Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

камне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петр Васильевич, пуҫӗ ҫине кӗтмен инкек татӑлса аннӑран ӑсран тайӑлнӑ пек пулнӑскер: «Чухлатӑп эп вӑл камне, ӑна тавӑрма киреметрен хаяртарах меслет шыраса тупатӑп акӑ», — тесе ҫӳрет имӗш…

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ман «великий друг» камне чухламастӑн пуль-и?

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эп камне сассӑмран уйӑрса илеймерӗр пулсан мана сирӗнтен ним те кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Эпӗ, паллах, пур вак-тӗвексем ҫинче те чарӑнса тӑмастӑп, ҫав хӗрарӑм камне каласа кӑтартатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Вӑл хӑй камне те, ӑҫтан килнине те каламарӗ, анчах профессор тупӑкне йӑтса пыма ирӗк ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Автоинспекци начальникне сержант хӑй постра тӑнӑ чух «иккӗлентерекен» машина тытса чарни, шофер аллинчи документсем пичетсӗр пулни, кабинӑра килекен тепӗр ҫыннӑн (леш «майорӑн») хай камне ӗнентерекен нимӗнле хут та ҫукки, ҫавӑн пирки вӗсене иккӗшне те кунта илсе килмелле пулни ҫинчен пӗлтерсен, начальник ҫавӑнтах унран: — Тепӗр ҫынни ӑҫта вара санӑн? — тесе ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Пӗлетӗр пуль вӑл камне?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑй камне манса кайсах, юратӑвӗ ҫинчен каларӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй камне калаймасӑр чӑтаймарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара юланутҫӑ, вӑл камне пӗлтӗмӗр ӗнтӗ эпир, ҫапла шухӑшларӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна хӑйсем кам пулнине, хӑйсен командирӗ камне вӑрманта чухнех хӑшместӗр каласа пама ӗлкӗрнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ну, эпир камне каларӑмӑр, ма эсир, пичче, хӑвӑр камне каламастӑр? — ҫине тӑчӗ Кирук.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Пичче, малтан хӑвӑр камне калӑр, вара эпир те калатпӑр, — терӗ Кирук.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Эсир пирӗнтен камне ыйтатӑр, эсир хӑвӑр кам — эпир те сире пӗлместпӗр? — терӗ хӑюллӑн.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Курӑр эп камне, арӑма епле хисеплетӗп, пулӑшатӑп, тет пуль.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Хородничану хӑй камне тата хӑйӗн профессине пӗлтерекен хӑма татӑкне килхапхи алӑкӗ ҫумне ҫырса ҫапманни ӑнсӑртран мар ӗнтӗ.

Недаром Хородничану не прибил к двери дома табличку со своим именем и указанием профессии.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Калаҫмасӑрах эп камне лайӑх пӗлет вӑл…

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эп камне пӗлсен, калама ҫук савӑнчӗ, пӗр хушӑ калаҫайми пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑй, юнӗпе чыхӑнса, ман ҫине пӑхса, хуллен: — Шутламарӑм хама ҫапла тӑвасса… Ан яр! Ан тарт ӑна, Кӗркури! Ответ тыттарӑр, камне пӗлетӗ-ӗр… — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсен кӗнеки валли заявка» тесе палӑртмалла, автор камне кӑтартмалла.

В теме необходимо указать «Заявка в сборник стихов о Михаиле Сеспеле», а также имя автора.

Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухаҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33910.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех