Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аякранах (тĕпĕ: аяк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑссем хыҫҫӑн сиккипе пыракансем хушшинче Япанча мӑрсан лапсӑркка ҫӗлӗкӗ аякранах курӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтӑрла сеҫ мар, ҫӗрле те аякранах курӑнать Новоград Свияжский.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗрӗк вӑл, сан Хусану, унтан аякранах пӑнтӑхнӑ шӑрш кӗрет.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан арӑмӗ хӗрарӑм тарҫӑсемпе хапхаран тухтӑр ҫеҫ, ҫынсем ӑна аякранах пуҫ таяҫҫӗ, дервишсем пӗр-икӗ сӑмах хушма хӑюлӑх ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӑх вӗсене аякранах ҫул парать, пилӗк таран пуҫ тайса, ӑшра турра кӗл туса ӑсатать.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑвна хирӗҫ ҫын килнине аякранах асӑрхатӑн.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Килекен ҫынна ҫамрӑксем аякранах палласа илчӗҫ, ку вӑл никам та мар, ӗнерхи вӑрӑм сухаллӑ старик пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Йӑлтах тӑкма хатӗрленнӗ, хӗл каҫиччен ӳт чакарнӑ лаша ҫаплах урисене ҫӳле ҫӗклесе пусать-ха, хушка ҫамки аякранах палӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Халь те ак, ӑшаланӑ сухан шӑрши сӑмсана аякранах ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫавӑнпа та вӗсем Ульяновскри ҫар чаҫне кӗрсенех аякранах палласа илнине, савӑнса алӑ сулнине палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Район центрӗпе юнашар, пӗчӗк вӑрман пуҫӗнче вӑл, унӑн ҫурчӗсем аякранах курӑнса лараҫҫӗ…

Он находится рядом с районным центром, там, где начинается небольшой лес, его здания видны издалека…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Аякранах! курӑнса хӑратса тӑтӑр тесе Ивук унӑн хуппине те каҫах шуратса хучӗ.

А чтобы посох лучше был виден в темноте, Ивук остругал его накануне вечером, и теперь он белел издалека.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тыр пуссинчи вырман анасем ҫинче аякранах хура тӑпра палӑрать.

Даже издали видятся черные проплешины на несжатых загонах — так редки и хилы хлеба.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кантӑр кӳллисенчен аякранах нӳрӗ туртать.

Лишь с болот, что неподалеку, едва тянет сыростью.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫитменне Паҫаран аякранах тар шӑрши кӗнӗ пек туйӑнать.

К тому же кажется, что от Пази издалека несет потом.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсем калаҫнине аякранах итлесе тӑнӑ вунӑ-вуникӗ ҫын йӗри-тавра хупӑрласа илчӗҫ.

Окружившие их человек десять-двенадцать сельчан просят попа отслужить молебен:

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тусан пӗлӗче чиркӳ ҫӳллӗшне ҫӗкленсе ҫумӑр пӗлӗчӗ пек чӑмӑртаннӑ та аякранах хуп-хуран курӑнса тӑрать.

Пыльное облако поднимается выше церкви и издали кажется черной дождевой тучей.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Михетерӗн кил-ҫурчӗ Аякранах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Турикасри ҫак кил-ҫурт Аякранах курӑнать — Пирӗн ватӑ Михетер Тивӗҫлипе мухтанать.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Юланутпа сиккипе килекенсене ҫынсем аякранах асӑрхарӗҫ, вӗсем ӑҫта чарӑнассине пӗлсе, Маринепе Ятман патне пуҫтарӑнарах тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех