Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирпӗнсе (тĕпĕ: сирпӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ курса тӑракан этемсем ҫинелле ҫӑмха пек сирпӗнсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр улшуҫӗ хыҫалтан чӗн чӑпӑрккапа ӑшаланипе лаши, ниҫта кӗрсе кайма аптраса, енчен енне сирпӗнсе кӑна пырать.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тарье ку сӑмахсем ҫине нимле хуравлама та аптӑраса тӑчӗ, вара асар-писер утӑмсемпе сирпӗнсе тухрӗ те подвала анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫиелтен тӑлӑп витсе, сирпӗнсе юласран пӑявпа урлӑ-пирлӗ карлакласа ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унччен те пулмарӗ, лаша вите алӑкӗнчен сирпӗнсе тухрӗ, ҫын аллинчен вӗҫерӗнсе, ҫунакан хапха патне вӑркӑнса пычӗ, тӑпах чарӑнчӗ, хартлатса илчӗ, унтан, хӳрине тӑратса, картиш тавра чупма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нурулла чӗлпӗрне ҫаплах вӗҫертмерӗ, витерен сирпӗнсе тухрӗ, аван мар сӑмахсемпе ятла-ятла, янавара ирӗкелле сӗтӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урапи ҫинчи насуспа пичӗке темле кӑна сирпӗнсе юлмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ сысна-и? — Сабир ура хучӗ, тепри вирлӗ кӑна тӗксе ячӗ те, Энтрей сирпӗнсе кайрӗ, ҫӑрхи татӑлса кӑвак пир йӗмӗ чӗркуҫҫи таран анса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кукша виҫ-тӑватӑ метра сирпӗнсе кайрӗ, ыттисем чӑл та пар саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӳрт тӑрринче аран-аран тытӑнса тӑракан ырханкка ашшӗ шыва сирпӗнсе каясран ӑна вун ҫичӗ ҫулхи хӗрӗ Хрестук тӗкӗлесе тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах киле каялла таврӑннӑ чух вара Энтрей чӗлӗмне йӗм кӗсйи тӗпнех чиксе хурать: унсӑрӑн вӑл сирпӗнсе юлма та пултарать-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, малтан вӑйлӑ сас тухнӑ, кайран урамалла отель фасачӗн пайӗсем сирпӗнсе тухнӑ, шыв юхса тухнӑ.

Раздался громкий шум, на улицу вылетели части фасада отеля, вылилась вода, пишет издание.

Берлинра 1 млн литр шыв калӑпӑшӗллӗ тӗнчери чи пысӑк цилиндр аквариум ҫурӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33733.html

Тепӗр самантранах кӗпен хул кӑкӗсем ҫатӑртатаҫҫӗ те, Михала аяккалла сирпӗнсе каять.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Умывальник умӗнче черет ҫитессе кӗтсе тӑмасӑр тула сирпӗнсе тухатӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Чӗре кӗҫ-вӗҫ сирпӗнсе тухасла тапать.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Вӗрекен шыв тумламӗсем, хурантан сирпӗнсе ӳксе, вучахри кӑварпа вӗри кӗл ҫинче чашлатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Манӑн пуҫ вӑл ҫапсанах пӗҫерсе кайрӗ, кӗпе ҫанни ҫине юн сирпӗнсе аннине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗҫех кӑмӑл-туйӑм сирпӗнсе тухӗ.

В скором времени произойдёт сильный взрыв эмоций.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хапха патӗнчи этем хӑй айккинелле сирпӗнсе юлчӗ.

Яндул выскочил за ворота, едва не сбив шарахнувшегося в сторону солдата…

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Виҫӗ катемпи курӑнми пулсан темрен сехӗрленсе ӳкнӗ пек туса каялла сирпӗнсе тухрӗ.

Но едва скрылся с глаз, как, словно чего-то испугавшись, вернулся назад.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех