Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑттӑм (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ те пурнӑҫра хам умра хам ҫапла хытӑ тӑрса, ҫине тӑрса пурӑннӑ пулсан, чылай малалла кайнӑ пулӑттӑм, тен, хальхи пек «пӗчӗк чиновник» евӗр ҫын кӑна пулман та пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

— А эпӗ хам пулсан ҫакӑн пеккисене университетра тытман пулӑттӑм, — терӗ куҫлӑхли, тачка кӗлеткелли ҫине пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Эпӗ ӑна пурпӗрех никама та кӑтартман пулӑттӑм вӗт-ха…»

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эпӗ хам шанса тӑнине пурнӑҫласа ҫитерсен кӑна телейлӗ пулнӑ пулӑттӑм…»

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ванькин вырӑнӗнче пӗр-пӗр урӑх ҫын пулнӑ пулсан, эпӗ кун пек туман пулӑттӑм-и тен, ман ҫинчен вӑл каланине урӑх ҫын каланӑ пулсан, эпӗ килӗшнӗ те пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эсӗ Ванькин сӑмахӗпе килӗшнӗ пулсан, нимӗн те пулман пулӗччӗ, эпӗ пуҫа усса, пӑрӑнса ҫеҫ кайнӑ пулӑттӑм, анчах санӑн сӑмахусем манӑн юлашки чӑтӑмлӑха пӗтерсе лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Паллах, вӑл ҫакӑн пек жулик пулнине кӑшт та пулин пӗлнӗ пулсан, хам ума ылтӑн купи кӑларса хурсан та килӗшмен пулӑттӑм, маншӑн ырӑ ят укҫаран хаклӑрах… —

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Чӗкеҫе хӑйне илес пулсан эпӗ ӑна тӗслӗх вырӑнне илмелли сӑнар пек хакламан пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

— Эп сана ӗмӗрне те пӑрахман пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл урӑхларах арҫынна — ӑслӑрах, ятлӑ-сумлӑрах, чипертерех арҫынна — юратса пӑрахнӑ пулсан эп ним те каламан пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сан вырӑнта эп ӗҫшӗн ҫав териех хыпаланман пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Апла пулин те, паян еплерех хаяррӑн ҫавӑрттарса хучӗ вӑл: «Ун вырӑнӗнче пулсан эп хам та ҫавнашкалах тунӑ пулӑттӑм

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ун вырӑнӗнче пулсан эп хам та ҫавӑн пекех тунӑ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Елене эп вӑл хурӑнташ мар пулсан ытларах мухтанӑ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Пӗр сив сӑмах каламан пулӑттӑм, пӳрнепе тӗкӗнмен пулӑттӑм

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Эп вӑрҫман пулӑттӑм, — тепӗр пирус чӗртрӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вара пурне те вӗреннӗ пулӑттӑм, — кӑмӑллӑн кулчӗ Тарас.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Эп унта чуна парса ӗҫленӗ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Эс акӑ паҫӑр упӑшкаран уйрӑлни ҫинчен ҫыру ҫырса пӗлтермеллеччӗ терӗн, ҫыру ҫырмасӑрах вӗҫсе пынӑ пулсан та сана каялла хуса яман пулӑттӑм терӗн.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Салтаксене эпӗ юрӑ юрласа панӑ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех