Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пирӗнтен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫӗнӗ хӑнасем валли ҫӗнӗ ҫӑкӑр пуҫлам-ха, — тесе кӑмака умӗнчен килте пӗҫернӗ хӗрлӗ питлӗ ҫаврака ҫӑкӑр илсе тухрӗ те касма пуҫличчен пирӗнтен ҫапла ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ҫак уяв тӗрлӗ ӳсӗмри йышлӑ ҫынна пӗрлештерет, мӗншӗн тесен пирӗнтен кашниех хӑй вӑхӑтӗнче сирӗн пекех ача пулнӑ.

Этот праздник объединяет людей всех возрастов, так как и взрослые когда-то тоже были детьми.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/01/chva ... hasene-hut

Тӗнчери йӗркелӗхе тата тӗрӗслӗхе шанчӑклӑн хӳтӗлес тесен хальхи йывӑрлӑхсем умӗнче пултаруллӑ шухӑш-тӗллев тавра пӗрлешни мӗн тери кирлине паян пирӗнтен кашниех лайӑх ӑнланать.

Сегодня каждый из нас четко осознает, насколько важно единение перед лицом современных вызовов вокруг созидательных идей, чтобы защитить порядок и справедливость в мире.

Олег Николаев Раҫҫей кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/12/gla ... ev-pozdrav

Ши кайрӑн, пи кайрӑн — пирӗнтен ютшӑннӑҫемӗн ютшӑнса пытӑн.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑн пирки сана эпир, намӑсланнӑ тусусем, куҫранах каларӑмӑр та — пуҫланчӗ хайхи эсӗ пирӗнтен ютшӑнасси.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пирӗнтен чылайӑшӗнче вӑй-халпа культура пӗр пек шайлашса тӑманнинчен мар-и?..

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Пирӗнтен пӗри электросварщик, тепри платник, виҫҫӗшӗ каменщик, — тесе пуҫланать ҫыру.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вара эсӗ пирӗнтен урӑх нимӗн те ан кӗт.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Пире кӳрентерес килет ун, — илтӗнчӗ чаршав хыҫӗнчен Анюк сасси, — Володьӑна ним вырӑнне те хумасӑр, пирӗнтен мӑшкӑлласа, чӗлхине ирӗк ярса ларать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пирӗнтен нумайӑшӗ Ольга Николаевна Столяровӑпа ӑмӑртатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫурма ҫулта пирӗнтен велосипедлӑ Ҫтаппан иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ачамӑрсем пирӗнтен начартарах тумланччӑр-им?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ара, пирӗнтен чылайӑшӗ килте ҫӗленӗ сӑхман е пиншак ҫакса ҫеҫ питӗркелетчӗ-ха та ҫие, урара ҫӑпатапа тӑла чӑлхаччӗ, хулпуҫҫи урлӑ — пир сумка.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мӗнле те пулсан технологипе ыйту сиксе тухсан чи малтанах пирӗнтен ыйтаҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир пӗтӗм производствосене пӗлетпӗр, вӗсене тишкерсе документсем кӑларатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Химиксен хулинче уяв иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=GsgBzGQYQ24

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫитӗнӳсем пулччӑр тесессӗн, пирӗнтен кашнин хӑйне шанса панӑ ӗҫе пӗтӗм кӑмӑлпа, яваплӑха туйса тӑрӑшса тата юратса пурнӑҫласа пыма пӗлмеллине асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев «Артек» кану комплексӗнче Чӑваш Енри ачасемпе тӗл пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/23/oleg ... empe-tel-p

Эпир ҫырмана кайсан, пирӗнтен кам кашни горка ҫинчен ярӑнса пӑхнӑ?

Когда мы пошли в овраг, кто из нас на всех горках покатался?

Сӑвӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/605

– Аса ил-ха, пирӗнтен кам пӗрмаях мӗн те пулин шутласа кӑларать?

– Ты вспомни, кто из нас все время что-то придумывает?

Сӑвӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/605

Асӑну ҫак вырӑнӗ паян та пирӗнтен аякра мар мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫусем пынине аса илтерни, паянхи ӑрӑвӑн неофашизма тӗп тумалли ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалласа митинг иртет // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/tyl-iescheni ... ting-irtet

Пирӗнтен кашни халӑхӑн йӑли-йӗри упранса ламран-лама куҫса пытӑр тесе пысӑк тӳпе хывать.

Куҫарса пулӑш

«Ҫар паратӗнчи пекех кӑмӑл-туйӑм енчен ача садне ҫӳрекенсемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/05/car- ... -sadne-ure

— Филипп Сидорович, акӑ мӗн: пирӗнтен кашниех шкул доски ҫине: «Эпир чурасем мар, чурасем эпир мар», — тесе ҫыра-ҫыра ӳснӗ, ҫавӑнпа та пирӗнте ниепле те чура юнӗ пулма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех