Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫеклук кинемие эмел ӗҫтерсен каллех сӗтел хушшине таврӑнчӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Ульяна хӑвӑрт ура ҫине тӑчӗ те тӗпел кукринчен пӗр стакан чейпе темле эмел илсе тухса кӑмака хыҫне кӗчӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Эмел ӗҫтерӗр-ха тархасшӑн.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
2023 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче 168 ачана эмел препарачӗсемпе тивӗҫтернӗ.
Пушкӑртстанри 168 ача 2021 ҫултанпа "Круг добра" ырӑлӑх фондӗнчен пулӑшу илнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ln-3220551
Каярахпа вара им сӑмахран имҫам тени тухса кайнӑ, тет, ку вӑл халӗ эмел тенине пӗлтерет.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Ман тымарсем типеҫҫӗ те эмел пулаҫҫӗ, ҫынсем ӑшне кӗрсе ларма юратакан чирсене хӑвала-хӑвала кӑлара пуҫлӗҫ.
Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах эмел ҫур мӑскал Кӳрчӗ вилӗм Чӗкеҫшӗн, Ҫапла хӗрӗн ӑраскал Пӗтрӗ ашшӗ кӑмӑлшӗн…
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Чӑвашсем ерипен уйсене пухса Юманлӑхра пуҫтараҫҫӗ йӗкел: Вӑл выльӑх-чӗрлӗхе самӑртакан эмел — Кӑҫал калама ҫук тухӑҫлӑ пулса.
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— Эмел таврашӗ ӑҫтан пултӑр ӗнтӗ пирӗн, — терӗ Паҫук аппа хурлӑхлӑн.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Выльӑх-чӗрлӗхе халӑх медицинипе, эмел курӑкӗсемпе, усӑ курса мӗнле сиплемелли ҫинчен статьясем те пичетлеттӗм.
«Ял ӗҫченӗ — чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... /1/16/yal/
Эмел мӗн каламарӗ те, памарӗ те.
Куҫ-тух, куҫ-тух… // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Сасартӑк вӑл чарӑнса тӑчӗ, кӗтнӗ эмел вырнаҫтарнӑ хут курупкине тирӗннӗ куҫӗ каллех чарӑннӑ ал сехетне ҫаврӑнчӗ, вара, пӗтӗм чунӗпе тӑвӑнса, йӳҫӗхсе, пушар чан сассиллӗн янратса ячӗ:
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Паллах, Аркадишӗн чи хаклӑ парне, чи сиплӗ эмел хӑй вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ ҫынсем тата юратнӑ хӗрӗ — йӑр-япӑш, сӑпайлӑ, «4» тата «5» паллӑсемпе кӑна вӗреннӗ пике — Милосердина Людмила пулчӗҫ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексен, ытларах шӑма кӗпҫи, чавка куҫ, шӑрттан, чапӑр, ула кайӑк, эмел, чей, чӑпӑл шӑрши чун уҫҫи, ҫӑтса тӑранайми тутлӑ, шеп.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
— Эй, мӗн чӑрманни, пыл вӑл питӗ сиплӗ япала, эмел пекех.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫавӑнта, сӗтел сунтӑхӗнче, пӗчӗк кӗленчепе эмел пурччӗ, кӳр-ха, ӗҫсе пӑхам.
I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫавӑн пекех мероприятире хурт-хӑмӑр продукцине, вӗлле хурчӗсем валли кирлӗ эмел препарачӗсене, оборудованине, методика литературине туянма май пулнӑ.
Вӑрнар фермерӗн пылӗ - чи лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12162-v- ... -laj-khkhi
Юлашкинчен, Наталья Лаврентьевна темле эмел тупнӑ, анчах Кӗҫтука ҫитсе пама ӗлкӗреймен.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Тару вӑл, слакпуҫсем пек каласан, пур чиртен те сыватакан эмел.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кӗҫтук пӗлӗшӗ Наталья Лаврентьевна мана ҫапла каласа пачӗ: «Костя сывалатӑн эсӗ, сана питӗ хаклӑ эмел тупса парӑп», — тесе каларӑм, тет.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.