Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калӑпӑр (тĕпĕ: калӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Е, калӑпӑр, «Контактра» халӑх тетелӗнчи чӑвашла интерфейсӑн куҫарӑвне илес.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Ав, калӑпӑр, «округ» вырӑнне «тӑрӑх» теме кирлӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

– Культура тата досуг учрежденийӗсене ял тӑрӑхӗсенче самаях нумай туса пыратпӑр, калӑпӑр, пӗлтӗр, ҫак ӗҫсене туса пыма 578 миллион укҫа тӑкакланӑ пулсассӑн, кӑҫал 604 миллион ытла ҫак ӗҫсене тума палӑртса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60457

Акӑ, калӑпӑр, автор Янтул пурнӑҫӗ малалла мӗнле пулни пирки пач асӑнмасть.

Вот, скажем, автор совсем не упоминает о том, как сложилась в дальнейшем жизнь Яндула.

«Хветӗр Уярӑн «Таркӑн» романне мӑшӑрласа пӗтертӗм!..» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/210

Калӑпӑр, «путлӗ», «путек», «кансӗр»…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

Калӑпӑр, Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округра пурӑнакан Филимоновсен династийӗн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 932 ҫул.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ пӗтӗмӗшле 10 пин ҫул ӗҫ стажӗ пухнӑ династисене тав тунӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/chav ... stazhepe-d

Калӑпӑр, «ВНИИР» ОАО Бангладешри атом станцийӗсем валли кирлӗ пек таварсем хатӗрлесе парать.

Куҫарса пулӑш

«Узбекистанри АЭС строительствин ӗҫне Чӑваш Ен хутшӑнма хатӗр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/27/uzbe ... sh-en-huts

— Калӑр-ха, эсир пысӑк ҫын пулма, калӑпӑр, пӗтӗм Совет Союзӗпе паллӑ ҫын пулма ӗмӗтленмен-и?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Калӑпӑр, вырӑсла «исторически опыт» тенине чӑвашла «истори опычӗ» ҫеҫ темелле иккен, «социалистическая страна» тенине «социализм ҫӗршывӗ» т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Пӗри, калӑпӑр, урӑ мар пуҫпа руль тытнӑ, тепри хӑйне турттарма хушман груз тиенӗ, виҫҫӗмӗшӗ урампа пынӑ ҫӗртех йӗркесене пӑсать…

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Аш-какай туса илесси, тӳрех калӑпӑр, питӗ япӑх пырать: 2022 ҫулхи 1-мӗш кварталпа танлаштарсан чакнӑ — 88 процент (!).

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Исаев Мӗтрийӗ кам тесе ыйтакансене ҫапла калӑпӑр: вӑл чӑваш совет прозин никӗсне хывакансенчен пӑри, чӑваш литературӑ критикине пуҫарса яракансенчен пӗри пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫапла ҫеҫ калӑпӑр: вӑл — никам та мар, чи малтан, Исаев пулнӑ, тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Умсӑмах авторӗпе килӗшсе, эпир та ҫавӑн пекех калӑпӑр, Исаев ҫырӑвӗсем вулакансене, тӑван литературӑна тӗпчекенсене пысӑк усӑ пама пултараҫҫӗ, тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Калӑпӑр, Пинер…»

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ырӑ ҫын вырӑнтан, калӑпӑр, хускалман-ха, вӑл ӑҫта каясси ҫинчен пӗтӗм тӗнче пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл вилес-тӗк патька-патшана мӗн калӑпӑр!

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ну, калӑпӑр, тепӗр арҫынни вӑл эпӗ те пулма пултаратӑп-ҫке-ха!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Калӑпӑр, танлаштар мана пӗр-пӗр паттӑрпа.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эштеле икӗ тӗрлӗ йывӑҫран, калӑпӑр, юманпа ҫӑкаран тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех