Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ахальтен сăмах пирĕн базăра пур.
ахальтен (тĕпĕ: ахальтен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахальтен мар вӑл паха сортлӑ, вӑйлӑ тухӑҫлӑ тырпул, пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтерме, ӳсен-тӑрана тӗрлӗ чир-чӗрпе кӗрешме хӑнӑхтарма ӑс пухать.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ахальтен каламан ҫав ваттисем: «Арӑма вӑйӑ картинче мар, ӗҫре шыра», — тесе.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

«Укҫа чул кастарать», — тесе ахальтен каламан ҫав.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ахальтен каламан пулӗ ваттисем: пурнӑҫ тӑршшӗ вӗрен тӑршшӗ мар, тесе.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Ялта ахальтен мар ӑна ятпа асӑнмаҫҫӗ, «вырӑнти радио» теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна Чӑваш АССР тата РСФСР культурисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн ятне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Василий Давыдов-Анатри // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 2 с.

Ахальтен мар Раман кӗркунне трактористсен курсне вӗренме кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫынна ахальтен пылчӑкпа варалани ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Усалӑн ури улттӑ тесе ахальтен каламан ҫав…

Куҫарса пулӑш

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӑхра сӑмах ахальтен ҫӳрес ҫук, анчах тытман.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрман хӑлхаллӑ, уй куҫлӑ тесе ахальтен каламан ваттисем.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑнланчӗ Раман, ахальтен килмен пулас Иван Капитонович.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ахальтен именсе пӑхмӗччӗ вӑл ман ҫине».

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ахальтен мар Хӗрӳ Хӗветӗр теҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ахальтен мар халӑхра ҫапла калаҫҫӗ: «Минтер куҫҫуль ӗҫет, хӑй чӗнмест», — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ахальтен мар леш сухаллӑ арҫури ун тавра ҫаврӑнкалать…

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ахальтен мар ун ҫинчен ялта хуралсӑр теҫҫӗ», — ирӗксӗрех шухӑшласа илчӗ Ваҫиле, анчах, ялан лӑпкӑскер, туйӑмӗсене тытса чарма хӑнӑхнӑскер, халӗ те хирӗҫле нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ахальтен мар вӑл нумаях пулмасть хӗр ҫинчен ӗмӗтленсе кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ахальтен мар ҫынсем чи йывӑр самантсенче унран ыйтаҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл кӑвак шуҫӑмлах чӳрече умӗнчен кая пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех