Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттерчӗ (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак пысӑк хуйха вӑл питӗ йывӑррӑн чӑтса ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн пӗрлехи хыснинчи тупӑшӗсене ӳстерессипе, ӗҫ укҫине вӑхӑтра тата туллин тӳлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе ӗҫлекен комиссин черетлӗ ларӑвне ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Кунӗпех ура ҫинче ирттерчӗ Михапар.

За целый день ни на минуту не присел, не отдохнул Михабар.

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрттӑн каласан, Укка кунӗпех хӑйпе Микулай ҫинчен суйланса ирттерчӗ.

Сказать по правде, Укка целый день волновалась за себя и Мигулая.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр ҫулталӑка яхӑн Укка ял хушшинче ирттерчӗ.

Около года Укка скиталась по родной деревне.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫав ҫӗре Укка Микулайсен аслӑкӗ ҫинче ирттерчӗ.

Ночь она провела на сеновале в доме Мигулая,

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Малалли тепӗр виҫӗ куна вӑл ҫурма тӗлӗкри — ҫурма чӑн пурнӑҫри пек ирттерчӗ.

И последующие три дня Яндул провел то ли во сне, то ли наяву.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл ҫӗре Ваҫук телӗкри пек ирттерчӗ.

В ту ночь перед глазами мальчика неотступно стояло одно видение:

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр кун яра куна тем кӗтсе ирттерчӗ вӑл.

Ни с того ни с сего занемог мужик.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Резине Зейнатуллина ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/

Вара эрнипех ашшӗ умӗнче ирттерчӗ Ухтиван.

Целую неделю провел возле отца Ухтиван.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗҫре вӑл паян ҫынсемпе пӗрле чун килениччен, кӑмӑл туличчен ӗҫлерӗ, яракуна хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ҫынсемшӗн, колхоз ӗҫӗшӗн ирттерчӗ, килте ӑна хӑй хисеплесе юратакан ҫын, пӗрре куҫран пӑхсах ӑнланакан арӑм кӗтет.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман паян тӗрлӗ ҫӗре нумай куҫса ҫӳремерӗ, тутаркассен ушкӑнӗнче ытларах вӑхӑт ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхоз Октябрь, праҫникне пӗр ҫӗрте мар, виҫӗ ҫӗрте — кашни бригадӑра уйрӑмӑн — ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян конюх хӑйӗн качакине пӑхассипе вӑхӑт ытларах ирттерчӗ пулас, колхоз витине ирхи апат вӑхӑтӗнче ҫеҫ ҫитрӗ, вӑл пынӑ ҫӗре Левентей пур витесене те тӗрӗслесе тухма ӗлкӗрнӗ, халӗ Сехре Иванне конюхсен ҫуртӗнче кӗтсе ларать.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унта вӑл малтан мастерскойра ӗҫлерӗ, кайран, тракториста вӗренсе, ҫывӑхри пӗр колхозра ҫураки ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тукай ку кичем калаҫӑва чиперех тӳссе ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл тинӗс хӗррине ҫитсе курасшӑн пулчӗ, кашни кун тенӗ пекех чаплӑ йышӑнусем ирттерчӗ, хӑнана нумай ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Боярсем пурте килӗшет терӗҫ, вара тата темиҫе кунран Елена Шигалейпе унӑн арӑмӗ Фатьма-Салтан ячӗпе йышӑну туса ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан элчӗсем ячӗпе вӑйлӑ ӗҫкӗ ирттерчӗ, тепӗр кунне Сафа-Гирейпе ун ҫыннисене хуларан тухсах ӑсатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех