Шырав
Шырав ĕçĕ:
Питех те вӑйсӑррӑн, хӑлхара янӑранӑн — инҫетри тӗлӗнмеллерех сасӑсене илтетӗп те, тимлӗхе кӑштах хухтаратӑп та — уҫӑмлах мар ҫак сасӑ мӗлкисем кӑварсен ҫатӑртатӑвне е тӑкӑнакан тӑпра чашӑлтатӑвне куҫаҫҫӗ.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Сасӑ ҫав тери вӑйсӑррӑн илтӗнет, ылтӑнран шухӑш килти тӑват ураллисем ҫине ӑнсӑрт уйлану шайӗнче ҫеҫ куҫаять ахӑр.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Чирлӗскер кӑштахран вӑйсӑррӑн калаҫма пикенчӗ.
III. Сив чир // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Нимӗн те тӑваймастӑн, — хул пуҫҫисене вӑйсӑррӑн хускаткаласа ҫухӑрашать Лемарен.— Нечего делать, — сказал, бессильно поводя плечами, Лемарен.
X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пенине илтсе карчӑк ҫухалнӑ, урайӗнче, чӳрече патӗнче, ыратнӑран йынӑшса Матиа вӑйсӑррӑн упаленет.Старуха исчезла, услыхав выстрелы; на полу у окна, болезненно, с трудом двигаясь, стонал Матиа.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Стомадорӑн таса кӑмӑлӗ халӗ Консуэлӑна пӗтӗмпех, туллин ӑнланмалла, ҫавӑнпа та хӑйне евӗрлӗ, хӑрушӑ ӗҫ-пуҫа пула самаях аптӑраса вӑл ҫапах та хунар вӑйсӑррӑн ҫутатакан ансӑр шахтӑна хӑюллӑн тинкерчӗ те сӑмах хушрӗ:
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Питӗ тимлӗн тинкерсен ҫеҫ вӗсем вӑйсӑррӑн сывланине, мӑйӗсем ҫинче юн тымарӗсем ҫӗклене-ҫӗклене хутланнине асӑрхаятӑн.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ну, мӗскер? — чавсаланса вӑйсӑррӑн ыйтрӗ Хонс.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Горизонтран леререх тупӑ сасси пӗр вӗҫӗмсӗр илтӗнет; вӑйсӑррӑн шартлатакан сасӑ ҫак самантсенче чарӑна-чарӑна урасем патнех куҫса килнӗн туйӑнать.
Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.
Унӑн пичӗ Гноршӑн ытла та кӗретӗн курӑнать, вун-вун хут пысӑкрах пек; Гнор ӑна хул пуҫҫинчен тытрӗ, хӑйне пачах туймасӑр темӗн калать, калать… мӗн — тӳрех манчӗ; хӑйӗн сӑмахӗсен сасси ӑна тискеррӗн те вӑйсӑррӑн туйӑнать; вара вӑл тахҫантанпах кӗтекен телейӗ килсе ҫитнипе кӑшкӑрса ячӗ, ҫак телейӗн туйӑнми, суккӑрла, ӗсӗклекен ачашлӑхӗнче Кармен урисем патне пӗшкӗнчӗ те вӗсене чӗтрекен, асапланса ҫитнӗ аллисемпе кӗвӗҫӳллӗн, ункӑ туса ытамларӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Суринэ вӑйсӑррӑн, йывӑррӑн пусӑрӑнса выртать.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Иртсе кайнӑ вӑхӑт пирки салхуллӑн уйланса ларакан Нок шартах сикрӗ те тимлӗн итлерӗ: кӗсменсем шыва вӑйсӑррӑн, аптӑравлӑн, ылмаш-тӗлмеш лексе ҫапӑнаҫҫӗ, кимӗ малалла куҫни пачах сисӗнмест.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Тӗттӗмлех тӗлӗнмелле эрешсем акать, ун тӗпӗнче сӑрӑ, кӑвак пӑнчӑсем кумаҫҫӗ; хунарӑн хӗрлӗ ҫути курӑнман уҫлӑхӑн йывӑрлӑхне, тӗттӗмлӗхне вӑйсӑррӑн ҫутатать; ҫурма ҫутӑ, чикӗсӗр тата хӑрушӑ шывра асар-писер сӑнарсем кӗшӗлтетеҫҫӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Хӑйӗнчен икӗ утӑмра выртакан кашкӑрсене пӑхса илсен, вӑл халь ҫав тери ывӑннӑ кӑна мар, халран кайнине туйса илчӗ, сухӑрлӑ йывӑҫ вулли ҫине вӑйсӑррӑн лак! ларчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эс, Ванькка, пирӗншӗн ан пӑшӑрхан, йӑмӑкна пӑх, — вӑйсӑррӑн хирӗҫлерӗ Матви.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Эсӗ мӗншӗн халӗ те тармастӑн? — вӑйсӑррӑн кӑшкӑрчӗ ӑна тӑна кӗнӗ Давид.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Курӑк нӳрлӗ, — кӗлеткине вӑйсӑррӑн хускатса йынӑшрӗ Блемер, — ӑнланатӑн-и эсӗ, вилетӗп эпӗ!— Трава сырая, — простонал Блемер, бессильно двигаясь телом, — я умру, понимаешь ли ты?
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Чирлӗ ҫынла вӑйсӑррӑн кулса Тарт матрос умне кукленчӗ, унӑн пӑчӑртаннӑ пӳрнисен хушшинчен тӑпӑлтарнӑ курӑка туртса кӑларчӗ.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Кӑвайт вӑйсӑррӑн ҫатӑртатать, чашлатать, пӑшалӑн яка хурҫи ҫинче ҫулӑм ҫути авкаланать, Тарт куҫӗсене шуранка вӗри ҫапать.Огонь вяло потрескивал, шипел, змеился в гладкой стали ружья и бледным жаром падал в глаза Тарта.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Куҫӗсем темӗнле тӗлӗнмеллерех, хӑйӗнни пек мар сӑна куҫма, мӑйӑхӗ айӗнче тути вӑйсӑррӑн палӑракан йӑваш кулӑпа ҫиҫме пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, анчах Грэй хӑйне алла илчӗ те ахӑлтатса кулса ячӗ, вара Пантена ылмаштарма тухрӗ.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.