Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Какайӗ чиперех пекчӗ-ҫке, — ывӑлӗн кӑра ҫиллине пӗлсе сӑпайлӑн та асӑрхануллӑн хуравларӗ амӑшӗ, Нетӳҫ инке.
5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Шӗнерпуҫ ҫӑви хӗррипе асӑрхануллӑн чуптарчӗҫ те лашине, Туҫа вӑрманӗ патне тухрӗҫ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Моргиана алӑкри ҫӑра уҫҫине асӑрхануллӑн пӑрчӗ, анчах ҫак хускану тем пек шӑп пулсан та — Джесси ҫӑра уҫҫи чанклатнине илтрӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Моргиана ювелир патне кӗчӗ, ӑна хаклӑ япаласен пӗр пайне кӑтартрӗ; асӑрхануллӑн калаҫа-калаҫа ҫирӗплетрӗ: Харита Мальком япалисене вӑл хаклани тӗрӗсех темелле, анчах сутуҫа парсан унӑн пӗтӗмӗшле чӑн хакӗн виҫҫӗмӗш пайне ҫухатассипе ҫырлахма тивет.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Атя-ха ҫаксем пирки сӑмахлар мар, — асӑрхануллӑн сӗнчӗ Ева, — мӗншӗн тесен кӑмӑлӑм туртмасть.— Мы лучше это оставим, — осторожно предложила Ева, — так как я положительно не в ударе.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ун хыҫӗнче пӑшӑлтату тата пӗлме юратакансем асӑрхануллӑн уткалани илтӗнеҫҫӗ.
XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Диван хӑлӑпӗсене пӳрнисемпе шаккакалать, унтан Гез ҫине пылчӑклӑ урамран асӑрхануллӑн каҫнӑ чухнехилле пӑхса питне пӗркелентерчӗ те куҫӗсене айккинелле пӑрчӗ.
XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Арҫын асӑрхануллӑн савнине чӗрҫи ҫине лартрӗ, вӑйлӑ аллипе ачашшӑн-ачашшӑн ҫупӑрларӗ, ҫине-ҫинех чуптурӗ, вара ҫапла каларӗ:
III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Урӑх майлӑ, анчах чӑн-чӑнаххӑн, — ҫакӑ искусствӑлла парксен тӗслӗхӗнче уҫӑмлӑ курӑнать; вӗсемпе танлаштарсан вӑрманӑн ӑнсӑрт курӑнӑвӗсем хӗвел вӗсене хаклӑ ешчӗкрен асӑрхануллӑн кӑларнӑн кӑна туйӑнаҫҫӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тирпейлӳҫӗ — хыпаланмасӑр, асӑрхануллӑн ҫӳрекен вӑтӑр пиллӗксенчи хӗрарӑм, — ресторантан мана валли кӑнтӑрлахи апатпа каҫхи апат киле-киле парать, пӳлӗмсенче тирпейлет те хӑйӗн патне каять, малтанах пӗлет: эпӗ ытлашши нимӗн те ыйтмастӑп, калаҫу-мӗн мана кирлӗ мар, ара, чылай чухне ӑна — калаҫӑва — пакӑлтатнӑ тата шӑл хушшинче чакаланнӑ май шухӑшсен саланкӑрлӑ юхӑмне лекес йӳтӗмпе ҫеҫ пуҫараҫҫӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Асра юлмалли ҫав каҫ хыҫҫӑн Асмани башньӑн ҫапса ӳкернӗ, ҫыхса пӑрахнӑ хуралҫине манаймасӑр хӑйне асӑрхануллӑн тытать — вӑл экспедици пирки наҫилккеҫӗсемпе пачах нимӗн те калаҫмасть.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент шалти ҫутӑ алӑк патне стена ҫумӗпе асӑрхануллӑн йӑпшӑнса пырса тӑчӗ те стена ҫумне тачӑ-тачӑ сӗвӗнсе выртрӗ.Гент осторожно пробрался вдоль стены к освещенной внутренней двери и лег, плотно прижавшись к стене.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Сунарҫӑ карра хӗрринчен асӑрхануллӑн сирчӗ, хумханса шалалла тӗмсӗлчӗ.Осторожно отвел он край занавеси, с волнением заглянув внутрь.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кунта Гент хӑй йӗрлекенсем патне ҫывӑхарах пыма шут турӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хулана хапхаран мар, урӑх ҫӗртен кӗрессине ӑнланчӗ; йӗрлевне ӑнӑҫлӑ вӗҫлес йӳтӗмпе ҫав тери асӑрхануллӑн куҫать, халӗ мулатран вунӑ утӑмра ҫеҫ.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
«Мӗн пулчӗ?» — асӑрхануллӑн пӑшӑлтатрӗ пӗри.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫав тери асӑрхануллӑн — алӑк хушӑкне хӑвӑрт-хӑвӑрт вуҫех хупларӑм та кӗтесрен ҫыпҫӑнсах сӗвентӗм.Как мог осторожно и быстро, я совсем прикрыл щели двери и прижался в угол.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ассунтӑна асӑрхануллӑн ҫӗклесе Тинг ҫурт патнелле сулланса утать, вӑхӑт-вӑхӑтӑн кӑшкӑрать.Бережно приподняв Ассунту, он двинулся по направлению к дому, шатаясь и вскрикивая.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Эпӗ вӑйлӑ, — кавир тирне пӑчӑртаса тытнӑ пӗчӗк чӑмӑрӗпе асӑрхануллӑн танклаттарнӑ май мӑнаҫлӑн хирӗҫлерӗ Ассунта, — эпӗ, чӑн та, ҫӳллӗ мар, ҫӑмӑл, ҫапах та санӑн манпа йӗкӗлтешме юрамасть.
V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ассоль ӑна хыттӑн, анчах тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ ҫак улӑп унӑн аллисенче силленме пуҫласран хӑранӑн, асӑрхануллӑн ыталарӗ.Ассоль обняла его крепко, но бережно, словно этот мускулистый гигант мог закачаться в ее руках.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
«Тин ҫӗрпе тинӗсри» путсӗр пӑтӑрмаха лекнӗ ҫынсенчен пӗрне те асӑнмасӑр — каҫхине вӑл алӑкран асӑрхануллӑн шаккарӗ те кирлӗ ятсене Факрегеда пӗлтерчӗ, вӑл е ку ҫын ун ҫине мӗнлерех пӑхнине, ҫавӑн пекех пӑланпа укҫана епле тупмаллине тӗплӗн ӑнлантарчӗ.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.