Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

савнӑ (тĕпĕ: сав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урхашӑн мултан та хакли, Чаплӑхран та пахи — Хӑйӗн савнӑ арӑмӗн парни — Илемлӗ чечек пек хӗр усни.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Савин, вӑрҫӑран таврӑнсан, хӑй лартнӑ йывӑҫсем тӗрӗс-тӗкелех сыхланса юлнишӗн, вӗсем тӗрекленсе ӳснишӗн савӑнчӗ, анчах савнӑ арӑмӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗшӗн чӗререн хуйхӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

— Кум, савнӑ кум, чи юратнӑ кум?

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

— Ҫывӑр, ҫывӑр, ывӑлӑм, Ҫывӑр, савнӑ ылтӑнӑм, Аҫу ҫӑкпа ҫӳрерӗ, Тӗнче ӗҫне ӗҫлерӗ, Ҫӑварӗнчи татӑкне, Ҫӳренккене ҫитерчӗ…

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл пӗтӗм ӑс-тӑнӗпе, шалти туйӑмӗсемпе туйрӗ, сисрӗ: ку сасӑ — чӑн-чӑн, таса юрату сасси, унӑн телей тӗпренчӗкӗн уҫӑ, янкӑс шӑнкӑравӗ, мӗншӗн тесен савнӑ хӗрӗ хӑй «хӳмене ишӗлтерме» шанӑҫ ҫуратакан «утӑм турӗ» ун еннелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӗ те вӑл чикан майрисене те, ялне те, кил-йышне те, колхозне те, институтне те Полина «витӗр» ҫеҫ курчӗ, анчах савнӑ хӗрӗ халӗ, утнӑ май, асӗнче йӑл-йӑл ҫуталса тӑмарӗ, унран писсе тӗссӗр, хавхасӑр пирӗштие ҫаврӑнса, лӑпӑл-лапӑл ҫунат сулса хӑварса, таҫталла каялла, курӑнми аяккалла, лапӑстатнӑ пек туйӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халь ӗҫпе чапа тухар-ха Савнӑ ҫӗршывра.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫалампа савнӑ Кӗтеруку».

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Апла пулин те, унӑн савнӑ карчӑкӗ упӑшкине халӗ те ҫамрӑк чухнехи евӗрлех кӗвӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Хурӑн тӑррисем кӑтраланнӑ, ҫӗмӗрт йывӑҫӗ кӗҫ-вӗҫ ҫеҫкене ларасшӑн, тумне улӑштарма васкаман юман та, савнӑ тусне кӗтекен йӗкӗт пек, хӗвел еннелле туртӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Савнӑ арӑмӗн ятне асӑнни, таса хӗре варалани унӑн чӗрине ҫӗҫӗпе каснӑ пекех тирсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Савнӑ арӑмӑм, тульккӑш эсӗ мана ан хӑрат, куҫна ан хуп, тархасласа ыйтатӑп, ан хуп куҫна.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Савнӑ арӑмӑм!

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ачисене вӗсене… ытах… ача ҫуртӗнчен те илме пулӗ, ҫапла вӗт, савнӑ мӑшӑрӑм?

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эх, амӑш, амӑш, савнӑ Улька, хӗрӳ ҫитӗнсе ҫитнине кураймасӑрах сивӗ ҫӗр айне кӗрсе выртрӑн, мана тӑлӑха хӑвартӑн, — хӑй сисмесӗрех сасӑпа калаҫса илчӗ Владимир Сергеевич, — эсӗ пурӑннӑ пулсан Польӑн кун-ҫулӗ те урӑхла пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ун чухне ҫамрӑк Володя хӑйӗн савнӑ арӑмне час-часах ҫакӑн пек шӑплӑхра чӑтӑмсӑррӑн кӗтетчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Салам, Полина, — савнӑ хӗрӗн куҫӗнчен ӑшшӑн пӑхрӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ырӑ каҫ, Лида, тӗлӗкӳнте савнӑ каччуна кур.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Епле антӑлса кӗтеҫҫӗ вӗсем ҫак пурнӑҫ сӗткенӗ ҫитессе, — пӗр чечекне татса илчӗ вӑл, — савнӑ хӗрӗ савнӑ каччине кӗтнӗ пек, питӗ кирлӗ вӗсене ҫак ҫумӑр сӗткенӗ… ӑшӑ ҫумӑр сӗткенӗ…

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Умӗнче савнӑ хӗрӗн сӑнарне тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех