Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗресе (тĕпĕ: вӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсен мастерскойӗнче ҫакӑн пек ӗҫ вӗресе тӑнине жестянщиксем астумаҫҫӗ те.

Подобного оживления в мастерской жестянщиков никто еще не помнил.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ман юмахра ниҫта кайса кӗрейми вӗресе тӑракан юрату ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗресе тӑракан юнлӑ, вӗресе-ҫунса тӑракан натура… эсир калашле, горячий е огненный змий мар, змий страсти тесшӗн пултӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пур ҫӗрте те пурнӑҫ вӗресе кӑна тӑрать.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Халӗ уйра та, садра та, пахчара та ӗҫ вӗресе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Халь унӑн юн тымарӗнче хӑйӗн юнӗ кӑна мар, савни юнӗ те вӗресе юхать, телейлӗ вӑл…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӗр туссем аякри палламан вырӑс хӗрӗн паттӑрлӑхӗпе асапӗсем ҫинчен вуланӑ чух хурланчӗҫ те, хаярланчӗҫ те; ҫамрӑк партизанкӑран чун илнисем мӑшкӑллани ҫинчен вуланӑ чух вӗсен чӗрисенче куҫҫулӗпе пӗрлех хаяр курайманлӑх вӗресе тӑчӗ…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Анчах ку йӑнӑш пулнӑ пулӗччӗ: ӗҫ те ҫунать Михала мучи аллинче, савӑнӑҫӗ те вӗресе тӑкӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Ӗҫ вӗресе тӑрать.

Сейчас Близнецы на пике своей деловой активности.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Дуся сӗтел ҫине вӗресе тӑракан сӑмавар пырса лартрӗ, чей куркисем тата аш кукли касса хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сантӑр куҫ умне хапхине тикӗтпе варалани тухса тӑчӗ, чӗринче Микулана курайманлӑх вӗресе хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микулана тавӑрас кӑмӑл-шухӑш вӗресе хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн кӑмӑлӗнче те вӗсене тавӑрас ҫилӗ вӗресе хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Килнелле утнӑ май, Прахӑр ҫемйинче хӑйсене курайманлӑх вӗресе тӑнине шута илчӗ те Кӗтерук ҫинчен усал шухӑшлани тӗрӗс мар тесе ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Яшки вӗресе ан пӗттӗр тесе, хуран айӗнчи вутта ҫеҫ айккинелле сирчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗресе хӑпарнӑ ҫиллине шӑнараймасӑр, куҫ тӗлне никам пулманшӑн тарӑхса, ула йыттине пырса тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шыв милӗк витӗр вӗри чул ҫине юхса анчӗ те чашкӑрса вӗресе пӑс пулса тӳпенелле сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗресе хӑпарнӑ ҫиллине шӑнараймасӑр, ним калама аптраса, хапха умӗнче тӑрса юлчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫуллахи каникул пуҫланман та тейӗн – шкул пурнӑҫӗ вӗресе тӑни кашни утӑмран палӑрчӗ кунта.

Куҫарса пулӑш

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Тин ҫеҫ пӑртак лӑпланнӑ хӗрарӑмӑн чӗри каллех сиксе тапма, пӗтӗм ӳт-пӗвӗ тӑрӑх юнӗ пӗр вӗресе тӗ чашкӑрса чупма, пуҫӗнче темле тӗрлӗ шухӑшсем пӑтранма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех