Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патак сăмах пирĕн базăра пур.
патак (тĕпĕ: патак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑраххисенчен патак лексен айккинелле тараттӑмӑр та кӳрентерекенсене юнаса кӑшкӑраттӑмӑр — тем калама та пулать, халь тин пурпӗр хӑваласа ҫитеймест…

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Волков ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кашни эрнере митингсене тухсан арестленисен, патак ҫинисен йышӗ кӑна хушӑнса пырӗ, штабсем ӗҫлейми пулӗҫ, ҫитес суйлавсене хатӗрленес тӗлӗшпе чӑрмавсем тухса тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Кӗлете ҫавраҫил пек пырса кӗрсе, алла патак тытас вырӑнне юнашар ларса калаҫмалла пулнӑ ман, Верука ӑнланса илме тытӑнса пӑхмалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ах, — ассӑн сывларӗ те хӑй илтмелле ҫеҫ пӑшӑлтатрӗ Укаҫ, — ял-йыш тем калӗ тесе, патак ҫи те пурӑн иккен.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫакна вӑл, Аликов, питӗ те ырӑ ӗҫ вырӑнне хурса тӑвать, анчах каярахпа, тепӗр кунхине, кӑшт ҫеҫ патак ҫимест.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тасаран никамӑн та патак ҫиес килмест.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ман пӗр патак та ҫук кӑмакана хутма.

Куҫарса пулӑш

Шӳтсем // Капкӑн. «Капкӑн», 1928. — 2№ — 3,6,13,14, с.

Йывӑҫ патак ҫине перо чиксе чернилпа ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Ҫапла каларӗ те асатте патак илсе йывӑҫа шаккама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Укапи шӗвӗр вӗҫлӗ патак аллине тытрӗ те, вут тивертнӗ юман кӑмпи илсе, мӑкӑртата пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сарлака вӑйӑ картине ҫавра вӗҫлӗ патак йӑтнӑ темиҫе ҫын тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сылтӑм аллинчи автоматне патак пек ҫӗкленӗ…

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вара унта мӗн тумалла пулать, курӑнӗ — терӗ патак шӗвӗртсе ларакан Федя та.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук аяккалла тапса сикрӗ — ура айӗнче хӑрӑк патак шатӑрт хуҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Йӗлтӗрӗн кантӑра витӗрмелли шӑтӑкӗсене патак витерсе ик йӗлтӗр харӑс шумалла турӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗчӗк «а» ҫырас пулсан, малтан ункӑ тумалла, ун ҫумне сылтӑм енчен патак ҫыпӑҫтармалла.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пукане пуҫӗ тӳпинчи шӗвӗр патак питӗ те юрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӑл кӑранташран кӗскерех те ҫинҫерех патак хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫтаппан, шкулта икӗ класс пӗтернӗ, анчах ҫакӑн хыҫҫӑн ӗмӗрне те алла хаҫат-журнал е кӗнеке тытса курман, суйлавсене е ытти халӑх пухӑвӗсене хутшӑнман арҫын, килте арӑмне кӳлнӗ лаша вырӑнне ӗҫлеттерни ҫитместчӗ, ӑна патак айӗнчен те кӑлармастчӗ тата.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

— Эсир мӗн, эсир мӗн, Иван Иванч, мана, кулӑш туса, ман ҫинчен ял ҫине хура ят сарса, ята ҫӗртсе, нехекрен патак ҫынӗ, хур курнӑ ҫын муталаса, манах вӗлерекен-пӑчламӑш клемине ҫапса хунӑ?

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех