Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сукмак сăмах пирĕн базăра пур.
сукмак (тĕпĕ: сукмак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Свансем ҫуллахи вӑхӑтра ҫав сукмак тӑрӑх ҫеҫ ытти вырӑнсемпе ҫыхӑну тытма пултарнӑ; хӗлле ҫыхӑну тытасси йӑлтах пӗтсе ларнӑ.

Только по этой тропе сваны в летнее время могли сообщаться раньше с остальным миром; зимой всякое сообщение прерывалось.

Сванетире // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тусем хушшинче кӗрлесе юхакан пӗр шыв хӗррипе, чӑнкӑ чулсӑртсем ҫийӗпе ансӑр сукмак выртать.

Узенькая опасная тропа лепится по отвесной стене скал над бурной горной рекой.

Сванетире // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Эпир пыракан сукмак ҫинчен аул (ту ҫинчи ял) курӑнса кайрӗ.

С тропы, по которой мы шли, открылся вид на аул (горное селение).

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ешерсе ӳсекен курӑксем хупласа илнӗ ҫарансем тӑрӑх лайӑх сукмак кукӑр-макӑр авкаланса каять.

Хорошая тропа извивалась по лугам, покрытым буйнорастущими травами.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Аялалла пӑхсан, пуҫ та ҫавӑрӑнса каймалла ҫӳллӗ ҫӗрте ансӑр сукмак тӑрӑх пӗрмай ҫӳлелле улӑхни пурне те пит ывӑнтарчӗ.

Долгий подъем по узкой тропе на головокружительной высоте очень утомил всех.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Нимле ҫын та Турӑ патне утакан сукмак ҫине тухса, пӳлсе хурса, санран, халӑхран укҫа пуҫтармалла мар, Ӑна укҫалла сутмалла мар…

Куҫарса пулӑш

«Ҫын укҫа ӗҫлесе илес тесе хӑй укҫипе тавар тума пуҫлать...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 7990625370

Пӗрне пӗри куҫран ҫухатас мар тесе, ансӑр сукмак тӑрӑх аран-аран пыратпӑр.

С трудом пробираемся по узкой тропинке, стараясь не потерять друг друга из виду.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпир пыракан сукмак пире шыв хӗррине илсе тухрӗ.

Тропа, по которой мы шли, привела пас к реке.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тӗлӗ-тӗлӗпе сукмак пӗтсе ларать, вара пирӗн чиксӗр тарӑнлӑхсем урлӑ сике-сике каҫма тивет.

Иногда тропинка прерывалась, и мы должны были перепрыгивать над пропастью.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Завьялов ҫав сукмак тӑрӑх сӑрталла улӑхма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун патнелле ансӑр сукмак пырать.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫаврӑнса ӳкет сар ҫулҫӑ Ман умри сукмак ҫине.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса тротуар пекех хытнӑ сукмак тӑрӑх пушмакӗпе мӑнаҫҫӑн шак-шак тутарса малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тихон Иванович сукмак хӗрринелле пӗр-икӗ утӑм турӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле сукмак хӗрринчи ҫерем ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл каллех икӗ пусӑ хушшинчи сукмак тӑрӑх утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ансӑр сукмак тӗрлӗрен курӑкпа витӗннӗ, чечексемпе тулнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн йывӑҫ тымарӗсем сукмак урлах каҫа-каҫа каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫеремлӗ сукмак тӑрӑх утма лайӑх.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫырма хӗррипе, йӑмрасен хушшипе, ансӑр сукмак тӑрӑх Униҫҫе карчӑк патне утрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех