Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӳнӗ сăмах пирĕн базăра пур.
йӳнӗ (тĕпĕ: йӳнӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ун пек йӳнӗ хакпа туянмастӑп.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытла йӳнӗ хак пулӗ ку, киле таврӑннӑ ятпа йӑпӑлтатса пӗрререн пӗрре сӗтел хушшине лартни.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Паллах, вӗсен хакӗ йӳнӗ мар, ҫавна май тухса калакансем пухӑннисенчен пулӑшу ыйтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ ӗҫпе ҫирӗпленет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11756-ch ... cir-plenet

Тирне йӳнӗ туяннӑран капкӑна нумай «ҫаклатма» тӑрӑшмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Вӑт, шуйттан, хӑй ҫӗрме пуян, тыррине шутсӑр йӳнӗ хакпа е ахалех выртарасшӑн, — тарӑхса калать саплӑклӑ кӗпе тӑхӑннӑ, пысӑк кивӗ ҫӑпата сырнӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вара Яка Илле йӳнӗ хакпа тырӑ илме тытӑнать.

И Илле начнет скупать у крестьян хлеб за бесценок.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Имҫама центнерӗ-центнерӗпе турттарма вӑл йӳнӗ япала мар, ачам, ҫавӑн ҫинчен шухӑшламалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак ӳсӗмре пӗчӗкскерсем ҫакӑн пек экономика ӑнлавӗсене хак пама пуҫлаҫҫӗ: «хаклӑ» - «йӳнӗ», «тупӑшлӑ» - «тупӑшлӑмар», «тӳрӗ кӑмӑллӑ» - «ултавлӑ».

Куҫарса пулӑш

Укҫа хакне пӗчӗкренех вӗренеҫҫӗ // Вера МОРОЗОВА. http://alikovopress.ru/ukca-xaknee.html

Ватӑсем хыҫҫӑн пушанса юлнӑ ҫурта йӳнӗ хакпах сутаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Инҫе кайма та кирлӗ мар: iPhone йӳнӗ смартфон пулнӑ пулсан вӑл никамшӑн та кӑсӑклӑ пулмӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна пурнӑҫласшӑн мар? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6079.html

Шел те, ваттисем тахҫанах каланӑ: «Йӳнӗ япала йӳнеҫтерет», тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна пурнӑҫласшӑн мар? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6079.html

Тӑкаксене шутласа пырӑр, анчах йӳнӗ тавар ан туянӑр.

Следите за расходами, но не покупайте товары со скидкой.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унтан йӳнӗ яма…

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Урасмет князь ывӑлне Хусанта тир ытла йӳнӗ пулни ҫинчен, тӗкӗрҫӗре тӑнӑран ял ҫыннисем пасарсене ҫӳрейменни ҫинчен каласшӑнччӗ, анчах кирлӗ мар тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑста улшуҫ кунта чуман лашанах юставлӑ, чирлӗ лашанах сывӑ, ватӑ лашанах ҫамрӑк туса кӑтартать, начар лашанах хаклӑ хакпа сутма пултарать; тепри, сутма пӗлменни, ырӑ утах йӳнӗ хакпа тыттарса ярать; кайран хӑй йӑнӑшне чухласа илет те, ухмаха тухнӑ пек, улшуҫ хыҫҫӑн чупать.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах пирӗн ун пек йӳнӗ хакпа сутма ытлашши тырӑ ҫук! — кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ, кантӑк янаххи ҫине таянса тӑраканскер.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Апла пулсан, Петӗр Дормидонтӑч рабочисене йӳнӗ хакпа ӗҫлеттерет, тупӑшне ытларах илнипе пуять.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӑмӑл туяннӑ япалан хакӗ йӳнӗ, Георгий Петрович, — мӑнаҫлӑн тавӑрчӗ Михаил Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫак йӳнӗ парнене те пулин илсемӗр манран асӑнмалӑх, — ташӑ хыҫҫӑн уйрӑлнӑ чух пӗчӗк коробка тыттарса каларӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ӑ-хӑ… — текелесе кӗсйинчен кӑларса кӑтартрӗ ывӑлӗ пӗр ывӑҫ йӳнӗ хутпа чӗркенӗ канфетсене.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех