Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗвӗҫӳн куҫӗ пысӑк, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Эпӗ Светланӑна улталарӑм пулсан, мана пула вӑл ҫапла асапланать пулсан, эпӗ унпа пӗр заводра ӗҫлеме, кашни кунах ун куҫӗ умне курӑнма вӑй ҫитерейместӗп.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Иван Кузьмич ахӑлтатса кулса ячӗ те илемсӗрленсе кайрӗ, сылтӑм куҫӗ айӗнчи ҫӗвӗк те пӗрре хӗрелчӗ тепре кӑвакарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара вӑл, юлташӗсен куҫӗ умне курӑнас мар тесе, каялла чакрӗ те алӑк хыҫне кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Унӑн куҫӗ умне Островскин «Аслатиллӗ ҫумӑр» драмӑри Катерина тухса тӑчӗ, — ӑна вӑл нумай пулмасть кӑна театрта курнӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Алексей куҫӗ хӗрелсе кайнӑ, унӑн хурарах кӑтра ҫӳҫӗ, усӑнса анса, тарланӑ ҫамки ҫумне пайӑркан-пайӑркан ҫыпҫӑнса ларнӑ, калаҫнӑ майӑн час-часах сывлӑша касакан сылтӑм алли вилнӗ ҫынӑнни пек, кӑвакарса кайнӑ, шӑлавар кӗсйине чикнӗ сулахай алли чӗтре-чӗтре илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫиленсен вӑл кӑштах шуралса каять, куҫӗ айӗнчи ҫӗвӗ палӑрми пулать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пирӗн Иван Кузьмич питӗ тӗлӗнмелле этем иккен: савӑнса е вӑтанса пӑлханнӑ чухне вӑл ҫав тери илемсӗрленсе каять, унӑн сылтӑм куҫӗ айӗнчи ҫӗвӗкӗ хӗрелсе пысӑкланать, пӗтӗм питне-куҫне шӑнӑр туртса хӗстернӗ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Иван Кузьмич сылтӑм куҫӗ айӗнчи ҫӗвӗке (тен, савӑннипе, пӑлханнипе тухнӑ куҫҫуль тумламне пуль?) шӑлса илчӗ те хӗрсене алӑ парса саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Проектсем пурте ял хуҫалӑх продукцине малтанхи майпа е тарӑннӑн тирпейлес ӗҫпе ҫыхӑннӑ, кашнинех мультипликаци хӑвачӗ пур, вӗсене пурне те Чӑваш Ен Правительстви хӑйӗн куҫӗ умӗнче тытать тата пур майсемпе те пулӑшса пырать.

Все проекты, направленные на первичную или глубокую переработку сельскохозяйственной продукции, имеющие мультипликативный эффект, находятся в поле зрения Правительства Чувашии и всячески поддерживаются.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ури вӑрӑм, куҫӗ чармак, Урхас Кушкӑ вӑрманӗнче Урлӑ-пирлӗ уткалать…

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Юлашкинчен, Тиллин элчел ҫинчен хунӑ юррине вуласан, кӑштах чун хурланать: ҫын ҫуралать, ҫуралсан — пурӑнать, пурӑнать те, ӗҫлет, ӗҫлет те, вӑхӑчӗ ҫитсен — куҫӗ хупӑнать, тетӗн.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Радиовещанипе телевиденишӗн партин XXII съезчӗн решенийӗсем, КПСС Программи — ҫӗнӗ темӑсен, шухӑшсен иксӗлми ҫӑл куҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Вӑл капитализм самани хӑварнӑ хура енсене, харпӑр хӑйшӗн кӑна хыпса ҫунакансене, «хамӑр пурӑнса пултӑр» текенсене, ӗҫлемесӗрех тутлӑ ҫиме юратакан харам пырсене, вӑрӑсене, вӗҫкӗн ҫапкаланчӑксене, йӑпӑлти бюрократсене, «сӗрме» пӑхакансене, кахалсене халӑх куҫӗ умне кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫук, пирӗн ҫӑл куҫӗ пек таса та янравлӑ, пысӑк шухӑшсене каласа пама пултаракан пуян чӗлхемӗр ҫӗр ҫинчен ҫухалмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫывхарсан тӳрех Ҫуппа куҫӗ тӗлне пулӑп, ҫитет вара ӑна шӑл йӗрме: «Ӑхӑ, эсӗ хӑвах ман вӑлтана лекрӗн», — тейӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Итлекенсен куҫӗ умне кӗрлесе ҫунакан ял тухса тӑчӗ, килсӗр тӑрса юлнӑ ватӑсем, хӗрарӑмсем, хӑраса йӗрекен ачасем…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫӗ витӗрех курмастчӗ те, кил-ҫуртран таҫта пӑрӑнса тухсах ҫӳреместчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫинкка, ӗҫ халь пулса иртнӗ пек, Харис салтака куҫӗ умӗнче курса тӑрать, пурне те аса илме тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юлашки вӑхӑтра ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑраймасӑр тарӑхнипе куян куҫӗ пек хӗрелнӗ куҫӗсем Ҫимун ҫине сиввӗн тӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех