Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫалапа (тĕпĕ: каҫала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫалапа Михала килне таврӑнчӗ те урӑх ниҫта та тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнер каҫалапа хыпар тухрӗ — Шупашкар мэрӗн чӗри чӑтайман та вӑл вилсе кайнӑ.

Вчера вечером появилась новость — скончался мэр Чебоксар, у него не выдержало сердце.

Шупашкар мэрӗн чӗри тапма чарӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32710.html

Каҫалапа пур юлташӗсем те пуҫтарӑнсан, Иван хӑйӗн туйӗ Пӑрмасра мӗнле иртни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тепӗр кун каҫалапа, кирлӗ ӗҫсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн, Эльгеевсем пӑрахутпа Шупашкаралла ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Каҫалапа, аппӑшӗ лӑпланса ҫывӑрса кайсан, Мишӑпа Павӑл улма пахчине тухса ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хусана Павлуш каҫалапа тин ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Каҫалапа, юлташӗпе Ваня Даниловпа тӗл пулсан, мӑшкӑл курнине манса, каҫса кайсах кулчӗҫ ун пирки.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тӑвалла каякан пӑрахут тепӗр кун каҫалапа тин пулассине пӗлсен, артистсем Самар хулипе паллашма сапаланса тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паян каҫалапа Вандюков Шӗнерпуҫӗнче учительсене пухать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каҫалапа Эльгеев патне Петр Данилович Тенюков пырса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каҫалапа кӑшт температура хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каҫалапа урама тухса хуткупӑсне тӑсса ярсан, салтак ачисем наччасрах Павлуша хупӑрласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каҫалапа пирӗн пата кӗрсе тух.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗрлӗ казармӑсенчен хула еннелле тапранса тухнӑ салтаксене паян каҫалапа масар патӗнчен илсе Казанка шывӗ урлӑ каҫармалла, терӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каҫалапа фейерверксем пӗлӗте ҫутатса халӑха килентерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каҫалапа Тимирязевӑна та ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каҫалапа каялла леҫӗпӗр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Хӑта, паян каҫалапа пырса лар, калаҫса пӑхӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Каҫалапа вӗриленсе выртатӑп, сыпӑсем тӳсме ҫук ыратаҫҫӗ, тарлаттарать…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шыва кӗртсе таса кӗпе-йӗм тӑхӑнтарнӑ хыҫҫӑн, каҫалапа Элкей Микулине тупӑка вырттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех