ҫине, сывлӑм шывлӑ кӑвак чечексем ҫинелле ывӑтса ятӑм…
XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Урапа ҫӑмӑллӑнах малалла шурӗ, кустӑрми йывӑҫ тӗмине лекнипе ҫулҫӑсем ҫинчен пит ҫине сывлӑм шывӗ тумламӗсем сирпӗнчӗҫ, ҫул пӑрӑнса кайнипе пирӗн куҫ умӗнчен похода тухма хатӗрленнӗ отряд чӗртсе янӑ вут ҫутисем ҫухалчӗҫ.
VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпӗ пуҫа ҫӗклерӗм те уҫнӑ чӳречерен ман ҫывӑрса сӑнсӑрланнӑ питӗм ҫине уҫӑ та сивӗ сывлӑм пырса ҫапӑнни ыррӑн туйӑнса кайрӗ.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫӑлтӑрсем шупкаланаҫҫӗ; ҫӳлте, сӗм тӗттӗмлӗхӗн хуп-хура пусми витӗр, тӑрӑсемпе трубасем ӗренкеленеҫҫӗ; сивӗ типӗ сывлӑм пит ҫӑмартисене чиккелет, ыйхӑллӑ куҫсене ҫӑвать.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Ҫӗрле вӑйлӑ сывлӑм ӳкет, кӗнекесем нӳрленеҫҫӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шуҫӑмӑн ӗнтрӗклӗ сӑррисем тӑнӑҫлӑ пил евӗр ҫиҫеҫҫӗ, ялӑн тӗлӗнмелле тутлӑ, хурлӑхан сӑри евӗр ҫӑра сывлӑшӗ, хир чечекӗсемпе сывлӑм шӑрши сарӑлнӑ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Сӑпани вара Хӗлимун ҫӑра тӗтре ӑшӗнче курӑнми пулсан та чылайччен пӑхса тӑчӗ вӑл сывлӑм ҫинче хӑварнӑ йӗре…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫулҫӑ ҫинчен сывлӑм пӗрчи мӗлтлетсе ӳкрӗ те — Грэйӑн ыйхӑллӑ питне шӑнтса юхса анчӗ.Мелькнув с листа, капля росы растеклась по сонному лицу холодным шлепком.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Сывлӑм шывӗ пек ҫутӑ тара Нина марльӑпа шӑлса илчӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Сывлӑм йӑлтӑртатнӑ, кайӑк-кӗшӗксем ыйхӑран вӑраннӑ та пӗр-пӗрне ырӑ сунса юрлама тапратнӑ.Сверкала роса, птицы проснулись и так радостно желали друг другу доброго утра.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Ҫӗр каҫаччен сывлӑм ҫинче выртса, пӑчкӑ тутӑхса пӑсӑлма пултарнӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Васканипе чӗркуҫҫисемпе, пусма кукрашкисемпе сывлӑм ӳксе йӗпеннӗ стена ҫумне тӗренкелесе, искровецсем, штурма тухнӑ чухнехи пек, хӑвӑрт улӑхрӗҫ.
ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Курӑк ҫинчи сывлӑм тумламӗсем хӗвел питӗнче, хаклӑ йышши чулсем пек, йӑмӑхса йӑлкӑшаҫҫӗ.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Малтанхи кайӑк сасси илтӗниччен, сывлӑм шывӗн пуҫламӗш тумламӗ пуҫтарӑниччен нумай вӑхӑт иртмелле-ха.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Магазин алӑкӗ ҫинче йывӑр ҫӑра ҫакӑнса тӑратчӗ-ха, крыльца картлашкисем ҫинче каҫхи сывлӑм шывӗ те типсе ҫитменччӗ.
VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ку ҫаран тӑрӑх вӗсем хӑйсен пурӑнӑҫ историне сывлӑм ӳкнӗ курӑк ҫийӗпе чупкаласа ҫӳренӗ ҫулсенчен пуҫласа унта хӑракаласа, хӑвӑрттӑн чупса пыракан хура куҫхаршиллӗ козачкӑна кӗтсе тӑнӑ ҫулсем таранах аса илме пултараҫҫӗ.
I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫумӑр пӗрӗхет, сывлӑм ӳкет, хӗвел пӑхать, хуҫи пӗр-икӗ эрнере пӗрре пырса ҫавӑра-ҫавӑра хурать.Лил дождь, выпадала роса, светило солнце, и хозяин раз в две недели приходил и переворачивал.
Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Хӗвел тухса хӑпариччен, сывлӑм та куҫа ҫисе ярӗ!
XV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.