Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

итлеме (тĕпĕ: итле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн тери кӑмӑллӑ та ырӑ ҫак шӑв-шава итлеме.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун сассине Якур нихҫан та лӑпкӑн итлеме пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Якур ҫӑл шывӗ тӳлеккӗн шӑнкӑртатса юхнине итлеме халӗ те юратать.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Капла унӑн кашни сӑмахне итлеме пуҫласан, пуҫ тӑрринех хӑпарса лармӗ-ши вӑл?»

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Дина Гаврилова куракансене хӑйӗн чаплӑ кӗнекисен сыпӑкӗсене пӑхма тата итлеме май панӑ.

Дина Гаврилова предоставила зрителям возможность посмотреть и послушать отрывки из своих замечательных книг.

Дина Гаврилова писательницӑпа тӗлпулу иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3438570

Унӑн витӗмлӗ сассине савӑнса итлеме пире те, тӑванӗсене те урӑх пӳрмен курӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Сывлӑх сунатӑп пурне те!!!» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/116

Ҫапах та, пурӑнсан-пурӑнсан, правленирисем унӑн отчетне итлеме шут тунӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Суд пулнӑ кун ӑна итлеме пӗр икҫӗр ҫын ытла пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ватӑсене пӑхнисӗр, пӳлӗмсене тирпей-илем кӳнисӗр пуҫне кунта пурӑнакансен чунне мӗн ыраттарнине итлеме, лӑплантарма та хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Укахвишӗн вара уння юррине итлеме тивӗҫ илнӗ ҫывӑхран та ҫывӑх тус — тӑван тавралӑх пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫуллахи театрта концерт итлеме те пултарӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Итлеме кӑмӑл пулсан, манӑн яланах юрӑ пур.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Купӑс кӗввине итлеме пӗлмесӗр сиккелекен, хур пек пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнине саккӑрла ҫаптарни тесе шутлакан Хӑяккӑн Теренти пек-и?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Чӑвашри хуткупӑс ӑстисем ҫак музыка инструменчӗсемпе кӗвӗ мӗн тери аван калама пӗлнине Архангельскра пурӑнакансем кӑна мар, Новодвинскри ҫынсем те итлеме пултарнӑ.

Не только жители Архангельска, но и новодвинцы смогли послушать, как хорошо умеют играть чувашские гармонисты на этих музыкальных инструментах.

«Санар» купӑҫсисем Архангельскра палӑрнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35194.html

Йыснӑшне яланах итлеме хӑнӑхнӑ, ӑна хирӗҫ нихӑҫан та ҫур сӑмах каламан Хветура чӗнмесӗр вырнаҫрӗ те икӗ аркӑллӑ вӑрӑм кӗпине хӑй айне пуҫтарса хӗстерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Паян Сидоркинпа Брянцев сана ҫеҫ итлеҫҫӗ пулсан, ыран вӗсене пире итлеме те вӗрентӗпӗр — акӑ мӗнле.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эсӗ вара мухтанине ҫеҫ итлеме хӑнӑхса кайрӑн.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Интереслӗ те-ҫке, чӑнах та, юман пек тӗреклӗ, юн пӗрхӗнсе тухас сӑнлӑ ҫын (ларасса та вӑл улӑпла вӑй-хӑвачӗ кӗрлесе каясран асӑрхансах ҫапла хускалмасӑр, аллисемпе чӗркуҫҫийӗсем ҫине тӗревленсе ларнӑн, калаҫасса та ҫавӑнпах хуллен, васкамасӑр калаҫнӑн туйӑнать) тепри кӑмӑл-туйӑм пуянлӑхӗпе ҫепӗҫлӗхне чи мала хурса калаҫнине итлеме.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӑнсӑртран, пачах кӗтмен ҫӗртен итлеме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тахӑш енчи, тахӑш кӗтесри ҫынсемпе калаҫнӑ хушӑрах диспетчерсем карлӑк умӗнче канӑҫсӑрланса, куҫран кӗрсе каяс пек пӑхса тӑракан ҫынсене итлеме те, вӗсене сӑмах хушма та ерҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех