Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каччӑсем Сӑр хӗррине анса лашисене шӑварчӗҫ, вӗсене унчченхи вырӑна кӑкарса хурса тепрер ҫӗклем утӑ пачӗҫ те каллех мунчана таврӑнчӗҫ.
3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Лашана йывӑҫ ҫумне кӑкарса хӑварса, ҫырма урлӑ утрӗҫ Тимушпа Павлуш.
7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Лашине хапха унки ҫумне кӑкарса, больница картишне кӗрейнӗччӗ Михаил Николаевич, чассавни еннелле вилӗ йӑтса кайнине асӑрхарӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Кӑкарса лартнӑ, мӑйкӑчланӑ.
VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Ҫак кун экспедици ту хысакӗсем патне килсе ҫитнӗччӗ ҫеҫ-ха; Гент, Бен тата Цаупере ту ханкӑрне тӗпчесе хаклама кайрӗҫ: чи малтанах хӑш япалана хӑҫан кӑкарса, ҫӳле ҫӗклесе тиемеллине лайӑх тӗшмӗртмелле-ҫке.
XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тепӗр темиҫе минутран лаша хевтесӗррӗн кӗҫенчӗ, — унӑн лаши, ҫӳллех мар хӳме юпинчен негр кӑкарса тӑратнӑскер, унтах Тингӑн икӗ лаши пулма кирлӗ.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Эпӗ ҫыран хӗррипе, чӑтлӑх вӑрман витӗр иртрӗм, — терӗ Хейль, — лашана кунтан ҫур мильӑра кӑкарса хӑвартӑм; ӑна ҫав ҫӑтӑ-ҫӑтӑ вӗтлӗхре уттарма май ҫук.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Таможенниксем шлюпкӑна кӑкарса парӑссене ҫӗклерӗҫ, хӑйсен трофейӗпе Покета каяҫҫӗ.Таможенники, забрав шлюпки на буксир, подняли паруса, чтобы вести свой трофей в Покет.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Эпир, ҫӗнтерекенсем, хамӑра аслӑн та мӑнкӑмӑллӑн тытса, тӑшманӑн ӳпне ҫавӑрӑнса ӳкне суллисене хамӑр хыҫран кӑкарса ярса, тӑшмансене буксир ҫине улӑхса ларма ирӗк патӑмӑр, вара хамӑр пысӑк хаваслӑхпа ишсе пырса, пахча картисем ҫине ларса тухнӑ ачасем кӑшкӑрнӑ майӑн, вӑрҫӑра илнӗ трофейсене тыткӑна илнӗ тӑшманӗ-мӗнепех хамӑр порта илсе пытӑмӑр.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Эпир чиперех хамӑр порта пырса кӗтӗмӗр, якӑр ятӑмӑр, унтан сулла тӗреклӗ сӑнчӑрпа кӑкарса, хамӑр ҫыран хӗрне сиксе тухрӑмӑр.
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Мана санран кӑкарса хуман! — кӗпӗрленсе тӑракан ҫынсен хушшипе хыпаланса утнӑ май мӑртӑхрӗ Клиссон.— Я не на привязи у тебя, — огрызнулся Клиссон, шагая все быстрее среди толпы.
Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.
Сӑпани ӑна куҫран ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхрӗ те: — Эсӗ кай, эпӗ пасар ҫумне ӑйӑра кӑкарса хӑварнӑ. Ҫавна кайса илем те, милицие хамах пырӑп, — терӗ шӑппӑн.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тепрер сехетрен Валетпа Телегин, лашисене пасар карти ҫумне уйрӑмшарӑн, анчах пӗри теприн патӗнчен курӑнмалла кӑкарса хунӑскерсем, апат-ҫимӗҫ тултарнӑ хутаҫсемпе михӗсене йӗнер ҫумне ҫыха-ҫыха хучӗҫ те, малтан Валет, ун хыҫҫӑн Телегин килнӗ ҫулпа каялла Йӗпреҫрен тухрӗҫ, ирхине ыттисем вӑрманалла пӑрӑннӑ тӗле ҫитсен, хӑйсем те сылтӑмалла кӗчӗҫ, малалла вара пӗрлех кайрӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пасара пӗр ҫитнӗскер тесе, Сӑпани хуҫалӑхра кирлӗ ӑпӑр-тапӑр туянчӗ те тӳрех хӑна ҫуртне кайрӗ, лашине утӑ парса кӑкарса хӑварсан, хӑнӑхнӑ чайная кӗчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Станци начальникӗ вӗсене тепӗр ирех вакун тупса пачӗ, Мурӑмалла каякан составран кӑкарса ячӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эпӗ тет, акӑ мӗн майлаштарӑттӑм: хӑма ҫинче кимӗ хӑй тӗллӗн ишсе ҫӳретӗр, кӗсменҫӗсем вара чӑнласах авӑсчӑр; кайран вӗсем шыв хӗррине ҫитсе чарӑнаҫҫӗ те кимме кӑкарса хураҫҫӗ, унтан чӑн-чӑн ҫынсем пекех ҫыран хӗррине анса ҫырткалама вырнаҫаҫҫӗ».
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Боецсем — кӑкарса тӑратнӑ лашасем патне, хирелле, куҫса ҫӳрекен тимрӗҫ лаҫҫине, землянкӑсем патне чупса кайрӗҫ.Ребята побежали к коновязям, и в степь, и к походной кузнице, и к землянкам.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Помещикӗ хресчене ӑйӑр хӳринчен кӑкарса, хирелле кӑларса яма хушрӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вара Гапка ларчӗ те: — Ай, аннеҫӗм! Эпӗ сана — вӑл тӑнлӑ ҫын пулнӑ ӗнтӗ, яхӑнне те хӑй патне ярас ҫук пулӗ, тесеччӗ… Мӗн эпӗ сана, ухмаха, йӗнер ҫумне кӑкарса ҫӳрӗп-им? — тесе калассӑн та туйӑнатчӗ… — Ай, аннеҫӗм, — тесе хурать.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫӑнӑх та, сало та пур, тата кухняна качака кӑкарса хунӑ.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.