Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асли сăмах пирĕн базăра пур.
асли (тĕпĕ: асли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каякан хӗрсенчен чи асли те — Хӗветли — вунсаккӑртан ҫеҫ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Анфиса, асли каланине итлесе, станок умӗнчен пӑрӑнчӗ те хӑйӗн юратнӑ вырӑнне, роза чечекӗ айне, ещӗк ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Асли - Александр Чӑваш Республикин прокуратура тытӑмӗнче прокурорта ӗҫлесе нумаях пулмасть тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑр хисеплени хаклӑ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/mashar-xisepleni-xakla.html

Ҫак инкексем хыҫҫӑн Лидия Шашкаровӑн та ҫемьере асли пулнӑ май хӑй ҫине пысӑк яваплӑх илме тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Асли — инженер — Ҫӗпӗрте завод лартать, иккӗмӗшӗ Украинӑра ҫӗркӑмрӑк кӑларать, виҫҫӗмӗшӗ Казахстанра ачасене вӗрентет, кӗҫӗнни ҫарта.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Асли, ывӑлӗ, ҫитӗнсе ҫитнӗ те амӑшӗн ялне кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫамрӑк-ха, асли те вунулттӑра ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Дмитрий ачасенчен чи асли.

Куҫарса пулӑш

Агроном — уй-хир хуҫи // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b0%d0%b ... 83c%d0%b8/

Хӑшӗ кӗҫӗнни е асли, сирӗн ҫине витӗм ан кӳртӗр тесе, каламарӑмӑр.

Мы не хотели, чтобы то, кто младший или старший, как-то на вас повлияло, поэтому вам и не говорили.

Биркӑсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/594

– Мама, мӗн, Ксюша асли пулать-и?

– Мама, что, получается, Ксюша старшая?

Биркӑсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/594

Асли курортран таврӑниччен Союза ура та ярса пусмастӑп, Саркайпа ман ним калаҫмалли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Калаҫнӑ, сирӗн, писательсен, асли патӗнче те пулнӑ, — сӳрӗккӗн хирӗҫ тавӑрчӗ Нарспи Гавриловна.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӗртен асли, хакли вӗсемшӗн тӗнчере урӑх ним те пулман.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Микихвӗр асли пек пулса хӑйӗнчен пӗр ҫул кӗҫӗнрех тусне йӑпатма пикенчӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Турӑ пулӑшсан ман шӑллӑмсем юнлӑ фронтран чиперех таврӑнӗҫ-ха тен?» — ӗмӗтленнӗ Варуҫҫи, анчах асли, Ҫтаппанӗ, тӑшман пульлинчен сыхланса ҫитереймен — тӑван килне ыррӑн-сыввӑн кӗҫӗнни кӑна таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унччен вӗсем иккӗшӗ те ятарлӑ вӑтам пӗлӳ илнӗ: кӗҫӗнни учителе вӗренсе тухнӑ, асли вӑрман техникумӗ пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Виҫӗ тӑлӑх тӑрса юлчӗ ҫӗр ҫине: кӗҫӗнни — ҫиччӗре, вӑталӑххи — саккӑрта, асли — вун улттӑра.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хайхискерсем, пӗр варти тӑвансем: асли хулара ҫӗр ҫӗмӗрттерет, кӗҫӗнни — ялта.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ирхи виҫҫӗ иртсен тӑватӑ ҫитеспе иккӗмӗш этажра ҫывӑракан ачасем асли шӑнкӑравларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Анчах та Настя ӑмӑртура выляса илнӗ хыҫҫӑн пӗтӗмпех паллӑ пулчӗ: вӑл – асли.

Куҫарса пулӑш

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех