Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӑшкӑл сăмах пирĕн базăра пур.
мӑшкӑл (тĕпĕ: мӑшкӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кӗтерук вырӑнне ывӑл ача пулсан, вӑл хӑйне хур тума памӗччӗ. Халь ӗмӗр тӑршшӗпех хӗн-хур та мӑшкӑл тӳсме тивет. Кама пула кунашкал телейсӗр пултӑм-ха эпӗ?

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрне Михха мӑшкӑл тума тапӑннине те манса: — Мӗн терӗн? — тесе ячӗ сиввӗн.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем хӗрне пысӑк хуйхӑ, тен, ирсӗр мӑшкӑл лекнине туйрӗҫ пулсан та, пӗр сӑмах чӗнмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хама мӑшкӑл тума памӑп!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӑшкӑл!

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӑшкӑл сӑмахӗсем каласа-ятласа, ҫӳҫрен лӑскаса кӑларса янӑ вӑл Хрестука.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Арӑмӗ, Тарье, упӑшки ҫапса-хӗнесе мӑшкӑл кӑтартнӑ хыҫҫӑн ҫакӑнта пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Выҫлӑх ҫул вилмен те, халӗ выҫӑ вилсен, ытла мӑшкӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мамич-Бердей вӑрласа кайрӗ те, ҫавӑн арӑмӗ пулса тӑчӗ теҫҫӗ-ши е ӑна ҫармӑс мӑрси мӗнле мӑшкӑл тунине пӗлтерекен тупӑнчӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла мӑшкӑл кӑтартса хӑварчӗ хуҫана хӑй килӗнчех Аттеней.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Али-Акрам Сююнбике шӑллӗ пулмасан тытса ҫурӗччӗ вӑл хана ҫапла мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай хӑйне мӗнле мӑшкӑл кӑтартнине аса илсен вӑл вырӑн ҫинчен сике-сике тӑчӗ, читлӗхе хупнӑ кашкӑр пек, пӳлӗм тӑрӑх чупрӗ, шӑлне шатӑртаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытла мӑшкӑл турӗ-ҫке вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫармӑс мӑрси ытлашши вӑрӑм та мар, ытлашши кӗске те мар пурнӑҫӗнче ыррине те, усаллине те нумай курнӑ пуль, анчах ӑна ку таранччен ҫакнашкал никам та мӑшкӑл туман.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах, мӑшкӑл мар-и уншӑн: пӳрте кӗмерӗ Мамич-Бердей, никампа калаҫмарӗ, хӗр ачана ют ҫын урлӑ чӗнсе тухса, урамран вӑрласа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле мӑшкӑл: сана ҫын умӗнче, пӗтӗм халӑх умӗнче саламатпа ӑшалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗмӗр-ӗмӗр ҫӗр тытнӑ, хырҫӑ-куланай пуҫтарнӑ мӑрсашӑн кунтан ытла мӗнле мӑшкӑл пултӑр-ха?

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫакӑн пек мӑшкӑл курнӑ хыҫҫӑн вӗсен куҫӗнчен пӑхатӑп-и? — ҫав-ҫавах тулашса калаҫрӗ Сарри.

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑшкӑл мар-и, Хусан ханлӑхӗнче, хамӑр патшалӑхра чура пулса пурӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫавӑн пек мӑшкӑл турӗҫ-и мана нухайсем?

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех