Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗнче (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хур амин йӑви пӳртре, кровать айӗнче.

Куҫарса пулӑш

Хур – усӑллӑ, тупӑшлӑ шыв кайӑкӗ // Гулия Фаизова, Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/tp-khypar ... -syv-kaiak

Яхрома айлӑмӗнче (Дмитровран юханшыв вӑрри таран, сарлакӑшӗ 3–7 км ҫити) торф сийӗ айӗнче хӑш-пӗр вырӑнта ӗҫмелли шывра пурӑнакан шуйсен раковинисемлӗ тӑпра (кӳлӗсем хыҫҫӑн юлакан юшкӑн) асӑрханӑ.

В Яхромской котловине (от Дмитрова до устья, ширина от 3 до 7 км) в ряде пунктов под слоем торфа были обнаружены светлые илистые отложения с раковинами пресноводных улиток (отложения озёрного характера).

Яхрома (Сестра юппи) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AF%D1%85%D ... %BF%D0%B8)

Флегрей уйӗн супервулканӗ Везувирен инҫех мар вырнаҫнӑ, анчах вӑл ҫӗр айӗнче выртать, вӑл пуррине чылайӑшӗ пӗлмест те.

Супервулкан Флегарийские поля находится неподалеку от Везувия, однако расположен под землей, и многие даже не догадываются о его существовании.

Европӑра супервулкан вӑраннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/38192.html

1909 ҫулта Нью-Йорк штатӗнче кессон чирӗнчен сыхланма май паракан пӗрремӗш саккунсене йышӑннӑ, вӗсемпе Гудзон тата Ист-Ривер юханшывсем айӗнче чукун ҫул туннелӗсене тунӑ чухне усӑ курнӑ.

В 1909 году в штате Нью-Йорк были приняты первые законы о кессонной безопасности при строительстве железнодорожных туннелей под реками Гудзон и Ист-Ривер.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Ҫӗр айӗнче тоннель чавма сӗнекен те пулнӑ, анчах та вӑл вӑхӑтра ку хаклӑ тата пурнӑҫлама йывӑҫ ӗҫ шутланнӑ, ҫавна май ку варианта пӑрахӑҫланӑ.

Было выдвинуто предложение о постройке подземного тоннеля, но этот вариант был отвергнут, так как на тот момент являлся дорогостоящим и трудоёмким.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

— Мӗн вӑл хӗвел? — ыйтма тытӑнаҫҫӗ ҫӗр айӗнче юлнисем.

Куҫарса пулӑш

Кӑмпасем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 285–286 с.

«Жигулине» кӑларас тесе ҫумӑр айӗнче лачкам пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.

Хулара хӑйсем пурӑнакан ҫуртпа юнашар пӳртӗн пусма картлашки айӗнче йӑва еплерех ҫавӑрса йытӑпа пурӑннине каласа пама тытӑнсан Амӑшӗ пач кӗтмен чух ӗсӗклесе ячӗ:

Куҫарса пулӑш

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Ҫиллӗ чух та, ҫумӑрлӑ чух та аван кунта, ҫавӑ пусма картлашки айӗнче.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Унти пӗлӗтсене пӗтӗмпех йӑрӑс хыр ҫулӑксем шӑлса тасатнӑ, пӗлӗчӗсем халь ура айӗнче сапаланса, юр пулса выртнӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫапла, салтака тухса каяс умӗнхи каҫсенчен пӗринче, тирек айӗнче пӑшӑлтатса, пӗр-пӗринпе йӑпанса тӑчӗҫ иккӗн.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пахчара, ҫулҫине тӑкнипе ҫаралса кайнӑ, кӗрхи сивӗпе ӗнтӗркеме тытӑннӑ улмуҫҫисем айӗнче, ҫӳп-ҫапа кӗреплепе пуҫтарать асламӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Апла сак айӗнче.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Аллине чӗлӗм тытнӑччӗ, сылтӑм аллипе типӗ ҫапӑ айӗнче тем пӑтрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Юрать алӑ айӗнче юрӗ нумай, чӑтма ҫук пӗҫерттернӗ вӑхӑтра алли хӑех пашт чикӗнет кӗрт ӑшнелле.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Паяй лупас айӗнче ҫерҫипе кӑсӑя виллисем тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ниепле те уйрӑлма хал ҫитереймерӗ ҫак ҫӗртен, вӗт унӑн айӗнче чи ҫывӑх ҫыннисем выртаҫҫӗ, арӑмӗпе хӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ура айӗнче пӑр авӑнчӗ, шатӑртатрӗ, кӗҫ-вӗҫ шыва анса кайма пулассӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Юр айӗнче шанкӑ купи пулнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Куҫӗ айӗнче хӑйӗн хура йӗрсем палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех