Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Яра сăмах пирĕн базăра пур.
Яра (тĕпĕ: яра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫакӑскер Сӑпани мӑнаккасен сурӑхне вӑтӑрса тухса кайнин ачи пулнине тавҫӑрса илтӗм те, шӑла ҫыртса, яра патӑм…

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шӑнкӑрч, Кипеккассине хӑвӑртрах ҫитес тесе, ҫуна йӗрӗ ҫине тухать те, хыҫалтан такам хӑваланӑн, яра парать вӑйӗ ҫитнӗ таран.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ну, ташла, ташла, яра пар, ярапине пире пар…

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Пӗррехинче ытлашши тӑрӑшнипе ытти пӑрусемпе пӗрле хӑйсен ула пӑрӑвне те витере яра кун выҫӑ усранӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакна курсан, Кулюкка пушшех урса каять: — «Намӑссӑр! Ясар кӗвенте! Турра мӑшкӑлласа тӑрать тата!» — тет те чышкипе Куҫука хӑлхаранах яра парать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яла кӗрес умӗн витререн тӑкнӑ пек шавлаттарса вӑйлӑ ҫумӑр яра пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫе каяс умӗн е ӗҫрен ывӑнса таврӑнсан ҫеҫ пӗр-ик сӑмахпа перкелешсе илме ӗлкӗреҫҫӗ вӗсем, яра куна колхоз ӗҫӗнче ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Выртнӑ-выртманах аллисене сулкаласа юрра яра пачӗ Сантӑркка, темле ӗҫкӗре темелле.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ вара вӑл, яра кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн хваттерне таврӑнсан, ӑна никам та пӑхман пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак вӑхӑтра вӑл лашин вӑйне йӑлтах тӗпчесе пӑхас шухшӑпа тилхепине хуллен карӑнтарса карт туртрӗ те: — Эй, Ваҫатка, яра пар! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кӑмӑлу пулсан яра пар!

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн пулать те мӗн килет, яра пар, Иваҫ, тӳрӗрен.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Кӳлӗре тытаҫҫӗ пулӑ Такамсем яра кунах.

Куҫарса пулӑш

Сӗреке // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 56–57 с.

Яра пар.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле хӑйне валли вырӑн тупаймарӗ, яра куна нимӗн пӗлмесӗр асапланчӗ, темиҫе хутчен урама туха-туха кӗчӗ, аяккалла тинкерчӗ, ывӑлӗ ҫавах килмерӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Яра куна ӗҫлесе халтан кайнӑ ял ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫилленме пуҫланӑ Ментти тата пысӑкрах чул катӑкӗ тупса, темӗн пӑшӑлтатса кайӑк ҫинелле пур вӑйран яра пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ытти ҫамрӑксем те таҫтан, йывӑҫсем хыҫне пытанса тӑнӑ пулинех, уҫланкӑна сиксе тухрӗҫ те ҫумӑр лашлаттарса ҫунине пӑхмасӑрах авалхи чӑваш ташшине яра пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Атя яра пар!

Давай, давай!

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Аҫа хытӑ ҫапрӗ те, ҫумӑр яра пачӗ.

Грянул оглушительный удар грома, и полил дождь.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех