Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палӑрмаллах сăмах пирĕн базăра пур.
палӑрмаллах (тĕпĕ: палӑрмаллах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваҫук туртине Тутарстаналла ҫавӑрма шутланине пӗлсен, куҫӗнчи савӑнӑҫ хӗлхемӗ палӑрмаллах тӗксӗмленчӗ, вӑл ҫине-ҫинех ассӑн сывласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӗр-икӗ хутлӑ ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ пӗрӗмлӗ хуртасем кӗпе капашне палӑрмаллах сарнӑ, хӗрарӑма мӑнаҫлӑн ярӑнса утма хӑнӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Вӗсем уявсенче лӑпкӑн юрланӑ юррисене, ҫав самантра вӗсем палӑрмаллах ҫамрӑкланса кайнине…

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫакӑ медицина ӗҫченӗсен ӗҫне палӑрмаллах ҫӑмӑллатать, республикӑра пурӑнакансем медицина пулӑшӑвӗн мӗн пур тӗсӗпе усӑ курма пултармалли майсене ӳстерет.

Это все больше будет облегчать труд медицинских работников, повышать доступность всех видов медицинской помощи жителям республики.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫитменнине бизнеса пулӑшмалли майсем ҫулсерен палӑрмаллах ӳссе тата витӗмлӗрех пулса пыраҫҫӗ.

Тем более что меры поддержки бизнеса из года в год только наращиваются и наполняются содержанием.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ӗҫе ҫакӑн пек йӗркеленине пула АПК таварӗсен экспорчӗ ҫултан-ҫул шанчӑклӑн ӳссе пырать, санкцисем кӗртнӗ, экспортӑн пӗтӗмӗшле кӑтартӑвӗсем палӑрмаллах чакса кайнӑ 2022 ҫулта та ку ҫаплах пулнӑ.

Благодаря такому подходу экспорт продукции АПК уверенно растет из года в год, даже в санкционном 2022 году, когда в целом показатели экспорта значительно упали.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

2024 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑл 8,5% хушӑнать, ҫакӑ Чӑваш Енри прогноз шайӗнчи /4,3%/ инфляцирен палӑрмаллах пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

Ҫав шутра хамӑрӑн тупӑш палӑрмаллах хушӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

Ҫавна май пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх сферинче ӗҫлекенсем те палӑрмаллах нумайланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

Министр Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Шупашкар округӗсен кӑтартӑвӗсем палӑрмаллах хушӑннине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

Сӑмахне вӗҫленӗ ҫӗре юнашар ларакан хӗрарӑмӑн сӑнӗ палӑрмаллах тӗксӗмленчӗ, сасси чӗтреме тытӑнчӗ, аллинчи пӗчӗк тутрипе куҫӗсене ытларах та ытларах шӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫак мыскара хыҫҫӑн «радиостанци» те хӑйӗн передачисене палӑрмаллах чакарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Моторлӑ пӑчкӑпа ӗҫ палӑрмаллах ҫӑмӑлланчӗ, хулпуҫҫи ҫине лартать те халӗ ӑна Раман — делянкӑна тухса утать.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӗ чухӑн пролетариатпа интеллигенци ҫемйисем йышӑннӑ ҫак ҫуртсем, вӑхӑт иртнӗ май палӑрмаллах кивелнӗскерсем, шухӑшсӑр ыйха путнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл тӑлӑх арӑмӑн ҫурчӗ патне пӗр сассӑр, вӑрттӑн шуса пычӗ, малтан тахҫанах, вӑрҫӑчченех кӑвак сӑрӑпа сӑрланӑ, халӗ палӑрмаллах шупкалнӑ чӳрече хашакӗсене сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗчӗкскер, палӑрмаллах тӑсӑлнӑ, йывӑрланнӑ, парка ҫӳҫӗсем шӑтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтак арӑмӗ, палӑрмаллах ывӑнчӗ пулин те, уттине васкатрӗ, ҫав кашкӑрсемпе каллех ҫапӑҫас килмерӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, палӑрмаллах ҫӗкленнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чаштӑрт! туса самай палӑрмаллах ӳкрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл вӑхӑтра районӑн экономики палӑрмаллах ҫӗкленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех