Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуласшӑн (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем пирӗнпе пуласшӑн мар, хамӑр хыҫра та хӑвараймастпӑр эпир вӗсене, — каларӗ те Батухан ним чӗнмесӗр уйласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ефремовпа тӗл пуласшӑн мар пулӗ, килӗштермест вӑл ӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Вӑл хӑй мӑрса пуласшӑн!

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шигалей хӑйне палатӑна илсе кӗрсенех сисрӗ: Сахиб-Гирей Хусана ҫаратма анчах килмен иккен, вӑл кунта Крым ушкӑнӗнчен кама та пулин престола лартнипе те ҫырлахасшӑн мар, Хусанта хӑй хан пуласшӑн.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унпа шӑллӗпе пиччӗш пек пӗр ҫӑвартан пурӑнатӑн пулсан, ун ывӑлӗпе — хисеплӗ Мухаммед-Гирейпе ма урлӑ пуласшӑн эсӗ?

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эсӗ мӗншӗн пиччӳнтен маттур пуласшӑн вара?

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ манпа тӗл пуласшӑн та мар-и, Эрнепи? — терӗ Ахтупай ун аллине питрен хӑйпӑтма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Учительсемпе тӗл пуласшӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Гимназирен хваттере каймарӗ Павел, пиччӗшӗпе тӗл пуласшӑн пулчӗ вӑл, ҫавӑнпа ҫар комиссариатне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Паллах, леш — пирӗн Петровский — чӑвашсен пӗрремӗш архиерейӗ пуласшӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Епле эсир ҫав праҫникре те пуласшӑн мар-и?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсем лайӑхрах вырӑнта, пӗр-пӗринчен мухтавлӑрах пуласшӑн тӑрӑшнӑ пек выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Валькка та Сашша евӗрлех, анчах ҫамрӑк-ха: кӗвӗҫет кӑна Сашша пек пуласшӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Санран улпут пулас ҫук, Микула пичче: эс пуян та пуласшӑн, рабочисене те тутӑ усрасшӑн.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Маншӑн пур пӗрех, — хуравларӗ те лешӗ хӗрелсе кайрӗ, самаях мӗскӗн курӑнать пулин те хӑй намӑссӑрла хаваслӑ пуласшӑн.

— А мне все равно, — ответила та, стараясь быть бесстыдно веселой, хотя покраснела и выглядела довольно жалко.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Епле ҫӗкленет, тӳпенелле кармашать, пуринчен ҫӳлте пуласшӑн, Кактышевран аслӑрах пуласшӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Хуйхӑма пачах пуласшӑн курмӑш, Вӑл — ҫаплах тухасшӑн ҫиеле…

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

— Эпӗ арабсемпе пӗрле пуласшӑн.

— Я решил присоединиться к арабам.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Эпӗ матрос пуласшӑн.

Я буду матросом.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Юлашки пӗрремӗш пуласшӑн, — тӗшмӗртрӗ Титания.

— Последний хочет быть первым, — догадалась Титания.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех