Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫертсе (тĕпĕ: вӗҫерт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юнашар ӳсекен икӗ йывӑҫа авса, чӗрӗ ҫыннӑн сулахай аллипе урине пӗр йывӑҫ, сылтӑм урипе аллине тепӗр йывӑҫ ҫумне ҫыхнӑ, кайран ҫав авнӑ йывӑҫсене вӗҫертсе янӑ та, ҫын кӗлетки сывлӑшра икӗ пая уйрӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ унӑн ҫилли сасартӑках асар-писеррӗн капланса вӗреме пуҫларӗ, сывлӑшӗ пӳлӗнсе килнипе кӗпи тӳмисене вӗҫертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Тарье кӗпе тӳмисене вӗҫертсе ячӗ те уҫӑ кӑкӑрӗпе упӑшки умне тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хрестук савнӑ тусне чӑп! чуптуса илчӗ, аллисене вӗҫертсе, уйрӑлса кайма та тӑчӗ, анчах хальхинче Сергей аллинчен тӑруках вӗҫерӗнеймерӗ: йӗкӗт ӑна хӑй ҫумне ҫупӑрласа тытрӗ те — хӗрӗн вут пек вӗри тути ҫӗр каҫмалӑх ӑшӑтса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сехри хӑпнӑ йӗкӗт хӗре вӗҫертсе ячӗ — Хрестук ҫиҫӗм пек тӑрса алӑка уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑнчӑртан вӗҫертсе яратӑп, тет.

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йытта сӑнчӑртан вӗҫертсе ярам-и эпӗ те?

Куҫарса пулӑш

Муллапа Сахар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей хӑйӗн тӑватӑ ураллӑ тусне ачашласа илчӗ, унтан мӑйӗнчен йӑлине вӗҫертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Малтан Чикана вӗҫертсе ямалла марччӗ-и? — ыйтрӗ Сергей.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах унччен те пулмарӗ, Ваҫка, икӗ утӑм каялла чакса, каллех урисем ҫине тӗревленсе тӑчӗ, унтан, хӗстерсе лартнӑ пружинӑна вӗҫертсе янӑ пек, Антун ҫине сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вӑл пӑтаран Мамич-Бердей тумтирне вӗҫертсе илчӗ, йӗрӗннӗ пек тыткаласа ӑна урайне пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алӑка ҫаклатнине вӗҫертсе ҫапла асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ывӑлне йыттине вӗҫертсе яма хушрӗ:

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑрса унӑн каялла туртса ҫыхнӑ аллисене вӗҫертсе ячӗ, хул пуҫҫирен тӗксе ӑна хӑй еннелле ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫекӗлтен ҫакнӑ пӑшалне вӑр-вар вӗҫертсе илчӗ та кашкӑр тытмаллипе авӑрларӗ, вара виҫсӗмӗр те вӑрмана чупрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Вӗҫертсе ятӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

— Ну, — терӗ Палюк мучи, — халь вӗҫертсе яма та юрать.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Вӑл, лампӑна вӗҫертсе, пукан ҫинчи витрене пырса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Старик сӑхманне пӑтаран вӗҫертсе илчӗ, чӳрече патне пырса ламппине сӳнтерчӗ, унтан кӑмака ҫине улӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыйхӑ чӑптин ҫӑпати кантрине салтса ун ик урине пӗр ҫӗре ҫыхни унта е ун йӗм ҫӑрхине вӗҫертсе янисем.

А над уснувшими проделывают довольно злые шутки: возьмут и свяжут оборки лаптей с обеих ног или еще смешней — расстегнут поясной ремешок,

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех