Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курса (тĕпĕ: курс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшӗн куҫҫульне курса, чунне пӑшӑрхантарас темерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ывӑлӗ вара, амӑшӗ килнине курса, тӳрех куҫне хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Маншӑн пулсан, Парижа пуйӑспа, е самолетпа кайса килни, унта Кутюрьерен ҫи-пуҫ туянни, хула курса сӳрени, кӑмӑла тивӗҫтерни лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫакӑн пек кӗтменлӗхе курса, Элиме сасӑпах каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Нушине курса ӳсрӗмӗр ӗнтӗ, ҫавах та ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын пултӑмӑр, ята ямарӑмӑр, - иртнине куҫ умне кӑларчӗ Роза Судакова.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта тытса чарма ҫук // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/vaxata-tyitsa-cha ... a-cuk.html

Ӑнӑҫу сунатпӑр ҫамрӑк фермера предпринимательлӗх ӗҫӗнче, патшалӑх кӳрекен тӗрлӗ енлӗ пулӑшу мерисемпе усӑ курса татах та аталанмалла пултӑр!

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк предприниматель пуҫарулӑх кӑтартать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11998-camr-k ... h-k-tartat

— Эсӗ асӑрхаман-и, вӑл хӗвел питтинче, хӗвел ҫинче выртма, тутлӑ тӗлӗксем курса ҫывӑрма юратать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Кӑшт тӑрсан, меллӗ самантпа усӑ курса, Вихтӗр ашшӗнчен ыйтать:

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Вӑй пуррипе усӑ курса, чукмарпа шарт тутарнӑ та ӗлӗк — ӗҫӗ те пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫак мыскарана курса савӑннӑ шӑнкӑрч ҫунат ҫапса ахӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫак кунсенче Любовь Кузьмина «Туслӑхсен» ытамӗнче пулчӗ, чӑваш юрри-ташшипе киленчӗ, хӑй ҫӗлесе тӑхӑнтарнӑ, чӑваш тӗррисемпе илемлетнӗ чӑн чӑваш тумӗсене курса савӑнчӗ, ӑшӑ саламсем йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкре те тӗрӗ тӗрлет,капӑр тум ҫӗлет… // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82e%d ... %b5%d1%82/

Паянхи тӗп тӗллев — вӑхӑтпа туллин усӑ курса ака ӗҫӗсене шутлӑ кунсенче вӗҫлесси.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫӗсем кая юлнӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... bb%d0%bda/

Аннеҫӗм, хура-шурне сахал мар астиврӗн пулин те, кӑмӑл-сипетне ҫухатмарӑн, пире тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтертӗн. Тавах сана ҫакӑншӑн. Паянхи кун 13 мӑнукупа, 9 кӗҫӗн мӑнукупа телей курса пурӑнатӑн. Кашни уявра килте савӑнӑҫлӑ кулӑ, ача сасси хуҫаланни пирӗн кӑмӑла та ҫӗклет. Эпир, анне, сана ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул сунатпӑр. Ачусемпе, мӑнукусемпе малашне те савӑнса пурӑнмалла пултӑр», — теҫҫӗ ачисем амӑшне тав туса.

Куҫарса пулӑш

Нуша курсан та хуҫӑлман // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %b0%d0%bd/

Хуҫалӑхсем кашни уяр кунпа усӑ курса ака-суха ӗҫӗсене пахалӑхлӑ ирттерсе ярассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ака-суха ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b0%d0%b ... %ab%d3%97/

Профессиллӗ уяв кунӗ умӗн ертӳҫипе А.Н. Ильинапа курса калаҫрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

Ҫавӑн пекех туяннӑ техникӑшӑн 40 процентне каялла тавӑрса пама май паракан патшалӑх программипе усӑ курса районти ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен нумайӑшӗ техника паркне ҫӗнетсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Техника хатӗрлӗхӗн тӗрӗслевӗ вӗҫленнӗ // Ю. ГРИГОРЬЕВ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/30/te ... slev-vlenn

Светлана Железновӑпа Вера Степанова йӑлана кӗнӗ орнаментпа тата вырӑнти авалхи паллӑсемпе усӑ курса район территорине тӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Район сӑнӗ шурӑ пир ҫине тӗрленӗ // О.АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/ra ... -ine-trlen

Пӗр самантпа усӑ курса хисеплӗ мӑшӑрпа иртнӗ кун-ҫулне тишкерсе тухатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Юратупа шанчӑклӑхӑн «ылтӑн юбилейӗ» // Наталия АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/yu ... tn-yubilej

Кунта ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗ, пысӑк компанисем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштараҫҫӗ, Раҫҫей илӗртӳлӗхӗ, курса ҫӳремелли вырӑнсем пирки каласа параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Эпӗ ҫурт умӗнче тӑратӑп – урампа хурӑн ҫулҫипе усӑ курса тӗрлӗ майлӑ сас кӑларса тата шӑхӑркаласа пӗр ача утать.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех